Поиск
Шырав ĕçĕ:
Халь ӗнтӗ ҫав «урӑххи», аслатиллӗ ҫумӑр пӗлӗчӗ тӳпене сарӑлнӑ пек, ун ҫийӗн капланса явӑнать.И теперь это «другое» расстилалось над ним, как стелется грозовая туча по горизонту.
V // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Сисмесӗрех хӗвел анса сад тӑрӑх каҫхи мӗлкесем сарӑлнӑ евӗр, тӗмсем хушшинчи шӑпчӑк та сисмен ҫӗртенех хӑйӗн каҫхи юррине пуҫласа янӑ евӗр пулса тухрӗ вӑл.
VI // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Паничсем шурӑ свиткӑсем, тӗрленӗ кӗпесем тӑхӑнса «халӑх хушшине ҫӳресси» Кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енче вӑл вӑхӑтра питех те сарӑлнӑ пулнӑ.
II // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Таврана чун киленичченех, ҫемҫелсе халтан кайичченех ӳсӗртсе яракан сывлӑш юхӑмӗ сарӑлнӑ.
VII // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Францире пӗр енчен паттӑрлӑх, тепӗр енчен хаярлӑх вӑйлӑ сарӑлнӑ.
X. Тыткӑнтисем // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Пӑлханакан ҫӗршывӑн пӗр ӳт-пӳ, пӗр ӑшчик пулнӑ пек туйӑннӑ, мӗншӗн тесен Бретань ҫӗршывӗнче ӑҫта та пулин хускалсан, вӑл вара мӗнпур таврана паллӑ пулса тӑнӑ, хыпар пӗр самантрах пур ҫӗре, те сарӑлнӑ.
IV. Ҫӗр айӗнчи пурнӑҫ // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Тӗнчере сарӑлнӑ коронавирус Чӑваш Енрен те пӑрӑнса иртмерӗ.
Кун йӗркине пӑхӑнмалла // Н. Урукова. Елчӗк Ен, 2020.04.08
Шыв ҫийӗн сарӑлнӑ ҫӑра тӗтре карри уҫӑлса кайрӗ те куҫ умне пӑлханса тӑракан вӗҫӗ-хӗррисӗр сӗм тӗттӗм тинӗс тухса тӑчӗ.
VII. Кам парӑс карать, ҫав шӑпа ярать // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Ҫамрӑк ҫулҫӑсен ырӑ шӑрши сарӑлнӑ.
Пӗрремӗш кӗнеке // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Анчах унта, пӗчӗк лаптӑк ҫӗрсене тара илес е тара парас йӗрке питех те сарӑлнӑ.Но и это благодеяние не так ощущалось здесь, где распространена была аренда мелких участков.
II // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с. — 3–19 с.
Кремнипе хутӑшса тӑракан ытти япаласем, Левис каланӑ тӑрӑх, ҫав космически ҫутӑ пайӑркисем ҫапса ҫурнипе магний уйӑрса кӑлараҫҫӗ, ку металл та ҫӗр хуппинче йышлӑ сарӑлнӑ элемент; кремниренех тата гелий те чӗрпӗкленсе тухать; тӑм тӑприпе хутӑшса тӑракан ытти минералсемпе натри (сода) ҫинчен те ҫавнах каламалла.
Ҫӗрӗн ҫийӗсем мӗнле тытӑнса тӑни тата ҫӗр варрине кайса ҫӳрени ҫинчен // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с. — 211–227 с.
Кремни кислород пекех тӗнчере питех те нумай сарӑлнӑ элемент, вӑл ҫӗр хуппинче тӑваттӑмӗш пайӗнчен ытларах вырӑн йышӑнса тӑрать.
Ҫӗрӗн ҫийӗсем мӗнле тытӑнса тӑни тата ҫӗр варрине кайса ҫӳрени ҫинчен // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с. — 211–227 с.
Сӑмах май, вырӑсра чи сарӑлнӑ хушамат сан, двоешник.Кстати, среди русского населения твоя фамилия самая распространенная, хотя ты и двоечник.
Иккӗмӗш пайӗ // Борис Чиндыков. Килти архив
Таҫтан хуткупӑс сасси илтӗнет, сывлӑша виноград эрехӗн шӑрши сарӑлнӑ.Откуда-то слышалась гармонь, парил легкий запах виноградного вина.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Ку хӑрушӑ чир Исландире питех те сарӑлнӑ.
XIII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Вӑл пӗр хӗвеллӗ, чечеклӗ, пур ҫӗре те ырӑ шӑршӑ сарӑлнӑ ҫӑва аса илчӗ.
IV // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Угаров акма пуҫласан, районӗпех «Угаров акать!» тесе хыпар сарӑлнӑ, вара районӗпех акма пуҫланӑ.
2. Хӑвӑртлӑх // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Ҫак кӗске аккорд пӗтӗм вӑрҫӑ ҫинчен каласа пачӗ: малтанах калама ҫук хытӑ кулянмалла пулни ҫинчен те, пӗтӗм ҫӗршыва анлӑн сарӑлнӑ хыпара пула, ҫынсем ушкӑнӗ-ушкӑнӗпе военкомата кайни ҫинчен те, тӑшман ҫинелле нимӗнле те чарма ҫук вӑй-хӑватпа тапӑнса пыни ҫинчен те.
11. «Путарман хум» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Юрри вара пӗтӗм ял тӑрӑх сарӑлнӑ.
4. «Калта» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Тепӗр кунне училищӗре Кострикова, Асеева тата Яковлева кӑларса ярасси ҫинчен сӑмах сарӑлнӑ.А на другой день по училищу поползли слухи, что Кострикова, Асеева и Яковлева исключают.
Вӑтӑр саккӑрмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.