Поиск
Шырав ĕçĕ:
Виҫҫӗшӗ шӑкӑл-шӑкӑл калаҫса ларчӗҫ вӗсем сӗтел хушшинче.
Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.
Хутсене сӗтел ҫинчех пӑрахса хӑварса, лавккана васкарӗ вӑл.
Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.
Каҫхи шӑплӑхра сӗтел хушшинче ларса, чунне лӑплантарма тӑрӑшрӗ каччӑ.
Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.
Ку манӑн пӗрремӗш сӗтел мар.
«Ӗнер тинех хам валли ҫӗнӗ компьютер сӗтелне туса пӗтертӗм…» // Аҫтахар Плотников. https://t.me/astaharkartish/466
Пиччӗшсем чылайччен ларчӗҫ сӗтел хушшинче, мӗн каҫ пуличченех шӑкӑл-шӑкӑл калаҫрӗҫ.
Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.
— Куратӑн-и, Кирей, пурӑнмалли вырӑн пирки япӑхрах пулать пире, — каланӑҫемӗн сӗтел ҫине пӑхрӗ Мерет.
Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.
Сӗтел хушшинче ларса, чунтан калаҫрӗҫ вӗсем.
Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.
Мерет хӑвӑрт кӑлпасси, какай кӑларчӗ, касӑкӑн-касӑкӑн вакласа турилккене хучӗ те сӗтел ҫине лартрӗ.
Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.
Сӗтел ҫине апат-ҫимӗҫ кӑларса хучӗҫ.
Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.
Сӗтел хушшинче вӗсем тӗрлӗ курӑкпа вӗретнӗ чей ӗҫрӗҫ, унтан ҫывӑрма выртрӗҫ, кӗҫех пурте тутлӑ ыйӑхпа ҫывӑрса кайрӗҫ.
Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.
Сӗтел хушшинче ларнӑ ҫӗрте чӑвашсен авалхи юррисене юрлама пуҫларӗҫ.
Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.
Кашниех мӗн те пулин хурать сӗтел ҫине, е кукӑль, е ӑшаланӑ какай, е типӗтнӗ пулӑ, кӑкшӑмпа сӑра лартакан та пур.
Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.
Амӑшӗ васкавлӑн сӗтел ҫине тӗрлӗ апат-ҫимӗҫ лартрӗ.
Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.
Ҫапла шӑкӑл-шӑкӑл калаҫса ларчӗҫ тӑваттӑн сӗтел хушшинче.
Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.
Ытти чухне пӗр сыпкӑм тутанатчӗ те куркине сӗтел ҫине лартатчӗ.
Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.
— Вӑл хӑйӗн кӑвакарнӑ ҫӳҫлӗ пуҫне сӗтел еннелле тайӑлтарчӗ.
Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.
— Каҫар, атте, эпир сана кӗтсе илмесӗрех сӗтел хушшине лартӑмӑр, вӑл, ав, ҫие юлнӑскер, вӑл ыйтнипе лартӑмӑр, ӑна мӗн ыйтнине памаллах.
Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.
Элиме сӗтел варринче выртакан ҫавра какайран тӗлӗнчӗ.
Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.
Сӗтел тӗтӗмленӗ кӑвакалпа, ӗне ашӗпе, сысна рулечӗпе, килти кӑлпассипе тулчӗ.
Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.
Кирей амӑшӗ сӗтел ҫине апат-ҫимӗҫ лартма тытӑнсан ҫеҫ лӑпланчӗ вӑл, кӑштах чӗрӗлчӗ.