Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

шанма (тĕпĕ: шан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мана шаннӑ пекех, ӑна та шанма пултаратӑн, сэр.

Вы можете положиться на него в такой же мере, как на меня, сэр.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ман ҫине шанма пултаратӑр.

Помоги переводом

Саккӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Экспедицин маршручӗ вӑтӑр ҫиччӗмӗш параллель тӑрӑхӗпе пырать, анчах Грант капитана унта тупӑпӑр тесе пӗри те шанмасть; вӑл тупӑнмасан вара, ҫапах та унӑн йӗрӗ ҫине ӳкессе шанма май пур, унӑн йӗрне тупсан та, мӗнле пулсан та, шӑпах «Британи» ҫӗмӗрӗлсе кайнӑ вырӑна тухма пулать.

Никто не надеялся найти капитана Гранта на самой тридцать седьмой параллели, вдоль которой был проложен маршрут экспедиции, но можно было рассчитывать встретить какие-нибудь следы его пребывания, и уж во всяком случае, она приводила к самому месту крушения «Британии».

Саккӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Вӑл тӳрӗ ҫын, ун ҫине шанма пулать.

Это прямой человек, достойный доверия.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Тӗрлӗ хыпара часах шанман тата асӑрханса ҫӳрекен майор, халиччен ҫын ҫине шанма хӑнӑхса ҫитменскер, кам пӗлет, тен ҫак ҫын: Айртонӑн сӑмахӗсем ҫын шанӑҫне тивӗҫлӗ-ши тесе ыйтать пуль хӑйӗнчен.

Может быть, только, майор, недоверчивый и осторожный от природы, спрашивал себя, заслуживают ли полного доверия слова Айртона.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Айртона ҫи-пуҫран пӑхсан, ӑна пӗтӗмӗшпех шанма пулать.

Внешность Айргона внушала доверие.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Чӑнах та ӗнтӗ, пампассенче пысӑк шывсем юхаҫҫӗ, вӗсен темӗн чухлӗ юпписем таҫтан-таҫтан юхаҫҫӗ, ҫавӑнпа та унта, хуть ӑҫта пулсан та, документсем чикнӗ кӗленче пурпӗрех океана ҫитессе шанма май килнӗ.

И действительно, большие реки, протекающие в пампасах, и их многочисленные притоки позволяли где угодно бросить бутылку с документами в расчёте на то, что течение отнесёт её в море.

Улттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Чӑнах та ӗнтӗ, Тандильпе океанӑн хушшинче Грант капитана шыраса тупассине шанма пулать-и-ха вара?

В самом деле, можно ли было надеяться разыскать капитана Гранта на полоске земли между Тандилем и океаном?

Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ҫакӑн хыҫҫӑн мӗнпур ӗҫ ӑнса пырассине ыттисем те шанма пуҫларӗҫ.

Все решили, что теперь благоприятный исход экспедиции не подлежит сомнению.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

— Темӗн, шанма йывӑртарах, — тӗртсе хучӗ майор.

— Слабая надежда, — заметил майор.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ҫӗрме ан пуҫлатӑр тесе, Анатолий Степанович ҫав куҫа касса кӑларасшӑн пулчӗ, анчах эпӗ ӑна, шыҫӑ чакасса шанма пур чухне, апла тума каламарӑм.

Анатолий Степанович хотел глаз вынуть, чтобы избежать воспаления, но я уговорила его не делать этого, пока есть надежда на уменьшение опухоли.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

«Пулӑшма кирек хӑҫан та хатӗр, ман ҫине шанма пултаратӑн», — тесе хӑй каланине аса илчӗ унтан.

И его, Артема, ответ: «Помочь всегда готов, можешь на меня положиться…»

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Вӗсем хӑйсем телейлӗ пулма пултарасса та шанма пӑрахнӑ.

Они даже перестали верить, что могут быть счастливыми.

Тӑххӑрмӗш курӑну // Арсений Тарасов. Килти архив

Хуҫисем килтех апла, ӗҫ ӑнасса та шанма май пур.

Значит, хозяева были дома, и здесь можно было ожидать удачи.

Тимурпа унӑн команди // Матвей Сакмаров. Гайдар, Аркадий Петрович. Тимурпа унӑн команди: повесть; вырӑсларан М.А.Сакмаров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 102 с.

— Куратӑп, санӑн аллу чӗтрет, старик Яков, эсӗ те вӑл юсанасса шанма пултаратӑн.

 — Рука твоя, я вижу, дрожит, старик Яков, и ты можешь порезать себе щеку.

Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.

Анчах вунпӗр ҫула кайнӑ ача ватӑ та чее кашкӑра вӗлерме пултарнине пуртех шанма пултарайман.

Но не все могли поверить, что мальчик на одиннадцатом году жизни мог убить старого хитрого волка.

XII // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 133–188 с.

Эхер те эпӗ хам шанма пултарсан…

Если б я мог надеяться…

XXVI // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

— Чӗререн тав сире, — ответлерӗ Павел Петрович, — халь ӗнтӗ манӑн чӗнӗве ирӗксӗрле майсемпе усӑ курмасӑрах йышӑнасса шанма пултаратӑп.

— Чувствительно вам обязан, — ответил Павел Петрович, — и могу теперь надеяться, что вы примете мой вызов, не заставив меня прибегнуть к насильственным мерам.

XXIV // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

Ыттисем ҫине шанма ҫук: хӑвӑн ӗҫлес пулать.

На других нечего надеяться: надо трудиться самому.

XXI // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

— Акӑ мӗн тума, — терӗ вӑл, нихӑҫан та хӑйӗнчен аялта тӑракан ҫынсен сӑмахӗ май пыман тата вӗсем умӗнче хӑйне хӑй ирӗклӗн тытнӑ пулин те, часах хӑйне шанма тата хӑйпе интереслентерме пултарнӑ Базаров: — эпӗ шапа ӑшне касса уҫатӑп та, унӑн ӑшӗнче мӗн пуррине пӑхатӑп; эпир те санпа иксӗмӗр ҫав шапасем пекех, анчах урасем ҫинче утнипе кӑна уйрӑм тӑратпӑр, ҫакна туса эпӗ хамӑр ӑшра мӗн пуррине те пӗлме пултаратӑп.

— А вот на что, — отвечал ему Базаров, который владел особенным уменьем возбуждать к себе доверие в людях низших, хотя он никогда не потакал им и обходился с ними небрежно, — я лягушку распластаю да посмотрю, что у нее там внутри делается; а так как мы с тобой те же лягушки, только что на ногах ходим, я и буду знать, что и у нас внутри делается.

V // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней