Поиск
Шырав ĕçĕ:
Амӑшне пӗр-пӗр ӗҫ хушсан, кашнинчех ӑна ҫав ӗҫе хӑвӑрт та лайӑх тӑвас кӑмӑл хыттӑн ҫавӑрса илет, вара вӑл хӑйӗн ӗҫӗсӗр пуҫне урӑх нимӗн ҫинчен те шухӑшлама пултараймасть.
IX // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Кашнинчех, ҫын пурнӑҫпа ҫырлахманнине, пурнӑҫ хӑйне пыра-пыра ҫапнине хирӗҫ тӑрса, хӑйӗн ӑсӗнче хӑнӑхса ҫитнӗ ыйтусем пирки пикенсех ответ шыра-шыра кӑмӑлсӑрланса юлнине асӑрхасан, амӑшӗн чӗри савӑнӑҫпа тулчӗ.
VIII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Хӑш чухне Сашенька килет, вӑл нихҫан та нумай лармасть, яланах пӗр кулмасӑр, ӗҫлӗн калаҫать, тухса кайнӑ чух кашнинчех амӑшӗнчен: — Павел Михайлович мӗнле — сывӑ-и? — тесе ыйтать.
VII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Унӑн ывӑлӗ тӗрмере ларать, амӑшӗ ӑна йывӑр айӑппа айӑплассине пӗлет, анчах та вӑл кун ҫинчен шухӑшланӑ чух кашнинчех, хӑй асӑрхамаслах, ун асне Андрей, Федя тата ытти нумай-нумай ҫын сӑмахӗсем килеҫҫӗ.
VII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Амӑшӗ ҫак йӗкӗтсем виҫҫӗшӗ те тӑрана пӗлмен выҫӑ чунсем пек итленине, Рыбин калаҫнӑ чух кашнинчех вӗсем ӑна питӗнчен сыхласа тӑракан куҫпа пӑхнине асӑрхарӗ.
VI // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Хӑйӗнпе сывпуллашнӑ чух унӑн шурӑ аллисем чӗтренине, сасси тытӑннине, пӑлханнипе куҫӗсем тӗксӗмленнине аса илчӗ, йывӑр шухӑшсемпе асапланнӑ каҫсене, аманнисен транспорчӗсене ӑсатнӑ чух кашнинчех хӑранине, юнран, асапран, вилӗмрен хӑранисене аса илчӗ.
X // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Ялта виҫҫӗр пӳрт пулнӑ нимӗҫсем хуҫисене юр ҫине хӑваласа кӑларнӑ пӳртсемсӗр пуҫне, вӗсенче кашнинчех ҫынсем асапланнӑ, кӗтнӗ, макӑрнӑ; вӗсен хӑйсене иксӗлми шанчӑкпа «пирӗннисем килеҫҫех» текен, вӑй паракан хӑватлӑ сӑмахсемпе лӑплантарнӑ.
VI // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Унтан мӑшкӑллани, ӑна вараланчӑк кипке туса хуни сахал, ҫителӗксӗр пулнӑ пек, унӑн халӗ тата кунсене шутлама тивет те — кашнинчех шӑп ҫавӑн пек пулса тухать.
IV // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
— Нимӗҫсем ҫӗнтереҫҫӗ, — тесе ӗнентерме тӑрӑшрӗ вӑл хӑйне хӑй, анчах, пурӗпӗрех ҫак ялта пурӑнмалла пулнӑ пирки, ӑна ку та лӑплантармарӗ, мӗншӗн тесен ку ялти виҫҫӗр килтен кашнинчех ӑна пӗтӗм чунтан курайман, кашни пӳртрех ӑна вӗлерекен ҫын пытанса пурӑнма пултарнӑ, майлӑ самантра вӑл ҫын ӑна пырса ҫапмашкӑн иккӗленсе тӑрас ҫук.
III // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Гарнизон унка татса тухма кашни кунах хӑтлана-хӑтлана пӑхать, анчах кашнинчех унӑн ӗҫӗсем ӑнӑҫсӑр пулаҫҫӗ.
2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Российӑна ют ҫӗршыв ҫаратуҫисем темиҫе хут тапӑнса пӑхрӗҫ, анчах кашнинчех эпир вӗсене пуҫран пара-пара кӑларса сирпӗтрӗмӗр.Много раз нападали на Россию иностранные грабители и каждый раз получали по шапке.
3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Валентина хӑйӗн ирӗкӗпе вӗренекене курчӗ, ӑна шута илчӗ, анчах вӑл ӑна калаҫӑва хутшӑнтарма тӑрӑшсан, Петр кашнинчех сиввӗн пӑхма пуҫларӗ, кӑмӑлсӑрланчӗ.
2. Ҫӗнӗ ҫӗрте // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Алексей Петра хальчченхи пекех клуб ӗҫне хутшӑнтарма, ӑна ҫамрӑксен бригадин ӗҫӗпе хавхалантарма тӑрӑшрӗ, анчах Петр кашнинчех шӳтлесе ирттерсе ячӗ.
5. Ҫул-йӗр // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Ҫак ҫынна, унӑн шинелӗпе тата туртӑнса илекен пуҫне курнипе, вагонти савӑнӑҫлӑн шӑкӑлтатса калаҫакан ҫынсем нумай пулмасть пулса иртнӗ, анчах ӗнтӗ ҫав тери инҫене юлнӑ пак туйӑнакан, кашнинчех ӗмӗр манми йӗр хӑварнӑ, ҫапах та хӑйӗн чӑнлӑхне ҫухатнӑ вӑрҫа аса илчӗҫ.
11. «Путарман хум» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Темиҫе хут та саланма тӑчӗҫ вӗсем, анчах кашнинчех мӗнле те пулин ҫӗнӗ ыйту сиксе тухрӗ те, вӗсем каллех тытӑнса тӑчӗҫ, каллех калаҫрӗҫ, пӗр-пӗрне курманнипе кичемленсе ҫитнӗ ҫынсем пек, калаҫса тӑранаймарӗҫ.
7. Пинтен те хаклӑрах // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Полстоваловскинчи кивӗ пӳрт патӗнчен Сергей пӗчӗк ача чухнех темиҫе хут чупса иртсе кайнӑ, ҫав Уржум ҫыннисем пек мар тӗлӗнмелле ҫынсем мӗнле пурӑннине пӗлес тесе, вӑл кашнинчех чӳречерен пӑхма тӑрӑшнӑ.
Вӑтӑр иккӗмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.
Студентсем патне юлташӗсем, хӑть медиксем, юристсем е историксем пырсан, кашнинчех Сергей хаҫата илнӗ те двигате ле епле туни ҫинчен каласа пама тытӑннӑ.
Ҫирӗм ҫиччӗмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.
Ҫав кунтан пуҫласа Сергей училищӗрен таврӑннӑ чухне кашнинчех хӑйпе пӗрле двигателӗн пӗр-пӗр пайне илсе пынӑ.
Ҫирӗм ҫиччӗмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.
Серёжа приюта таврӑнсан, кашнинчех Зина ӑна санӑн асаннӳ паян та килчӗ тесе каласа кӑтартнӑ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.
Ҫав вӑхӑтра Дзебек, кӑмӑла тавӑрса яракан шӑршӑран ниепле тасалса ҫитейменскер, — ӗнтӗ вӑл унтанпа виҫӗ хутчен те мунча кӗрсе пӑхнӑ, анчах Врона ӑна кашнинчех каллех мунчана хӑвала-хӑвала янӑ, — темиҫе жандармсемпе пӗрле паровоз патне Воробейкӑна ертсе пычӗ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.