Поиск
Шырав ĕçĕ:
Надсмотрщикпа пакӑлтатса илчӗ, хӑпарса тухнӑ урисемпе аран-аран сӗнкӗлтетсе пыракан Сципио мучипе шӳт тума чарӑнса тӑчӗ; ҫӗклемӗ йывӑррипе вӑйран сулӑнса ҫитнӗ Хлоя инкене пӑртак хаваслантарма ун патне пычӗ…
III сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Кӗтмен ҫӗртен сиксе ларнӑ пулсан та, вӑл ҫапах ҫӗҫӗ туртса кӑларса пӗтӗм вӑйран йытта кӑкӑрӗнчен чикрӗ.
Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
— Ҫыран патне! — пӗтӗм вӑйран кӑшкӑрса ячӗ Дик Сэнд, ун сасси Уэлдон миссиса вӑратрӗ.— К берегу! — во весь голос крикнул Дик Сэнд, так что голос его разбудил миссис Уэлдон.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Хӑйӗн пысӑк питҫӑмартине сывлӑшпа тултарса, пӗтӗм вӑйран, пӗлӗтсене салатса яма пултарнӑ евӗр, тӳпенелле вӗрчӗ.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Бенедикт пичче, ӑна тытас тесе, аллине ҫӗклерӗ, пӗтӗм вӑйран пӳрнисене пӑчӑртарӗ, вара — хӑй сӑмси вӗҫне ярса тытрӗ…
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Чӑннипе каласан, тепӗр ҫын ун вырӑнӗнче, шӑнана вӗлерес е хуса ярас тесе, пӗтӗм вӑйран хӑйне ҫамкаран шатлаттарнӑ та пулӗччӗ ӗнтӗ.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Эрехҫӗ Алвиш аллине пӑтӗм вӑйран шаплаттарчӗ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Вӑйран кайнине туйса, Дик Сэнд темиҫе сехет канас тесе тӗв турӗ.Дик Сэнд решил дать себе несколько часов отдыха, чувствуя, что силы оставляют его.
Улттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Дик Сэнд шыракан, вӑл тупма ӗмӗтленекен юханшыв илсе ҫитерӗ-ши вӗсене океан ҫыранӗ хӗррине хӑрушлӑхсӑр тата питех вӑйран ямасӑр?
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Телее, ҫакӑн пек вӑйран яракан ӗҫ часах пӗтрӗ, пӗр мильӑран сарлака ҫул уҫӑлчӗ, чӑтлӑха чалӑшшӑн пырса, вӑл юханшыв патне ҫывхарчӗ, ун хӗррипе малалла тӑсӑлчӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Хӗр, килӗшмессӗн, турткалашрӗ, пӗтӗм вӑйран ушкӑн хушшинелле туртӑнчӗ, Виталий парӑнтарасса кура тӑркач вара ирӗксӗртереххӗн урай варне тухрӗ, ытла хӑюллӑнах мар пулин те, ташӑ ҫеммине кӳлӗнчӗ.
3 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Унӑн кӑкӑрне тем хытти пӗтӗм вӑйран пырса панлаттарать, тӑнӗ-пуҫӗ, хулӗ-ури пӗҫерсе каять, кӗлетки чӗтренсе илет.
3 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Вӑл ним сӑмах каламасӑр, хуллен-хуллен чакса пычӗ-пычӗ те, чӗри сасартӑках лӑштӑр пулнипе самантлӑха вӑйран ӳксе, чул пӳртрен картишне анса тӑчӗ.
2 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Чи чӑтӑмлисем те вӑйран кая пуҫларӗҫ.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Вӑл ҫӑлтӑрсене те, турра та мӗнпур пек вӑйран ятларӗ чи намӑс сӑмахсемпеле.
Ӗненӳсем улшӑнни // Николай Евстафьев. Маяковский В.В. Пӗтӗм сасӑпа: сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 158 с. — 117–119 с.
Геркулеса «вӑй хума» ыйтни ытлашширех пулчӗ: хушнине итлесе, улӑп парӑса пӗтӗм вӑйран туртрӗ, чутах татса пӑрахатчӗ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Джек кӑтартнӑ еннелле пӗр вӑхӑт тинкерсе пӑхнӑ хыҫҫӑн Дик Сэнд мӗнпур вӑйран: — Карап сӑмсинчен сылтӑмра, ҫил вӗрекен енче, карап путать! — тесе кӑшкӑрса ячӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Наташа киле каҫхине тин таврӑнчӗ, хӑй вӑйран кайнӑ, выҫӑпа аптранӑ.
Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Ашшӗ тӑрӑнса ӳксе хӑйӗнчен тӑрса юласран шикленсе, Саша ӑна аллинчен ярса тытрӗ, урисем ывӑннипе тата сывлама йывӑррине пула, пӗтӗм вӑйран вӑл вӗтлӗх еннелле чупрӗ.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Пӗтӗм вӑйран кӑшкӑрса, Саша фашистсен ҫулне пӳлесшӗн чупать.Саша стремительно, все еще крича во все горло, помчался наперерез фашистам,
Пӗрремӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.