Поиск
Шырав ĕçĕ:
Брентган сасартӑк калаҫӑва малалла тӑсаймасса туйрӗ те — кӗпҫене васкамасӑр антарчӗ, чӑмӑртанӑ аллинчи хӑвӑрт, вӗттӗн тата ӑнланмаллах мар илтӗнекен сӑмахсене чунне ыраттарса тӑнларӗ.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 233–242 с.
Хӑйӗн чунне вара вӑл хӑй те тӗтреллӗн ҫеҫ пӗлет ахӑр.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 153–160 с.
Дрэп йывӑррӑн хашкать, илтӗнми йынӑшу тертӗнче ҫапӑна-ҫапӑна, ӳке-ӳке ӗсӗклет; анчах кӑмӑл-туйӑмӗ ҫапла хыттӑн кисренни чунне кунӑн янкӑр ҫутипе пӗрле ачин кӗске киленӗҫне куҫарчӗ — Тавин ашшӗне тасалӑхра тата ӑшӑра курас килет-ҫке.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 74–80 с.
Лорх йӗп-йӗпе тарпа витӗнчӗ; тар тата парӑнманлӑх тилӗрӗвӗ чунне хӗрӳллӗ хӑват пачӗҫ; вӗрилентерчӗ тата чӗтреве ертрӗ.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 58–65 с.
Фермерӑн палланӑ пурнӑҫӗн мӗн пур ӳкерчӗкӗ — шартлама хӗл варринче ӑшӑтса пӑрахнӑн — Пек чунне хускатмаллипех хускатать, тертлӗ те хӑрушӑ ҫул ҫӳревӗ вара тунсӑхпа пусӑрӑнтарать.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 49–57 с.
Шамполион темле тӗсесен те хӗрарӑмӑн чунне, шала, капланса кӗнӗ туйӑмӗсене, вӗсен вӑрттӑн вӑййин йӗрне туймасть-сисмест.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 23–48 с.
Йӑр-йӑрӑн чунне ӗмӗр-ӗмӗрлӗх ылхан нушалантарать.
Йӑр-йӑр // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 10–14 с.
Вара вӑл унӑн чунне ҫывӑх пӗр ҫын пуррине йышӑнчӗ.
Гленац няньки // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 387–391 с.
Ӗнерхи хӑйне евӗрлӗ ӗҫ чунне ҫутӑ варкӑшпа, сӑлтавсӑр тунсӑхпа, савӑнӑҫпа тултарчӗ.Исключительное событие вчерашнего дня наполняло его светом, беспричинной тоской и радостью.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.
Пӗр вӑхӑт унӑн чунне кӳреннӗ мӑнаҫлӑхӗ пусарса тӑчӗ, ҫакӑн хыҫҫӑн кӑмӑлне пӑсакан сулӑма сирсе пӑрахса хавасланас килмен ҫӗртех ӑшшӑн йӑл кулчӗ.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.
Вӑрман сӗмлӗхӗ, ҫапӑҫу, юн, сутӑнчӑклӑх, тискерлӗх, хӑравпа кӑнттамлӑх Геллин ҫамрӑк чунне ҫӗнӗ мӗлке парнелерӗҫ.
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.
Гелли макӑрса ярасран, ҫакӑнпа вара унра — яланлӑхах — йӗрӗнекен вӑйлӑ арҫыннӑн чаплӑ позицине пӗтересрен шикленнипе Нок хӗр хирӗҫленине халех, «татӑклӑн та ҫирӗппӗн» ҫапса хуҫма кирлине ӑнланчӗ; ҫитменнине, мӗне те пулин хальтерех кӑна ҫирӗп ӗненнӗ ытти чылай ҫын пекех, урӑхла шухӑшлаканскер умӗнче унӑн паҫӑрах чунне уҫса калаҫас, шухӑшӗсене чӑннипех уҫӑмлӑн пӗлтерес килет; хальхинче ансатрах: Гелли шӑпах хӗрарӑм пулни Нокӑн кулленхи пурнӑҫӗн тӗнче курӑмне хирӗҫлет.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.
«Эсир пӗчӗк, вараланчӑк кӳлленчӗке юрататӑр-и?» — чунне хытарса ҫапла ыйтрӗ те Дюк — лешӗ хуравласса кӗтмесӗр хыттӑн тапакан чӗрипе, ҫывӑх ҫынна кӳрентернӗшӗн хуҫӑлнӑ кӑмӑлӗпе пӳлӗмрен тухрӗ.
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.
Вӗсем ҫинчи хӑйпӑнса ӳкнӗ е катӑлнӑ сас паллиллӗ сӑмахсем моряксен чунне хускатаҫҫӗ.С надписью тревожной для сердца, с облупленными и отпавшими буквами.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.
Паллӑ марлӑха пӑхӑнса Аян галерейӑна тухрӗ, халӗ ҫеҫ тӳссе ирттерни чунне асаплӑ пылак тиевлӗ кӗрсе вырнаҫрӗ.
VII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.
Тулли аптӑравпа ӑнланманлӑх, сехре хӑпасла пӗчченлӗх саманчӗ унӑн чунне касса ыраттарса кӗрсе ларчӗ.Мгновение полной растерянности, недоумения, жуткого одиночества проникло в его душу тупой болью.
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.
Иртенпех туллашса тӑнӑ чунне лӑплантарчӗ ӗнтӗ вӑл, кӑмӑлне ҫырлахтарчӗ, ҫавна май тӑватӑ чӗрчуна так ахаль тӗп тунӑшӑн ӳкӗнсе те илчӗ.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ҫак самантра тӑвӑнса ҫитнӗ чунне кӑна лӑплантармаллаччӗ унӑн.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ҫапах Сӑпани чунне тем кишӗклет.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Телегин ҫӗнӗ ӗҫре пӗтӗм чунне парса тӑрӑшрӗ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.