Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ӗҫлетӗн, ӗҫлетӗн те пӗрмай шухӑшлатӑн: аван, тӗрӗс, анчах пурнӑҫ сана хӑваласа иртет, вара эсӗ сасартӑк куратӑн: кирлине мар тунӑ, кирлӗ пек туман, тата ытларах тума, лайӑхрах тума пулать!
2. Хӑвӑртлӑх // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Эсӗ малтан пӗр кунлӑха каятӑн, пӑхса ҫаврӑнсан, унта мӗн чухлӗ пурӑнма май пуррине хӑвах куратӑн.Ты съездишь сперва на денек, посмотришь сама, увидишь, какая отсрочка возможна.
5. Килте // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
— Эсӗ ырхан лашана куратӑн, анчах эпир хӗрӗх виҫҫӗмӗш ҫулта ҫӑкӑра, ачасенчен туртса илсе, хамӑр ирӗкпех боецсене, ҫара, сана валли панине эсӗ, председатель, курман?!
3. Вӗрен-кантра // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Эсӗ тӑшмана куратӑн пулсан, ӑна хӑваламалла, судпа айӑпламалла.
2. Ирхине // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Анчах кӳршӗ пур ыйтусем ҫине те: — Пурте сывӑ, ҫитетӗн — хӑвах куратӑн… — тесе ҫеҫ тавӑрчӗ.Но сосед твердил одно: — Живы-здоровы, приедешь — сам увидишь…
1. Виҫҫӗн // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
— Ну, витӗрех куратӑн пулсан, сан ҫакна та пӗлмелле: эпӗ иртенпе нимӗн те ҫимен, хырӑм пуш-пушах манӑн, — чӑтӑмсӑррӑн пӳлчӗ ӑна Леон.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.
Эсӗ хӑвах куратӑн — эпӗр тӑшман станӗнче пурӑнатпӑр.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.
— Хӑвах куратӑн, Людвиҫ, пирӗн ывӑлсама вӗрентсе тӑкакланӑ тӗпсӗр укҫа ахалех сая кайрӗ.— Как видишь, Людвись, уйма денег, потраченных на воспитание нашего шурина, пропала даром.
Пӗрремӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.
Каялла пӑхатӑн — карап мачтисем ҫуннӑ вӑрман тӑрри пек курӑнса лараҫҫӗ; ҫӳлелле пӑхатӑн — тӗтӗм-сӗрӗмпе тулнӑ тӳпене тата урама яланах тӗттӗмлесе тӑракан чугун ҫула куратӑн.
VI // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Тата пирӗнпе, хӑвах куратӑн, хӗрача пур…
VI // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Мӗншӗн тесен, куратӑн вӗт…
VI // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Куратӑн, мӗн пысӑкӑш!..
Хӑйне евӗрлӗ перепиҫ // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
— Вӑрмана… куратӑн унта, — терӗ Васька ытарлӑн.
Астрономсем // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Хӑвах куратӑн, хушнӑ та — ӗҫлетӗп.
Тумлам // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Полозов питне ҫӳхе пурҫӑн тутӑрпа шӑлчӗ те: «Хӗрхенсем, ан калаттар-ха ӗнтӗ тепӗр сӑмах. Куратӑн вӗт, епле йывӑр мана ӑна каласси», тенӗ пек йывӑррӑн сывласа илчӗ.
XXXIII // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
— Эпӗ пачах каток ҫинче пулман, куратӑн вӗт, манӑн коньки ҫук.— Я вовсе не была на катке, ты же видишь, что коньков у меня нет.
XV // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.
Пӗр-ик минут каласан, хӑвах куратӑн, йӗкехӳресемпе ҫӗленсем, эрешменсемпе ытти мӗнпур чӗрчунсем тунсӑхласа ҫитнипе кӗшӗлтетсе тухаҫҫӗ.Поиграешь минуты две — сам увидишь, как все крысы, змеи, пауки и другие твари соскучатся и вылезут.
Вӑтӑр саккӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Хӑш-пӗр чух куратӑн — пӑрахут тӑвалла пашкаса хӑпарать, хӑй аякра-ха, леш енчи ҫыран ҫумӗнчех, ҫапах та вӑл мӗнле урапаллӑ пӑрахут иккенне уйӑрса илме пулать: хӳринче-и унӑн урапи е аяккинче; ҫакӑн хыҫҫӑн тата тепӗр сехет хушши нимӗн илтӗнмест, нимӗн курӑнмасть; чӑн-чӑн пушхирти пекех.
Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Юханшыв ҫийӗн инҫете пӑхсан, чи малтанах хура тӑрӑх куратӑн — ку вӑл леш е чи вӑрман, халлӗхе куҫ урӑх нимӗн те палӑртаймасть-ха, унтан пӗлӗт хӗрри ҫуталать, ҫутӑ тӑрӑхӗ сарӑлнӑҫемӗн сарӑлса пырать, халь акӑ юханшыв та, — ун тӑрӑх инҫете пӑхсан, — хура мар, сӑрӑрах тӗслӗн курӑнать; аякра-аякра пӗчӗк хура пӑнчӑсем шӑваҫҫӗ — кусем шаландӑсемпе пӗчӗк кимӗсем, хура вӑрӑм тӑрӑхсем — сулӑсем; хӑш-пӗр чухне кӗсменсем чӗриклетни, ҫынсем кӑшт сӑмахлани илтӗнет — питӗ шӑп чухне сасӑ шыв ҫийӗн аякка каять; майӗпен-майӗпен шыв ҫийӗ кӑтраланни те курӑнакан пулать, ҫакӑн тӑрӑх ку тӗлте шыв юххи вӑйлине, вӑл тунката ҫине ҫапӑннине пӗлетӗн, — шыв ҫийӗ ҫавӑнпа кӑтраланать; унтан юханшыв ҫийӗн тӗтре йӑсӑрланма тытӑнать; хӗвелтухӑҫӗнче пӗлӗт хӗрелет, юханшыва та хӗрлӗ тӗс ҫапать, леш ҫыранра мӗн пурри те йӑлтах курӑнать ӗнтӗ — авӑ, вӑрман хӗрринче пӗчӗк йывӑҫ ҫурт ларать, йывӑҫ складне хураллакан пурӑнать пулас унта, ҫуртне алапаш тукаланӑ, пӗренесем хушшинчи шӑтӑксенчен кушак та кӗме пултарать; кӗҫех лӑпкӑ ҫил тухать, вӑл пит-куҫа уҫӑлтарса вӗрет, вӑрман шӑршипе чечек шӑрши илсе килет, хӑш-пӗр чух япӑх шӑршӑ та килкелет, мӗншӗн тесен ҫыран хӗрринче ҫӗрӗк пулӑ купи выртать, унтан усал шӑршӑ сарӑлать; кӗҫех ҫутӑ кун пуҫланать, тавралӑх йӑлтӑр кулӑпа ҫиҫет тейӗн — хӗвел тухрӗ, кайӑксем юрласа ячӗҫ.
Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Куратӑн, ҫӑва ҫинчен ваттисене, ачасене асӑнса таврӑнатпӑр.
I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.