Поиск
Шырав ĕçĕ:
Арҫын куҫӗсем самант ҫупах пулӑнни пек ҫап-ҫавракаланчӗҫ: «Епреме те…»
Кулӑш инкекӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 170–180 с.
Сасартӑк Полбутылкин-ҫур кӗленче пат шӑпланчӗ, ҫамки ҫине вӗтӗ, сив тар тапса тухрӗ, пуҫлӑх ҫинче ҫивӗчлетнӗ куҫӗсем кӗҫ-вӗҫ сиксе тухасла чарӑлса кайрӗҫ, тути хӗррисем пӗрре шуралчӗҫ, тепре кӑвакарчӗҫ, мӑкӑльт-мӑкӑльт турӗҫ.
Кулӑш инкекӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 170–180 с.
Сасартӑк ун куҫӗсем «Газель» фари пек ҫавракаланса пысӑкланчӗҫ, вара вӑл, сехӗрленсе ӳкнӗскер, пуҫлӑха тӳррӗн, ӳкӗтленӗн тинкерчӗ:
Кулӑш инкекӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 170–180 с.
Хӑй типӗтнӗ ҫупах пекех хӑрӑннӑ, путса ларнӑ тӗксӗм кӑвак куҫӗсем, ей-бог, мӗлт-мӗлт ҫеҫ тукалаҫҫӗ (уҫӑ вучахри хӑрӑк турат ҫунӑкӗ майлӑрах, ара), ырхан, ҫухӑнчӑк тӑрхала пичӗ шурсах кайнӑ.
Кулӑш инкекӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 170–180 с.
Кӗркури чарӑнса тӑчӗ, куҫӗсем, самант ҫап-ҫавракаланса, «хурах кӑшкӑра» пуҫларӗҫ:
Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.
Эпӗ те, вӑрт каялла ҫаврӑнса, кӑсӑк капланнӑ куҫӑмсене юлташ куҫӗсем хыҫҫӑн «кӑлтӑр-р-р! кустарса ятӑм».
Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.
Чунӗ савӑккӑн хускалса, хастарланса, ӑшӑнса, юнӗ харсӑррӑн выляса илмеллеччӗ ӗнтӗ ват ҫыннӑн хӑйӗн чун таткисене курсан, анчах, ҫук, ун куҫӗсем хавха та савӑнӑҫ хӗлхемӗсем чӑлтӑр-чӑлтӑр та йӑл-ял вылятмарӗҫ — тунсӑх, палламалла мар айӑп, асаплануллӑ ӳкӗнӗҫ «пӑрланнӑ» вӗсенче.
Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.
Урӑлманкин, «антрекотлӑ», тытамаклӑ хӑрушлӑха тӳррӗн куҫласа, кӑвакарсах кайрӗ, куҫӗсем самант сиксе тухса кусса каясла пысӑкланса ҫавракаланчӗҫ.
Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.
— Спирт!? — «симӗс ҫӗлен» тусне умра «телей кайӑкӗ» курӑнса кайрӗ, куҫӗсем, чарӑлса, вӗрекен пӑрака хуранӗ айӗнчи ҫулӑм йӑлхахӗсем пек ялтлатма пуҫларӗҫ; арҫын ҫӑварне килнӗ шыва лӑнкӑрт! ҫӑтрӗ, тутине леечек-лӑчӑк ҫуласа илчӗ.
Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.
Анчах (ак тамаша!) вуланӑҫемӗн унӑн сӑн-питӗнчи япшарлӑхӗ, хавхаланӑвӗ, вӑраххӑн улшӑнса, тӗтреленсе, ҫухалса пычӗ, кӑштахран ялтӑра куҫӗсем те, чун кӗлемелле мар пысӑкланса, пӑрланса хытнӑ пек курӑнчӗҫ.
Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.
Людмила Магаев «ҫырӑвне» икӗ хут вуласа тухрӗ, тӗлӗннипе ирхи сывлӑмпа ҫӑвӑннӑ, пиҫсе ҫитнӗ слива пек хӑмӑр куҫӗсем, ҫап-ҫавракаланса хытса, иленкӗсӗрленсе, шултра шӑрҫанах ҫаврӑнчӗҫ, тейӗн, тимлӗхе путнӑ ҫуткам сӑн-питне хура кӗр тӗксӗмӗ хупласа хучӗ.
Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.
Кнутов ӑшчиккинче хайхи леш хура йытӑ — Дружок «юлташӗ» — тулхӑрса илчӗ тейӗн: шакмакрах куҫӗсем пӑхма хӑрушӑ урмӑшса кайрӗҫ, вӗсенче каллех сивӗ те чӑрсӑр хӗлхем ҫиҫӗмленсе илчӗ, ҫӑра ҫӑмпа витӗннӗ сарлака кӑкӑрне тимӗрҫӗ вӗркӗчи пек талпӑнтара-талпӑнтара, вӑл, кӑтӑрса кайнӑскер, сассине ҫилӗллӗн хӑпартса, калаҫӑва чурӑссӑн туртса илчӗ:
Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.
Сасартӑках ун куҫӗсем, юнӑхса, йӑлт-ялт ҫиҫсе илчӗҫ те ҫӑткӑн кашкӑрӑнни пек тискерленсе, урмӑшса кайрӗҫ:
Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.
Силуэтланса хуралса тӑракан пурӑнмалли ҫуртсен (ку таврашра ҫӗрне-кунне пӑхмасӑр ӗҫлекен предприятисем, хапрӑк-савӑтсем ҫук пулас) пӑч-пач чӳречисенче мӗлтлетекен имшер, вӗтӗлти ҫутӑсем те ыйхӑ пусса килнӗ ҫыннӑн сӳрӗк халсӑр куҫӗсем евӗрлех.
Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.
Пӗр пӗлтерӳ тӗлӗнчен вара куҫӗсем ниепле те вӗҫкӗн ҫил ачилле чупса-вӗҫсе иртесшӗн пулмарӗҫ.
Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.
Сасартӑк Лена куҫӗсем пысӑкланса, ҫивӗчленсе илчӗҫ, хыҫҫӑнах вӑл вӗсене кровать айнелле палт! ҫавӑрса тирӗнтерчӗ, татах тӑркаласан, вырӑн патне вилӗ-чӗрӗ ҫывхарчӗ, кровать айӗнчен хӑйӗн кӳмерккеллӗ чӑматанне туртса кӑларчӗ те, хупӑлчине шӑкӑлт уҫса, васкамасӑр пур-ҫук ҫӑмӑл ҫи-пуҫне, тасалӑхпа сывлӑха упрамалли япалисене вырнаҫтарма, тӗрсе чикме пуҫларӗ.
Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.
Пӗлӗтелле чарӑлнӑ ҫӑтӑх, саланчӑк куҫӗсем яланлӑхах пӑрланса хытрӗҫ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ах, куҫӗсем…
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Икӗ пичӗ — пиҫсе-тулса ҫитнӗ татса ҫиес черешня, куҫӗсем — хаклӑ симӗс чул.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Куҫӗсем вара йывӑррӑн, анчах чӑтӑмсӑррӑн «качтаки» ҫинелле ҫӗкленчӗҫ, йӑраланса ҫитрӗҫ, тупрӗҫ, лешне сӑнӑ пек тирӗнсе кӗчӗҫ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.