Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Кӗҫӗн сăмах пирĕн базăра пур.
Кӗҫӗн (тĕпĕ: кӗҫӗн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӗҫӗн алӑкран кӗме тӑнӑскере, ӑна ик енчен икӗ ҫын пӑркӑчласа тытрӗ.

Но только приготовился войти в калитку, как его под обе руки подхватили два дюжих молодца.

Каҫхи сӑмах // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Вӑл картишне кӗнӗ-кӗменех кӗҫӗн хапха алӑкне шал енчен шӑкӑрт ҫаклатса лартрӗҫ.

Едва она оказалась во дворе, как за ней звонко защелкнулась изнутри калитка.

Трактирти хӗр // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ивук хапха юписем чалӑшнине маннӑ-мӗн, кӗҫӗн алӑк уҫӑлса сасартӑк юпа ҫумне кайса ҫапӑнчӗ.

Осторожно поднял засов, напрочь забыв о том, что столбы давно перекосились и калитка падает.

Ҫӗрлехи ҫул // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

1984 ҫулта Йӑлмахвари сакӑр ҫул вӗренмелли шкул футболисчӗсен кӗҫӗн ушкӑнӗ тепӗр хут районта футболла выляса мала тухнӑ.

Помоги переводом

«Сӑран мечӗк» пӗрлештернӗ // П.ЗАЙЦЕВ. http://kasalen.ru/2022/09/02/%d1%81a%d1% ... 80%d0%bde/

Кӗҫӗн классене вӗрентекен, математик, ют чӗлхе предмечӗн педагогӗ кирлӗ.

Помоги переводом

Ачасене пӗлӳ параҫҫӗ, хӑйсем те ӑсталӑха туптаҫҫӗ // А.Мариян. http://kasalen.ru/2022/09/02/%d0%b0%d1%8 ... %bf%d1%82/

Вӗсен пултарулӑхне кӗҫӗн классенчех асӑрхаса ӑна аталантарма пулӑшмалла.

Помоги переводом

Ачасене пӗлӳ параҫҫӗ, хӑйсем те ӑсталӑха туптаҫҫӗ // А.Мариян. http://kasalen.ru/2022/09/02/%d0%b0%d1%8 ... %bf%d1%82/

Чи малтанах ӗҫлӗ ушкӑн Кӗҫӗн Каҫал культура ҫуртне ҫитрӗ, кунта пухӑннӑ ҫынсемпе тӗл пулчӗ.

Помоги переводом

Аталану ҫулне Комсомольскисемпе пӗрле тишкернӗ // А.Антонова. http://kasalen.ru/2022/09/02/%d0%b0%d1%8 ... %bb%d0%b5/

Ӑна 4 ачаран кая мар ҫитӗнтерекен ҫемьесене, кӗҫӗн ачи 3 ҫул тултарнӑ хыҫҫӑн параҫҫӗ.

Помоги переводом

Ыйту — хурав // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2022/09/09/%d1%8b%d0%b ... 0%d0%b2-5/

Кӗҫӗн Каҫал шкулӗнче пӗрле ӗҫленисем ӑна паянхи кун та ырӑпа кӑна аса илеҫҫӗ, ун ячӗпе ӑшӑ сӑмахсем чылай калаҫҫӗ.

Помоги переводом

Паян та хисеплеҫҫӗ, сума суса тав тӑваҫҫӗ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/09/13/%d0%bf%d0%b ... %d0%b0cce/

Каярахпа, Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗ хута кайсан, ялта кӗҫӗн классем анчах юлаҫҫӗ.

Помоги переводом

Паян та хисеплеҫҫӗ, сума суса тав тӑваҫҫӗ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/09/13/%d0%bf%d0%b ... %d0%b0cce/

1989 ҫулта Кӗҫӗн Каҫал пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп шкулӗн директорӗ тивӗҫлӗ канӑва кайнӑ май, Алексей Андреевича унти коллектива ертсе пыма шанаҫҫӗ.

Помоги переводом

Паян та хисеплеҫҫӗ, сума суса тав тӑваҫҫӗ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/09/13/%d0%bf%d0%b ... %d0%b0cce/

Уншӑн уйрӑмах Кӗҫӗн Каҫал пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп шкулӗнче пӗрле тӑрӑшнӑ ӗҫтешӗсем хаклӑ.

Помоги переводом

Паян та хисеплеҫҫӗ, сума суса тав тӑваҫҫӗ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/09/13/%d0%bf%d0%b ... %d0%b0cce/

Кӗҫӗн Каҫал ялӗнче пурӑнакан Алексей Андреевич Яковлевӑн пӗрле ӗҫлекенсене, паллакансене уяв ячӗпе саламласси йӑлана кӗнӗ.

Помоги переводом

Паян та хисеплеҫҫӗ, сума суса тав тӑваҫҫӗ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/09/13/%d0%bf%d0%b ... %d0%b0cce/

Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел культура ҫурчӗн «Илем» фольклор ансамблӗнче шӑпах ҫапла пулса иртет те.

Помоги переводом

Куракансене юрӑ-ташӑпа савӑнтарать // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2022/09/16/%d0%ba%d1%8 ... %82%d1%8c/

Ачасен, ҫамрӑксен тата аслӑ ӑрури халӑхсен пултарулӑхне туллин аталантарма Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел ялӗнчи культура ҫуртӗнче тӗрлӗ кружоксем ӗҫлеҫҫӗ.

Помоги переводом

Куракансене юрӑ-ташӑпа савӑнтарать // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2022/09/16/%d0%ba%d1%8 ... %82%d1%8c/

— РФ саккунӗпе килӗшӳллӗн мобилизаци вӑхӑтӗнче ҫар тивӗҫне рядовой тата сержант званиллӗ 35 ҫула ҫитмен, 50 ҫула ҫитмен кӗҫӗн офицерсем, 55 ҫула ҫитмен аслӑ офицерсем пурнӑҫлама тивӗҫ.

Помоги переводом

Тулли мар мобилизаци камсене пырса тивет? // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2022/09/27/%d1%82%d1%8 ... b0-%d1%82/

Д.Степанов кӗҫӗн сержант 4-мӗш гварди танк дивизийӗн 423 мотострелковӑй полкӗнче отделени командирӗ пулнӑ.

Помоги переводом

Ун паттӑрлӑхне асран кӑлармӗҫ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/09/27/%d1%83%d0%b ... 0%d0%bcec/

Мӗн пӗчӗкрен лара-тӑма пӗлмен, пурне те пӗлме тӑрӑшакан, шкулта лайӑх паллӑсемпе ҫеҫ вӗренекен Кӗҫӗн Каҫал хӗрӗ Люда Краснова ача чухне ӳссен кам кӑна пулма ӗмӗтленмен-ши?!

Помоги переводом

Суту-илӳпе ҫыхӑнтарнӑ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/09/30/%d1%81%d1%8 ... 80%d0%bda/

Кӗҫӗн классенче вӗреннӗ вӑхӑтрах ӗне сума вӗреннӗ.

Помоги переводом

«Тӗплӗ вӗрентетчӗ, ҫирӗп ыйтатчӗ», теҫҫӗ вӗренекенӗсем // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/10/04/%d1%82e%d0% ... %b5%d0%ba/

Хальхинче Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулне ҫитсен тӳрех кӗҫӗн классене вӗрентекен Любовь Валентиновна Алексеевӑпа тӗл пултӑмӑр.

Помоги переводом

Учитель ӗҫнех суйласа илӗттӗм // А.Ефремова. http://kasalen.ru/2022/10/04/%d1%83%d1%8 ... 82e%d0%bc/

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней