Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пӳрте (тĕпĕ: пӳрт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӳрте сӳлтен кайнӑ пек сӳсленкӗ, сӳренкӗ таврӑнсан, Лена пӗр авӑк «хӑйӑр чулӗн катрамӗпе» пусӑрӑнса, йӳҫсе тӑракан ушах евӗр кӑмӑскаланса, тӑнтанланса тӑчӗ.

Помоги переводом

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

— Унтан васкавлӑн: — Атьӑр, пӳрте кӗрӗпӗр, — терӗ те, ҫаврӑнса, пӑлтӑр патнелле йӑпӑшлатрӗ, унтан ун картлашкисемпе кӑчӑртаткаласа хӑштик-хӑштик хӑпарчӗ те тӗнкӗл-тӗнкӗл пӳртелле хыпаланчӗ.

Помоги переводом

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Ак тата: тин ҫеҫ совет халӑхне «хыпса ҫӑтма» хӑтланнӑ чи хӑрушӑ аҫтаха пуҫне хӗҫпе касса татнӑччӗ, таҫта-таҫта, ҫичӗ тинӗс леш енче, каллех, анчах урӑх аҫтахасем — янкисем — пирӗн «пӳрте касман алӑкпа ҫӗмӗрсе шуса кӗресшӗн», пире хыпса ҫӑтасшӑн пулса «вутлӑ, наркӑмӑшлӑ чӗлхисене вӗлт-вӗлт вӗлтлетсе тӑскаласа илеҫҫӗ».

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пурте шепӗр хӑналанчӗҫ: кӗреке курки ҫавӑрса ӗҫрӗҫ, ҫирӗҫ, ӗрехетленчӗҫ, киккирикӗсем самаях хӗрсен хӑюҫахсем е йӑпӑш-япӑш та тӑпӑр-тӑпӑр тӑпӑртаткаларӗҫ, е яшши-вутлисем хӗм сирпӗтсе, урайне силлентерсех, пӳрте чӗтрентерсех ташша сӳрӗҫ, чун тӗпӗнчи чи вӑрттӑн, ҫывӑх туйӑмӗсене халӑхӑн кӗмӗл ҫӑриллӗ, ылтӑн уҫҫисемлӗ юман сунтӑхӗнче упранса юлнӑ пӗр-ик юрра ҫавӑракансем те пулчӗҫ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пӳрте кӗместпӗр, Маюк аппа, ак кунта тенкел пур, ларар ҫакӑнта, — чирлӗ ҫынна кучченеҫ ҫыххи тыттарчӗ Тамара.

Помоги переводом

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Эсир иртӗр-ха, иртӗр атьӑр, пӳрте кӗрер.

Помоги переводом

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

— Сан пата темӗнле хӗрача килсе кайрӗ паян, ҫыру хӑварчӗ, — пӳрте кӗрсенех конверт тыттарчӗ Ревлене амӑшӗ.

Помоги переводом

4 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Малашне, тен, пӳрте те ертсе кӗрӗн-ха.

Помоги переводом

Пӗр ҫулӑхсан… // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 85–90 с.

Вӗсен ҫак асамлӑ ҫанталӑкран уйрӑлса пӳрте кӗрес килмест ӗнтӗ.

Помоги переводом

XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Пӳрте Ираида Васильевна кӗрсе тӑчӗ.

Помоги переводом

X // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Лена ку пӳрте кун сиктерсе ҫӳрет, ӑна кунти кашни япала паллӑ, ачаран чӗрене ҫывӑх.

Помоги переводом

X // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Хыҫалалла ҫаврӑнса пӑхмасӑр пӳрте кӗрсе ҫухалчӗ.

Помоги переводом

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

— Ҫук, кинемей, эпӗ пӳрте кӗрсе тӑмастӑп.

Помоги переводом

II // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Атя, атя, пӳрте кӗрер.

Помоги переводом

II // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ҫӗмӗрт айӗнчи сак ҫинче ларакан Лена уҫӑ сывлӑша тепӗр хут тарӑннӑн сывласа илчӗ те телейлӗ кулӑпа ҫиҫсе пӳрте чупса кӗчӗ.

Помоги переводом

I // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Пӳрте кӗрсенех Ҫимун: «Сире валли анне илсе килтӗм!»- терӗ.

Помоги переводом

Иккӗмӗш арӑм - чун валли // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 11 с.

Марине пӳрте чупса кӗчӗ, пысӑк тирӗк илсе тухрӗ.

Помоги переводом

Яшка витӗр Шӑнкӑртам курӑнать // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 86-88 с.

Ҫумӑрта пӳрте шыв каять, умри пӗренесене ҫуртарса, кӗр енне пӳрт ҫине витесчӗ.

Помоги переводом

Яка пыр // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 84-85 с.

Киле килме тухас умӗн вара, — суймастӑп! — вӑл пире хайӗн садӗнчи пӗчӗкҫӗ пӳрте — «сунарҫӑ пӳлӗмне» кӗртсе кӑтартсан, чӑн та, куҫ-пуҫ алчӑрсах кайрӗ.

Помоги переводом

Пӑшалсӑр эпӗ пӗр кунта виҫӗ упа тытрӑм // Георгий Орлов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 76-80 с.

Пӳрте вӑл кӑмака хутса ӑшӑтса пурӑннӑ.

Дом он отапливал при помощи печки.

Ҫутӑсӑр, газсӑр пӳртре пушарта вилнӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34228.html

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней