Поиск
Шырав ĕçĕ:
Юмахри Иван та, ҫӑварӗсенчен вут-ҫулӑм пӗрӗхтерекен ҫӗленӗн вун икӗ пуҫне хӗҫпе ним мар касса татакан, шӑлапиртен ҫӗленӗ шӑлавар тӑхӑннӑ, ҫӑпата сырнӑ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Шыльӑк карти патне ҫитсе ӳксен, курчӗ: Полина аркисене кутӗк тытнӑ хура кӗрӗк тӑхӑннӑ, чӗркуҫҫийӗсенчен хуҫкаланкаласа, авӑнкаласа, аллисене кӗпе чӳхенӗ пек сулкаласа юрлакан туй арӑмӗсем, кӗвӗ ҫемипе шарттин-шарттин алӑ ҫупакансем, ӑмӑртса тӑпӑр-тӑпӑр, хоп-хоп ташша тӗвекен-сӗвекен, лапчӑна-лапчӑна илекен, сике-сике ҫавраҫил пек пӗтӗрӗнекен нухрат тӗрриллӗ кӗпе тӑхӑннӑ каччӑсем хушшипе кӗлет патнелле кусӑрка ҫил ачилле кусать иккен.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ҫухавине те, ҫаннисене те чӗнтӗр тытнӑ ҫӳхе, шурӑ блузка тӑхӑннӑ, хӑмӑр юбкӑпа.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Хӑй кивӗ шупка костюмпа, пуҫӗнче лутӑркаланнӑ (чылай ҫулсем хушши пӗр-пӗр ҫӳпҫе-ҫармара е хуп пӗрмере хӑлтӑ-халтӑ, упи-супи япаласем хушшинче тытмасӑр, тӑхӑнмасӑр выртнӑ пулас) тӗксӗм кӑвак шлепке, урине вӑрӑм кунчаллӑ шӑнӑр атӑ тӑхӑннӑ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ҫухалнӑ кун вӑл хура-хӗрлӗ тӗслӗ куртка (унта «Раҫҫей» тесе ҫырнӑ), хура шӑлавар, хура пушмак, хура калпак тӑхӑннӑ пулнӑ.
Муркаш районӗнчи 19-ти каччӑна шыраҫҫӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/34455.html
Тимоша кӗске ҫанӑллӑ кӗпепе, джинсы шӑлавар тӑхӑннӑ.
Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.
Ревлен Петрович тӗксӗм кӑвак костюм, шурӑ кӗпе тӑхӑннӑ, ҫырӑ ҫӳҫне айккинелле туранӑ.
Хыҫсӑмах // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.
Халех куҫлӑхна тӑхӑннӑ пултӑр, — ҫирӗппӗн каларӗ мастер, тахӑш вӑхӑтра Андрей хыҫне ҫитсе тӑнӑскер.
11 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.
Ҫи-пуҫне улӑштарса тӑхӑннӑ хыҫҫӑн Андрей яланхи пекех мастерсен сӗтелӗ патне пырса хӑйне панӑ ӗҫ заданийӗпе паллашрӗ.
11 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.
Кӗске ҫанӑллӑ, куҫлӑ-куҫлӑ ҫитса кӗпе тӑхӑннӑ Андрей ҫамрӑксем патне пычӗ.
8 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.
Пысӑках мар ҫинҫе кӗлеткеллӗ ача тельняшкӑпа, джинсы шӑлавар тӑхӑннӑ.
7 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.
Хура костюм тӑхӑннӑ цех начальникӗ сӗтел умӗнче сӑмах калать.
7 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.
Ҫи-пуҫне улӑштарса тӑхӑннӑ мастер хӑй участокне йӗри-тавра пӑхса ҫаврӑнчӗ.
3 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.
Яр шурӑ кӗпе тӑхӑннӑ ашшӗ, ҫыра сӑн-питлӗ, ҫилпе кушӑрканӑ, ҫунса тӗксӗмленнӗ ӳтлӗ Мӗкӗте пичче, кутник сакки ҫинче ҫӗнӗ армутирен урай шӑлмалли шӑпӑр майласа ларать.
Ав, вӗрен Петюкран! // Василий Сипет. «Тӑван Атӑл». — 2005, 2№ — 72-73 с.
Йӗри-таврах шурӑ халат тӑхӑннӑ ҫамрӑксем.
Кӑмӑл улшӑнчӗ // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 90–95 с.
Вӑл та, пӗчӗкскер, Ҫӗнӗ ҫул тумӗ тӑхӑннӑ.
XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Тамара кӗрен тутӑрпа, кӑвак кӗпи ҫийӗн кофта тӑхӑннӑ.
IX // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Лена ҫинҫе пилӗкне ҫӑт тытса тӑракан кӗрен тӗслӗ кӗпе тӑхӑннӑ, умне, ӗҫленӗ чухне вараланасран сыхланса, чечеклӗ саппун ҫакнӑ.
VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Урине ҫамрӑксем спорт ӑмӑртӑвӗсенче тӑхӑнакан кеда тӑхӑннӑ.
III // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Ҫине вӑл вӗр-ҫӗнӗ салтак тумӗ, урине йӑлтӑртатакан пуличчен ҫутатса лартнӑ сӑран атӑ тӑхӑннӑ.
III // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.