Поиск
Шырав ĕçĕ:
Эпӗ вуласа пӗтерсен Уҫӑп ҫавӑнтах лампӑна сӳнтерсе лартрӗ, ҫӑлтӑр тарӑх пӑхсассӑн, ҫурҫӗр патнелле ҫитнӗччӗ.Когда я кончил читать, Осип тотчас погасил лампу, — по звездам было уже около полуночи.
XVII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Философла сӑмахласа хӑтлансан, каллех пӗр-пӗрне улталама тӑрӑшаҫҫӗ, рашчут туса пӗтерсен, пӗтӗм вӑя пухса хӑтланнипе ывӑннӑскерсем тата тарланӑскерсем, трактира чей ӗҫме каяҫҫӗ, хӑйсемпе пӗрле хуҫана та чӗнеҫҫӗ.
XVII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
«Кӑтартса хӑтланассине пӗтерсен, хама-хам ҫӑмӑллӑн туйӑнса каятчӗ, — хама йывӑррӑн туйӑнакан ҫӗклене пӑрахса янӑ пекехчӗ, пӗр ҫур сехетлӗхе е сехетлӗхе тенӗ пек пуҫра темле лайӑх, ҫӑмӑл пек пулса тӑратчӗ, унтан тата каллех ман пуса шӗвӗр те вӗт пӑтасем тулса ларнӑ пек, вӗсем унта тапранкаланӑ пек, ӑшӑнма пуҫланӑ пек туйӑнатчӗ.
XV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Эпӗ вуласа пӗтерсен Жихарев, пӳрнисемпе сӗтел ҫине шаккаса, татах каларӗ:И снова, когда я кончил читать, Жихарев сказал, постукивая пальцами по столу:
XIV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Эпӗ пирвайхи шайне вуласа пӗтерсен, пурте тенӗ пекех сӗтел йӗри-тавра тӑратчӗҫ, ыталашса пӗр-пӗрин ҫумне таччӑн тайӑнса, салхулланнӑ пек пулса та йӑл кулса тӑратчӗҫ.
XIV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Вӑл калаҫса пӗтерсен систерӗпӗр, вара килӗ.
Пакӑлти Микиш // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 3–17 с.
Ӗҫсене пӗтерсен, хура кураксем йӑран ҫине ларнӑ пек, стойка ҫумне ларатчӗҫ, кулаҫпа та сахӑрпа чей ӗҫетчӗҫ, никониансен чиркӗвӗ хӗсӗрлени ҫинчен пӗр-пӗрне каласа кӑтартатчӗҫ: унта — ухтарса хӑтланнӑ, турра кӗлтумалли кӗнекесене пуҫтарса илнӗ; кунта — полици кӗлтумалли ҫурта хупнӑ та унӑн хуҫисене 103-мӗш статья тӑрӑх суда панӑ.
XII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Кашни кунах, вахтӑна пӗтерсен, вӑл ҫара уран, тарланӑскер, нефтӑпа вараланса пӗтнӗскер, пиҫиххисӗр йӗпе кӗпепе, ҫӑра кӑтра ҫӑмлӑ кӑкӑрне йӳле ярса, кочегар люкӗнчен ҫӳлелле тухатчӗ, ҫавӑнтах вара унӑн пит уҫах мар, пӗр пек тикӗс сасси палуба тӑрӑх юхма тытӑнатчӗ, сӑмахсем ҫумӑр тумламӗсем пек тӑкӑнатчӗҫ.
XI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Вӑл мана чӑтмалла мар кӑтӑклантаракан ӗҫе туса пӗтерсен каларӗ:Когда он кончил работу, нестерпимо щекотавшую меня, он сказал:
IX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Эпӗ мӗн калас тенине пурне те каласа пӗтерсен, паттӑрлӑха ҫухатса, алӑк патнелле ҫавӑрӑнсассӑн, вӑл мана кӑшкӑрчӗ:Когда я сказал всё, что хотел, и, потеряв храбрость, обернулся к двери, она крикнула мне:
VIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
— Ҫӗҫӗсене тасатса пӗтерсен, акӑ ҫакна ӳкер! — терӗ.
IV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Кӗлтуса пӗтерсен, карчӑк мана вӑрататчӗ:
IV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Халӗ, пӗтӗмпех туса пӗтерсен, пӗтӗп-ши… айӑплӑ ҫын пулса пӗтӗп-и?..
39 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Ӑна вуласа пӗтерсен, вӑл сӗтеле чышкӑпа ҫапса илсе: — Килӗшместӗп! — тесе хучӗ.Прочитав до конца, он стукнул кулаком по столу и сказал: — Я не согласен.
31 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Асне килнӗ пур кӗлӗсене те каласа пӗтерсен, Вавжонпа Марыся та хӑйсен вырӑнӗсене кӗрсе выртрӗҫ, ҫывӑрса кайрӗҫ.
I // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.
Хӑйӗн пур пек вӑййисене кӑтартса пӗтерсен, вӑл каллех хӑй аллисене чуптуса ҫынсен еннелле сӗлтрӗ те, йывӑррӑн сывласа, мучи патне пырса, шарманкӑна ҫавӑрма тытӑнчӗ.
III // Григорий Алентей. Куприн А.И. Шурӑ йыта: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 46 с.
Вӑрахчен калаҫнӑ Уча хӑйӗн сӑмахне пӗтерсен, Малиша: — Апла пулсан, вӑрҫӑ пӗтсен мӗн пуласси ҫинчен шухӑшла, — терӗ.
29 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Пӑра вакласа пӗтерсен, партизансем паром ҫине кӗчӗҫ, унти пӑра касса тӗпретсен, татах темиҫе ҫынна чӗнсе илчӗҫ.
23 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Эпӗ каласа пӗтерсен калӑн эсӗ!..
21 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Граб хӑй ӗҫне туса пӗтерсен, кирек мӗнле пулсан та, пограничниксен аллине хӑвӑртрах ҫаклантӑр тесе, Кларк мӗн кирлине тахҫанах шутласа хунӑ.
4 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.