Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Хӑрах сăмах пирĕн базăра пур.
Хӑрах (тĕпĕ: хӑрах) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унтан Ахтупай хӗр ачан хӑрах аллинчи патак ухӑ йӗппи пулнине асӑрхарӗ те пушшех те хӑпма пӗлмерӗ.

Помоги переводом

11. Чун савни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пысӑк карачи хӑрах урине унӑн сарлака ҫурӑмӗ ҫине пусать те майӗпен ҫеҫ лаши ҫине утланса ларать.

Помоги переводом

7. Хусан хӑнисем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Мӗнех вара, ирӗкре ҫӳрекен лашана хӑвалаканӑн яланах хӑрах алӑра ҫӑкӑр чӗлли, тепӗр алӑра тӑлӑ е чӗлпӗр пулать.

Помоги переводом

5. Ырӑ сунни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Эсир те вӗренме кӗместӗр пулӗ-ҫке? — тӗлӗнчӗ Эльгеев, ку ҫыннӑн хӑрах куҫне шур илнине асӑрхаса.

Помоги переводом

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Папкӑн хӑрах кӗтесӗ ҫунса хуралнӑ пулин те, шалти нота хучӗсем чиперех.

Помоги переводом

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ырзем, — те кӗпине варалас мар тесе, те «вилӗм» сӑмаха калама хӑранипе, — хӑрах урипе чӗркуҫленчӗ те, чӗтрекен сасӑпа пуҫларӗ:

Помоги переводом

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Хӑрах куҫпа та пулин пырса курасчӗ тӑван вырӑнсене!..

Помоги переводом

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ҫавӑнпа ыйтатӑп та: хӑрах куҫпа та пулни курса юлма парсамӑр, — ыйтрӗ Алюнов арӑмӗ.

Помоги переводом

6 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Темӗнле вӑрттӑн туйӑм сасартӑк шарт сиктерчӗ Эльгеева: хӑрах аллипе револьвер тытса, тепринпе электричество хунарӗпе ҫутатса, сӑнавлӑн пӑхрӗ вӑл пӳрт ӑшчиккине.

Помоги переводом

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Ӑҫта санӑн хӑрах хӑлха ҫакки? — сасартӑк ыйтрӗ Павлуш.

Помоги переводом

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Сӗтел умне хӑрах алӑсӑр, чылай якалнӑ симӗс курткӑллӑ студент пырса тӑчӗ.

Помоги переводом

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Пӗр сӑмахпа каласан — petite dame — кӑмӑллӑн кулкаласа хӑрах аллипе ачашларӗ Соньӑна.

Помоги переводом

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Вунпиллӗке ҫитеймен-ха — каччӑ пулма ир, — шӑллӗне хӑрах аллипе ыталаса каларӗ Миша.

Помоги переводом

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Пӗр хӑрах йӑрана яхӑн сухаларӑн та пулӗ эсӗ, Павлуш?

Помоги переводом

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Василий Иванович, аллинчи четвӗрт кӗленчине хӑрах аллипе ыталасах, лапчӑнса сике-сике илчӗ.

Помоги переводом

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Пӗр енче — чухӑн хресченсен «хӑрах йӑранӗсем», тепӗр енче — «улпутсен вӗҫӗ-хӗрри курӑнман ҫеҫенхирӗсем, тырпул уйӗсем, вӑрманӗсем…»

Помоги переводом

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Айта тарар! — терӗ суккӑр Тимкка (ун хӑрах куҫӗ суккӑр пулнӑ).

— Бежать надо отсюда! — в испуге крикнул одноглазый Тимкка.

III // Ҫеҫпӗл Мишши. Ҫеҫпӗл Мишши. Ҫырнисен пуххи. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 355 с. — 162-177 c.

Пиншаккин тӳмисем хӑрах енче кӑна, шалтан тӳмелемеллескерсем, ҫухине, пӗчӗк тӑхапа ҫаклатмалла.

Помоги переводом

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Тимахви вара, учитель вырӑнӗнче пулнӑ: «Иккӗ икӗ хут — тӑваттӑ, хушас хӑрах тӑххӑр тата пӗр пиллӗк. «Миҫе пулать?» — тенӗ.

Помоги переводом

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Александр Ивановичӑн куҫлӑхӗ хӑрах хӑлхаран аран ҫакланса юлчӗ.

Помоги переводом

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней