Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ун хыҫҫӑн юланутҫӑсем юнашарах кайрӗҫ.
XVI сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Матвей Иванович та юнашарах чупса пычӗ.
Эпӗ качака такине утланса ҫӳрени // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.
Юнашарах тата ҫавӑн пек картиш пур.
Сыснасем // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.
Пирӗн ҫулпа юнашарах тӑрать вӑл.
Пӗр мучи тӑрса юлни // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.
Маруся, хӑйне пулӑшма Анна Ивановнӑна чӗнес тесе, каялла ҫаврӑнса пӑхать те, сасартӑк, юнашарах хӑйсен учительници тӑнине асӑрхать.
Акӑ ӗнтӗ, кун хыҫҫӑн кун иртет… // Илле Тукташ. Шварц, Е.Л. Пӗрремӗш класра; И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 124 с.
Ҫавӑнтах, юнашарах, арҫын ачасен ушкӑнӗ городовоя тыткӑна илчӗ.
4 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Унтан сасартӑк хампа юнашарах сасӑ илтрӗм — те йынӑшни пулчӗ вӑл, те ҫухӑрни; самантранах Васька хыттӑн кӑшкӑрса ячӗ:Вдруг я услышал рядом не то стон, не то мычанье, потом Васькин вскрик:
5 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Унӑн картишӗ Иван Ивановичӑннипе юнашарах.
I сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.
Аякран чупса пырса Нюрӑпа юнашарах шыва чӑмать вӑл.
Эпир курнӑҫӑпӑр-ха // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
Костя, юнашарах хӑй умӗнче хумсем ярса, шыв ҫине ҫутӑ сапса, музыка янӑратса пыракан шап-шурӑ пӑрахут иртнине курасшӑн, вӗсем вара — куккӑшӗпе иккӗшӗ, ӑна хунарсемпе ҫул кӑтартса ярасшӑн тем териех ӗмӗтленеҫҫӗ.
Ҫирӗп пул, Константин! // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
Костя ун ҫумне юнашарах пырса тӑрать; ниме те ӗненмесӗр, аптраса ҫитсе, куккӑшне ҫапла каласа шантарма пуҫлать вӑл:Костя подбирается к нему вплотную и, не веря и не надеясь, отчаиваясь, начинает горячо убеждать:
Ҫирӗп пул, Константин! // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
Юнашарах, ҫул ҫинче, чечеклӗ кӗпе тӑхӑннӑ ҫамрӑк хӗрарӑм тӑрать, кӑвак куҫӗсем унӑн ачасем ҫине кулса пӑхаҫҫӗ.
Кам пулма туртӑм пур санӑн? // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
Халӗ ӗнтӗ вӗсем ҫыранпа юнашарах тӑвалла ишеҫҫӗ, ҫӳлерех те темиҫе хӗрлӗ бакен ҫутса яраҫҫӗ, вара анаталла аннӑ май шуррисене ҫутма тесе, тепӗр енне ишсе каҫаҫҫӗ.
Эсӗ вӗренсе ҫитӗн // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
Питӗ инҫе пек курӑннӑ ҫутӑ сасартӑк юнашарах пулса тӑчӗ, икке уйрӑлчӗ, халӗ Костя кимӗ сӑмси ҫинчи хунара та, унӑн ҫути шыв ҫийӗпе йӑлтӑртатса шунине те асӑрхать, хунар хыҫӗнче — ҫӳлӗ хура мӗлке, вӑл пӗрре пӗшкӗнет, тепре тӳрленсе тӑрать.
Ҫыран хӗрринчи пӳрт // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
— Ҫӑтса ярӑн! — тет те Костя, хӑй те юнашарах хыҫлӑ пукан ҫине хӑпарса ларать.— Проглотишь! — говорит Костя и тоже взбирается на диванчик рядом.
«Ашхабад» // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
Кӗперӗ ҫинчех мар та ӗнтӗ — палуба ҫинче, анчах кӗперӗ, акӑ вӑл, юнашарах!..Ну, не совсем на мостике — на палубе, но мостик-то вот он, рядом!..
Килтен кайни // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
Гусев юнашарах ларать.
Ӑнсӑртран пӗлни // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Юнашарах — шӗвӗр сӑмсаллӑ, вӗлкӗшекен ҫӳҫлӗ, шухӑшлӑ марсиан, — ҫунатлӑ йӗнер ҫинче карап умӗнчех вӗткеленекенскер ҫаврӑнакан темӗнле пӗчӗк ешчӗке Лось еннелле тӗллет.
Соацера // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
— Пирӗнпе юнашарах темӗнле япала вӗҫет.
Хура тӳпере // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Инҫех те мар, сӗм тӗттӗмлӗхре, юнашарах, уҫӑмсӑр, тӗтреллӗ пӑнчӑсем ише-ише иртеҫҫӗ.Невдалеке, в тьме, плыли, совсем близко, неясные, туманные пятна.
Хура тӳпере // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.