Поиск
Шырав ĕçĕ:
Пӗччен юлсан, ҫынсем садра, картишӗнче, пур ҫӗрте те праҫникри пек шавланине итленӗ.И, оставаясь один, прислушивался, как празднично шумят люди на дворе, в саду, везде.
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Каҫхине вара, кантурта ларнӑ чух, вӑл картишӗнче, чӳрече умӗнче Тихон сассине илтрӗ:А вечером, сидя в конторе, он услыхал на дворе под окном голос Тихона:
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Вӑл хӑранипе ӑнран кайса ӳкесси патне ҫитни те пулнӑ: пӗррехинче, ирпе, вӑл фабрика картишӗнче ӳлени, кӑшкӑрни илтӗннипе вӑранса кайрӗ; пуҫне минтер ҫинчен ҫӗклерӗ те, складӑн шап-шура, яка стени тӑрӑх мӗлкесен чарусӑр ушкӑнӗ чупса пынине курчӗ: вӗсем сиккеленӗ, аллисемпе сулкаланӑ, пӗтӗм склад ҫуртне ҫӗр тӑрӑх шутарса пынӑ пек туйӑннӑ.
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Пӗр енчен ирӗлнӗ уйӑх чӳрече витӗр ҫуттӑн пӑхса тӑнӑ, чӳрече карри хуллен хускалнӑ; картишӗнче Кучум ӳлесе ячӗ, вара, ӑна ответ панӑ пек, аслӑ Артамонов, аллисемпе сарлакан сулса сӑхсӑхнӑ май, килӗшӳсӗр хыттӑн: — Пурӑнасса та ҫӑмӑл пурӑнчӗ, вилессе те ҫӑмӑл вилчӗ… — терӗ.
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Юрӗ йывӑррӑн, тӳррӗн, лапка-лапка ҫӑвать, вӑл чӳречесене шурӑ чаршавсемпе картласа лартрӗ, картишӗнче нимӗн те курӑнмасть.
III сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Артамонов унӑн чӗркуҫҫи тӗлӗнчен ҫыхса лартнӑ шурӑ ури ҫине йӑпӑрт пӑхса илчӗ, унтан хӗр ҫывӑхнех пырса тӑрса, шала кайнӑ сасӑпа: — Анчах эсӗ мӗншӗн-ха тул ҫутӑличченех картишӗнче чупса ҫӳретӗн? Мӗншӗн, э? — тесе ыйтрӗ.
II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
— Шӑп! — терӗ вӑл, куҫхаршисене хускаткаласа илнӗ май аякри сасса итлесе: таҫта, картишӗнче, хӗрарӑм хаяррӑн: — Пашка! Пашка-а… — тесе кӑшкӑрчӗ.
II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Яков, куҫӗсене мӑчлаттарса тата сӑмсипе мӑшлатса, нимӗн чӗнмесӗр чӑмласа ларчӗ; тепӗр темиҫе кунтан ашшӗ Яков картишӗнче такама темӗн ҫинчен сӑмахӗсемпе чыхӑна-чыхӑнах каласа кӑтартнине илтрӗ:
II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Картишӗнче унпа пир-авӑр тӗртекен ватӑ рабочисем — пӗр вӑтӑр ҫын — сывпуллашрӗҫ.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Ашшӗ выртакан тата Никитӑпа ватӑ хӗрарӑм-манах пӗр-пӗринпе ылмашса, хурлӑхлӑ сасӑпа псалтырь вуласа ларакан пӳлӗме пырса кӗрсен, вӑл ытлашши тата вырӑнсӑр хытӑ калаҫрӗ; Петр ашшӗн пичӗ ҫине вӑл темӗн каласса кӗтнӗ пек пӑхрӗ, васкаса сӑхсӑхрӗ, вара пӗр-икӗ минут тӑнӑ хыҫҫӑн шӑппӑн тухса кайрӗ, унтан унӑн патвар кӗлетки садра, картишӗнче мӗкӗлтетни курӑнчӗ, вӑл темскер шыраса ҫӳренӗ пек туйӑнчӗ.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Картишӗнче пысӑк хура лаша ҫине утланнӑ Тихон, ӑна ниепле те тытса чараймасӑр, каллӗ-маллӗ ыткӑнса ҫӳрет, — лаша хапхаран тухасшӑн мар, пуҫне хаяррӑн ҫӳлелле ывӑтса сиккелет, пӗр вырӑнта тапӑртатать, ҫынсене чӑлпар салатса ярать, — ӑна куҫа йӑмӑхтаракан хӗвел ҫути хӑратрӗ пулмалла; акӑ, юлашкинчен, вӑл, хапхаран сиксе тухса, малалла ыткӑнчӗ, анчах, темӗн пысӑкӑш хӗрлӗ хуран тӗлне ҫитсен, сасартӑк аяккалла тапса сиксе, Тихона ӳкерсе хӑварчӗ те тулхӑрса, хурине пӑлтӑртаттарса, каялла картишне таврӑнчӗ.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Кайран унӑн куҫӗсем малтанхинчен те ҫивӗчрех куракан пулчӗҫ, вара вӑл ашшӗн тӑвӑр пӳлӗмӗпе картишӗнче ҫынсем мӗн тунине тинкерсе пӑхса тӑчӗ.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Ҫав кунтан пуҫласа ҫынсене култарас тесе, Алексей кашни праҫникрех, упана эрех ӗҫтерме тытӑннӑ, вара тискер кайӑк ӗҫме вӗренсе кайнӑ, эрех шӑрши кӗрекен кашни рабочи хыҫҫӑн хӑвалама пуҫланӑ, Алексей картишӗнче пынине курсанах, ун патне ыткӑннӑ.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Йытӑ пекех алла вӗренсе ҫитнӗ ачаш упа ҫури картишӗнче вунвиҫӗ уйӑх чупса ҫӳренӗ, кухньӑна кӗрсен, кайри урисем ҫине тӑрса, хуллен мӗкӗрсе, кулӑшла куҫӗсене мӑчлаттарса, ҫӑкӑр ыйтнӑ.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Картишӗнче Петр ыйхӑллӑ сассипе ҫилленсе мӑкӑртатать, ӑна хирӗҫ Тихон Вялов кахаллӑн ответлет, чӳрече умӗнче, рамка ӑшне кӗртсе лартнӑ пек, Наталья сӑх-сӑхса тӑрать.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Картишӗнче вӗсен пӗр ҫирӗм пичке тикӗт пур.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Алексей кӑшкӑрни, нумай пулмасть картишӗнче аякри кӗтессе сӑнчӑрласа лартнӑ упа сури мӗкӗрни, хӗрарӑмсем шакӑлтаттарса сӳс тыллани илтӗнет.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Садра, картишӗнче, урамра ҫынсем ахӑлтатаҫҫӗ, кулаҫҫӗ, анчах пӑчӑ пӳлӗмре шӑплансах пырать.В саду, но дворе, на улице хохотали, кричали, а в душной комнате становилось всё тише.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Ҫак ҫын ӑна хӑрушлӑх кӑтартма пултарнине туйса, вӑл хӑвӑрт ҫӳле, хӗрӗ патне кайрӗ, анчах та унта Наталья курӑнмарӗ, вӑл чӳречерен пӑхрӗ те хӗрӗ картишӗнче, хапха патӗнче, Петрпа юнашар тӑнине курчӗ.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Кервен те хитре арӑмӗ: — Митрич, картишӗнче мӗнле маттурсем пулчӗҫ унта? — тесе ыйтрӗ.Дородная, красивая жена спросила: — Какие это молодцы на дворе стояли, Митрич?