Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

йывӑҫ сăмах пирĕн базăра пур.
йывӑҫ (тĕпĕ: йывӑҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кашниех пан улми ҫитӗнтерсе, ҫӗнӗ йывӑҫ ӳстересшӗн.

Помоги переводом

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Тахҫанхи саманасене мар, историллӗ ӗмӗрсене илсе пӑхсан, ҫакӑ курӑнать: чӑваш ҫынни уя суха тума, тырӑ акма кайнӑ-и, улӑха утӑ ҫулма-и, вӑрмана йывӑҫ касма-и, вӑл, йывӑр ӗҫне ҫӑмӑллатас тесе, юрӑ юрланӑ; ӗҫ хыҫҫӑн, пушӑ вӑхӑтсенче, тӑванӗсемпе, юлташ-тусӗсемпе уявсенче, ӗҫкӗ-ҫикӗсенче пулнӑ-и, — ку чухне те хӑйӗн юратнӑ юррисене юрланӑ.

Помоги переводом

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

РСФСРти писательсен пӗрремӗш съездӗнче, 1958 ҫулта, Л. С. Соболев хӑйӗн докладӗнче, сарӑлса ларакан ҫӳллӗ йывӑҫ пек пӗтӗм Раҫҫей литературин ҫӗнӗ ешӗл турачӗсем ҫинчен каланӑ вырӑнта, пирӗн литературӑна та ҫав туратсенчен пӗринпе танлаштарса, унта «халӑх эпосӗпе вӑй илнӗ чечекленекен чӑваш литератури пур», тенӗччӗ.

Помоги переводом

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Васильев аса илнӗ тӑрӑх, Борис Полевой алҫырӑвне вуланӑ хыҫҫӑн икӗ асӑрхаттару ҫеҫ тунӑ («шмайссер» сӑмаха «автомат» сӑмахпа ылмаштармалла, «чӑрӑш тымарӗ» — «тӑпӑлнӑ йывӑҫ») та ӑна ҫийӗнчех номере яма алӑ пуснӑ.

. Васильев вспоминал, что Борис Полевой, прочитав рукопись, сделал всего два замечания (заменить «шмайссер» на «автомат» и «еловый корень» на «выворотень») и немедленно подписал её в номер.

Васильев, Борис Львович // Владимир Андреев. https://cv.wikipedia.org/w/index.php?tit ... ction=edit

Йывӑҫ каснӑ чухне автотранспортпа тата ытти хатӗрпе усӑ курсан уйрӑм ҫынсен штрафӗсем тата пысӑкрах пулӗҫ.

Помоги переводом

Уяв савӑнӑҫ ҫеҫилсе килтӗр // Владимир ГЛУХОВ. http://kanashen.ru/2023/12/22/%d1%83%d1% ... 82e%d1%80/

Ҫимӗк ҫитеспе масарсене кивӗ курӑкран, йывӑҫ тураттисенчен тасатасси те йӑлана кӗнӗ.

Помоги переводом

Пӗччен – пыл ҫиме, йышпа ӗҫ тума аван // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/12/22/%d0%bf%d3%9 ... %b0%d0%bd/

…Фермӑран инҫех те мар, сукмак хӗрринчи хуҫӑлса аннӑ йывӑҫ туратти ҫинче, Актай кӗнеке вуласа ларать.

Помоги переводом

9 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Йывӑҫ айӗнче ӳпле.

Помоги переводом

7 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Сад пахчинче тем тӗрлӗ йывӑҫ та ӳсет.

Помоги переводом

3 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Юлташсӑр ҫын вӑл тымарсӑр йывӑҫ, кирек мӗнле ҫил те йӑвантарма пултарать.

Помоги переводом

1 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Сана ҫырмара пӗччен йывӑҫ лартма хӑварнӑ.

Помоги переводом

1 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

— Мӗн чухлӗ йывӑҫ лартрӑмӑр.

Помоги переводом

1 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Ҫимун ҫенӗкрен йывӑҫ кӗреҫе илсе картишне тухрӗ.

Помоги переводом

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Йывӑҫ тӗмӗсем нумаййипе юрӗ те тарӑн ҫав кунта.

Помоги переводом

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Йывӑҫ та вилет иккен вӑрҫӑра, — терӗ Откан аппа ял тӗлӗнчен иртнӗ чух.

Помоги переводом

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Пирӗн килес, — терӗ Архип Григорьевич, ҫӗлӗкне хывса кукӑр йывӑҫ пӑтаран ҫакса.

Помоги переводом

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Салтакран 1917-мӗш ҫулта йывӑҫ урапа килне ҫитсен, ашшӗ-амӑшӗнчен юлнӑ хурт-хӑмӑрпа тӑрмашма пуҫланӑ.

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вӑрҫӑран чӗркуҫҫи таран сулахай урине ҫухатса таврӑннӑ, йывӑҫ урапа ҫӳрет.

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Йывӑҫ тӗмӗсем хыҫӗнче окопсем чавкаларӑмӑр.

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хӗветӗр тӑварнӑ урапа патне пычӗ, урапа ҫинчи йывӑҫ турачӗсене, тип ҫулҫӑсене шӑлса пӑрахрӗ.

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней