Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пайне (тĕпĕ: пай) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ворошилов, паҫӑр чакса пынӑ отрядсенчен пӗр пайне те пулин организацилесе калла тавӑрас тенипе, Ворожба станцийӗнчех юлчӗ.

Ворошилов остался в Ворожбе, чтобы вернуть и организовать хотя бы часть отступивших давеча отрядов.

3 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Вӗсем ҫапла шутланӑ: эпӗ, хамӑн ӑс-хакӑл паллисем пуррипе тата ҫак чӗрчунсен кӑлтӑкӗсене аван пӗлнипе, вӗсем мана эпӗ ехусене ҫак ҫӗршывӑн вӑрманлӑ пайне илӗртсе кайма, вара каҫхи вӑхӑтсенче ехусен ушкӑнӗсемпе гуигнгнмсем ҫине тапӑнма, вӗсен килӗсенчи чӗрчунсене туртса илме пултаратӑп тесе шутланӑ.

Они опасались, что, обладая некоторыми зачатками разума и прирожденной порочностью этих животных, я вполне способен сманить еху в лесистую горную часть страны и стаями приводить их ночью для нападения на домашний скот гуигнгнмов.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Хӑйсен пурлӑхӗн пысӑк пайне пӗтернӗ хыҫҫӑн, вӗсем укҫашӑн ҫунса хисеп тӗлӗшӗнчен хӑйсенчен каярах тӑракан, илемлӗх енчен те, сывлӑх тӗлӗшӗнчен те уйрӑлса тӑман хӗрарӑмсене качча илеҫҫӗ, вӗсене вара мӗн виличченех кураймасӑр пурӑнаҫҫӗ.

Промотав большую часть своего состояния, они женятся ради денег на женщинах низкого происхождения, не отличающихся ни красотой, ни здоровьем, которых они ненавидят и презирают.

Улттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Тӳрех ҫакна калас пулать: ҫынсенчен сахалтарахӑш пайӗ пур енчен те ыр курса пурӑнтӑр тесе, халӑхӑн ытларахӑш пайне йӳнӗ хакпах йывӑр ӗҫлеме, пурлӑ-ҫуклӑ пурнӑҫпа пурӑнма тивет.

Можно прямо сказать, что огромное большинство нашего народа принуждено влачить жалкое существование и надрываться над тяжелой работой, получая самую ничтожную плату, только для того, чтобы меньшинство могло жить в изобилии.

Улттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Ҫав укҫаран вӗсем тӑватӑ пайӗнчен виҫӗ пайне хӑйсем валли илсе тӑраҫҫӗ, ҫак тупӑшпа вара вӗсем тӑранса пурӑнаҫҫӗ.

Три четверти этой платы они удерживают в свою пользу и на этот доход живут.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

— Атте, енчен те эсӗ ҫур ӗне туянатӑн пулсан, унӑн хӑш пайне суйласа илетӗн — мӗкӗрекен малти пайне-и е хӳрипе ҫапакан хыҫалти пайне?

— Папа, если ты купишь полкоровы, какую часть ты выберешь — переднюю, чтобы она мычала, или заднюю, чтобы била хвостом?

Вырсарникун, июнӗн вун виҫҫӗмӗшӗнче, Эмиль виҫӗ хутчен Линӑн кайри шӑлне туртса кӑларма хӑтланчӗ, кайран хӑйӗн йӑмӑкне кӑвак сӑрӑпа сӑрласа илемлетрӗ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Ҫак королевство пӗр пайне йышӑнакан материк, хам шухӑшланӑ тӑрӑх, Калифорнинчен хӗвеланӑҫ еннелле тӑсӑлса каякан, Америка тӗпчесе йӗрленӗ облаҫсенчен хӗвелтухӑҫ енче выртать.

Континент, часть которого занимает это королевство, лежит, как я имею основание думать, к востоку от тех исследованных областей Америки, которые тянутся к западу от Калифорнии.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Мана самантрах пӳлӗмӗн пысӑк пайне йышӑнса тӑракан рама тӗлӗнтерчӗ.

Меня сразу же поразила огромная рама, занимавшая большую часть комнаты.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Кунта тӑнӑ вӑхӑтра ҫул ҫинче тухнӑ тӑкаксен пӗр пайне те пулин саплас тесе, капитан пӗр шлюпка сутӑн илчӗ те, ун ҫине лайӑх сутӑнма пултаракан тӗрлӗ таварсем тиесе, ӑна ҫывӑхри утравсем ҫине ячӗ, шлюпка ертсе пыма мана хушрӗ.

Желая хотя бы отчасти возместить расходы по этой стоянке, капитан купил шлюп, нагрузил его различными ходкими товарами и отправил под моей командой на соседние острова.

Пӗрремӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Тонкинра капитан ытларах вӑхӑт чарӑнса тӑма шутларӗ, мӗншӗн тесен вӑл сутӑн илме ӗмӗтленнӗ таварсен пӗр пайне темиҫе уйӑхсӑр хатӗрлесе карап ҫине ҫитерме май пулман.

В Тонкине капитан решил простоять подольше, так как нужные ему товары не могли быть приготовлены и сданы на судно раньше нескольких месяцев.

Пӗрремӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

«Эпӗ студент чухнех ҫырма пуҫланӑ. Ку юмахсен пуххин пӗрремӗш пайне эпӗ 2016-мӗш ҫулта ҫырнӑ, пӗлтӗр иккӗмӗш пайне ҫырса пӗтернӗ. Малтан ҫырнисем пурте вырӑсла, чӑвашла ҫырни пӗрремӗш хут», — пӗлтерчӗ вӑл ҫак йӗркесен авторне.

«Я начала писать, будучи студентом. Первую часть этого сборника сказок я написала в 2016-м, в прошлом году закончила вторую часть. Все, что было написано ранее, было на русском языке, на чувашском — впервые», — сообщила она автору этих строк.

Китайра пурӑнакан хӗр чӑвашла юмахсем ҫырать // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/30453.html

Эпӗ хамӑн телейсӗр ҫӳревсен историн иккӗмӗш пайне ҫакӑнпа пӗтеретӗн.

Этим я оканчиваю вторую часть истории моих злосчастных путешествий.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Чӑнлӑха чӗререн юратни ҫеҫ ман историн ҫак пайне пӗлтермесӗр пытарса хӑварма кансӗрлет.

Только пламенная любовь к истине помешала мне утаить эту часть моей истории.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Нумай ҫӳресе пиҫнӗ чи ватӑ моряксем те эпир тӗнчен хӑш пайне кайса лекнине пӗлме пултараймарӗҫ.

Самые старые и опытные моряки не могли сказать, в какой части света мы находимся.

Пӗрремӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Хамӑн ытти пурлӑхӑма — пӗр пайне укҫа халлӗн, тепӗр пайне тавар халлӗн — хампа пӗрле илсе кайрӑм: пурлӑхӑма ӳстерме шутларӑм.

Остальное свое имущество, частью в деньгах, частью в товарах, я увез с собой в надежде увеличить свое состояние.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Вӗренсем, чӑкӑрсем тытнӑ виҫӗ пин ҫын пулӑшнипе эпӗ шлюпкӑна ӳпӗнтерсе вырттартӑм та шыв айӗнчи пайне пӑхрӑм.

С помощью двух тысяч человек, снабженных канатами и воротами, я перевернул шлюпку и осмотрел ее подводную часть.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Эпӗ Олд-Джурире пӗр пӗчӗкрех ҫуртӑн пӗр пайне хваттер илтӗм те, тусӑмсем канаш панипе Ньюгет урамӗнчи чӑлхаҫӑн мистер Эдмонд Бертонӑн иккӗмӗш хӗрне, мисс Мери Бертона, качча илтӗм, хӗрӗшӗн мана тӑватҫӗр кӗренке хулӑм укҫи пачӗҫ.

Я снял часть небольшого дома на Олд-Джури и, по совету друзей, женился на мисс Мери Бертон, второй дочери мистера Эдмонда Бертона, чулочника с Ньюгет-стрит, за которой взял четыреста фунтов приданого.

Пӗрремӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Эсир патшалӑх бюджечӗн тупӑш пайне тултарас енӗпе ырми-канми тӑрӑшса ӗҫлетӗр.

Вы выполняете кропотливую напряженную работу по пополнению доходной части государственного бюджета.

Налук службин ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани (2019) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2019/11/20/glava-chu ... tnika-nalo

Сылтӑм флангра тӑракан ытлашши войскӑсене Кутузов пурне те сулахай фланга куҫарнӑ, хӑйӗн резервӗн войскисене тата центрӑн пӗр пайне, флешсене ҫӑмӑллатас тесе хӑйӗн сылтӑм флангӗнче кӗтсе маневр туса илнӗ те, ҫавӑн хыҫҫӑн ӗҫсем мӗнле пуласса кӗтсе тӑнӑ.

Кутузов перевел к левому флангу все свободные силы правого фланга, бросил войска своего резерва и часть сил центра, пошел на короткий маневр на своем правом фланге, чтобы облегчить положение на флешах, и ждал результатов этих мероприятий.

III сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.

Флешсем патнелле Барклай центрти войскӑсен пӗр пайне куҫарнӑ.

Барклай передвинул к флешам часть войск центра.

III сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней