Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ответ сăмах пирĕн базăра пур.
ответ (тĕпĕ: ответ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫакӑ: «пӗри пуриншӗн те, пурте пӗриншӗн» тени пулать те ӗнтӗ, — Сяо Ван вӗрентнӗ сӑмахсемпе ответ панӑ Го Цюань-хай.

Это и значит «один за всех и все за одного», — отвечал им Го Цюань-хай словами, которым научил его Сяо Ван.

X // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Кун хыҫҫӑн вӑл пӗр-ик самант хушши Фомаран ответ кӗтсе тӑнӑ, анчах лешӗ нимӗн те чӗнмен.

Он подождал секунды две ответа от Фомы, но тот ничего не сказал.

IV // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Кашни сӑмах ҫинех ответ тупать.

На всякое слово ответ находишь.

III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Фома хӗрарӑм енне чӗмсӗррӗн пуҫ тайса илнӗ, вӑл Маякин мӗнле ответ туяннине те, ашшӗ хӑйне мӗн каланине те итлемен.

Фома молча поклонился ей, не слушая ни ее ответа Маякину, ни того, что говорил ему отец.

III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Хӑв ҫылӑха кӗтӗн, хӑвах ответ тыт…

Ты в грехе, ты и в ответе…

III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

— Хӑвшӑн ху ответ тытни аван-ха вӑл.

— А что ты сам за себя отвечаешь — это хорошо.

III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Ун пичӗ тӑрӑх — вӑл епле те пулсан ашшӗнчен хӑйӗн шухӑшне ҫирӗплетекен ответ илесшӗн пулни палӑрнӑ.

И по лицу его было видно, что он очень хотел бы услышать утвердительный ответ.

II // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Пӗррехине Игнат хӑйӗн арӑмӗнчен пӑртак туллирех ответ илме пултарнӑ:

Однажды Игнат добился от нее более многосложного ответа.

I // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Пӗрле кайӑр, телейлӗ ҫул пултӑр! — кулса ответ пачӗ Сяо Сян.

Вот и поезжайте вместе, счастливого пути! — со смехом отозвался Сяо Сян.

VIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

— Ҫынсем мӗн тума хушаҫҫӗ, ҫавна тӑватӑп, — тӗтӗмне ункӑн-ункӑн кӑларса, ответ пачӗ Хань Лао-лю.

— Что люди скажут, то и буду делать, — выпустив дым колечком, ответил Хань Лао-лю.

VIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

«Памастӑп, урӑх нимӗн те мар», — тесе ответ патӑн эсӗ.

Ты ответил: «Не отдам и все».

VIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Ҫумкурӑк хупласа лартрӗ, шыв ҫаплах йӑрансен хушшинче тӑрать… — пӑтраштарса ответ пачӗ Тянь.

Сорняк задавил, а меж грядками все вода стоит… — рассеянно ответил Тянь.

VIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Ответ паракан пулман.

В ответ — молчание.

VIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Господин ӑна хирӗҫ: «Тархасшӑн, мӗнле пулӑшма пултаратӑп — пулӑшӑп» тесе ответ панӑ тет.

А господин в ответ: «Сделайте одолжение, чем могу — помогу».

VIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

— Ҫук, — маузерне пиҫиххи хушшине пытарса, ответ пачӗ бригада начальникӗ.

— Нет, — отозвался начальник бригады, пряча маузер за пояс.

VII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Вӑл чӗнни ҫине никам та ответ памарӗ.

Никто не ответил на его приглашение.

VII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Вӑл вара чӗлхине аран ҫавӑркаласа ҫапла ответ пачӗ:

И он ответил почти заискивающе:

VII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Пӑшалпа ҫеҫ пеме пӗлетӗп, — шӑнӑрлӑ вӑйлӑ аллипе маузера илсе, ответ пачӗ Чжао Юй-линь.

Из ружья только стрелять умею, — ответил Чжао Юй-линь, беря оружие жилистой рукой.

VI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

— Начар! — пурте пӗр сасӑпа ответ пачӗҫ.

— Плохой! — отвечали все в один голос.

VI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

— Ним ҫинчен те каласа памалли ҫук, начальник, — Ли Чжэнь-цзян ҫине хӑравҫӑллӑн пӑхса, ответ пачӗ старик.

— Да не о чем рассказывать, начальник, — кинув пугливый взгляд на Ли Чжэнь-цзяна, ответил старик.

VI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней