Поиск
Шырав ĕçĕ:
Васильев хӑвӑрт сиксе тӑчӗ те диван ҫине ҫаврӑнса пӑхрӗ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Вӑл диван ҫинче утиялпа чӗркенсе выртакан кӗлетке ҫине ҫаврӑнса пӑхрӗ.Он оглянулся на закутанную в одеяло фигуру, лежащую на диване.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Вӑл ирӗксӗрех алӑка хупрӗ, чӗрне вӗҫҫӗн утса каялла кабинета кайрӗ, диван ҫине выртса, пуҫӗ ҫийӗнченех утиялпа витӗнчӗ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
— Мӗн чухлӗ выртмалла-ха капла? — татӑклӑн каларӗ те вӑл, диван ҫинчен сиксе тӑрса, тӗкӗр патне пычӗ.— Сколько же можно лежать? — решительно сказал он, вскочил с дивана и подошел к зеркалу.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Синицкий хӑй диван ҫинче выртать.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Кайран, диван ҫине выртса, пуҫне минтер айне чикет.
Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.
Батманов Алексее ӑшшӑн кӗтсе илчӗ, диван ҫине лартрӗ, хӑй те унпа юнашар ларчӗ.Батманов встретил Алексея приветливо, усадил на диван и сел рядом с ним.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Мирон губерние, Мускава тата Петербурга кайӑк пек вӗҫсе ҫӳренӗ, киле таврӑнсан вара, Америкӑран кӳнӗ пушмакӑн сарлака кӗллисемпе хыттӑн таплаттарса, патша ҫумне сӗлӗх пек ҫыпҫӑнса ларнӑ ӳсӗр те аскӑн мужик ҫинчен хаяррӑн кулса каласа панӑ: — Ҫавӑн пек мужике — ӗненместӗп! — кутӑнлашса калаҫнӑ ҫурри суккӑр Ольга, кинӗпе юнашар диван ҫинче, унӑн икӗ ҫулхи ывӑлӗ Платон тӑрмашнӑ ҫӗрте ларса.
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Анчах алӑка уҫсан, ун умӗнче тӑрса, вӑл мӗн пулмалли пӗтӗмпех пулнине ҫавӑнтах ӑнланса илчӗ: тӑнӑҫ кӑмӑллӑ поручик, куҫхаршисене ҫирӗппӗн пӗтӗҫтерсе, пӳлӗм варринче китель тӳмисене вӗҫертсе ярса, аллисене кӗсйисене чиксе тӑнӑ, китель айӗнчен подтяжкисем курӑннӑ, вӗсенчен пӗри брюки тӳминчен вӗҫерӗнсе кайнӑ; Полина диван ҫинче, пӗр урине теприн ҫине хурса ларнӑ, хӑрах уринчи чӑлхи пӑра пек пӗтӗрӗнсе аннӑ, унӑн ҫивӗч куҫӗсем яланхи пек мар ҫаврака пулнӑ, пичӗ хӗп-хӗрлӗ пулса, юнпа тулса пынӑ.
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Ыйхӑ килессе кӗтсе, диван ҫинче пӗр-икӗ сехет кӑлӑхах выртнӑ хыҫҫӑн вӑл килхушшине тӑрса тухрӗ те, кухня чӳречи тӗлӗнчи сак ҫинче Тихонпа юнашар манах кӗлеткине курчӗ, — вӑл халь темле ҫӗмӗрӗлнӗ машина пек курӑннӑ.
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Яков диван ҫинче чӗлӗм туртса выртнӑ, вӑл хӑй пуринпе те тӑраннипе, тек нимӗн те тӑвас килмен туйӑмпа киленнӗ; ҫак туйӑма вӑл пурнӑҫра нимрен те хакла хунӑ, уншӑн пулсан, пӗтӗм пурнӑҫ тӗллевӗ ҫакӑнта пулнӑ.
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Темиҫе секунда хушши вӑл ҫак сӑн диван тӗлӗнчи тӗкӗр ҫинче курӑнакан хӑйӗн сӑнӗ пулнине ӗненмесӗр тӑчӗ, унтан хурлӑхлӑн кулса илчӗ те каллех питне, мӑйне, кӑкӑрне пӑрпа сӑтӑрма тытӑнчӗ.
III сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Вара ҫавӑнтах шлепкине урайне, диван айнелле ывӑтрӗ, вӑрӑммӑн анасласа илчӗ:
III сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Пашута урайӗнчен таптаса лапчӑтнӑ шлепкине илсе, арпашса кайнӑ пуҫӗ ҫине тӑхӑнчӗ, анчах диван тӗлӗнчи тӗкӗр ҫине пӑхсан: — Епле чаплӑ королева! — терӗ.
III сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Вӑл ҫавӑнтах лакея чӗнсе илчӗ, ӑна лимонад, коньяк, пӑр илсе килме хушрӗ; диван патне сиксе пырса, Пашутӑна хулпуҫҫинчен лӑпкаса илчӗ.
III сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Диван ҫинче, ҫӑварне карса, Наталья пекех куҫхаршисене ҫӳлелле ҫӗклесе, Пашута саркаланса выртать, вӑл кӑвак юн тымарӗсем палӑракан тата пулӑ хуппи пек чӗрнеллӗ шурӑ урине ҫӗрелле уснӑ.
III сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Йӗпе-сапа кун хӗрӗ диван ҫинче вуласа выртнӑ чухне ашшӗ, ун ҫумне пырса ларса, вӑл мӗн вулани ҫинчен ыйтрӗ.В ненастный день, когда она читала, лёжа на диване, отец, присев к ней, осведомился, что она читает?
II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Диван ҫине улпут пек сарӑлса ларса, вӑл: — Пирӗн ӗҫсем, салтаксем пынӑ пек, малалла пымалла, — терӗ.Барином развалясь на диване, он говорил: — Дела наши должны идти, как солдаты.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Беридзе пӳлӗмӗнчи диван ҫине вырттарчӗ те тытӑнчӗҫ вара Серафимӑпа пӗрле мана эмеллеме.Уложила на диван в комнате у Беридзе и принялась лечить вместе с Серафимой.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Грубский айккинчи диван ҫине кайса ларчӗ те сӗтел ҫинче выртакан хаҫата илсе пӑхкаларӗ.Грубский присел в сторонке на диван и развернул одну из лежавших на столике газет.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.