Поиск
Шырав ĕçĕ:
24. Кӗмӗл парса эсӗ Маншӑн тутлӑ шӑршӑллӑ хӑмӑш туянмарӑн, Мана парнӳсен ҫӑвӗпе савӑнтармарӑн; анчах Мана хӑвӑн ҫылӑхусемпе чӑрмавларӑн, Мана хӑвӑн йӗркесӗр ӗҫӳсемпе пӑшӑрхантартӑн.
Ис 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Пире пӗлтерсе, кам ҫакӑн ҫинчен малтанах каласа хунӑ, пире: «чӑнах-и?» тесе ыйтма май парса, чылай маларах пире кам пӗлтернӗ?
Ис 41 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Кампа канашлать Вӑл, кам ӑс парать Ӑна, тӳрӗлӗх ҫулӗ ҫине Ӑна кам кӑларать, Ӑна кам пӗлӳ парса вӗрентет, ӑслӑлӑх ҫулне Ӑна кам кӑтартса тӑрать?
Ис 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Анчах унӑн суту-илӗвӗ, унӑн тупӑшӗ Ҫӳлхуҫана ӗҫлесе тӑма кайӗ; тупӑшӗ пӳлмере купаланса выртмӗ, питӗрӗнсе тӑмӗ: унӑн суту-илӳ тупӑшне Ҫӳлхуҫа умӗнче пурӑнакансене вӗсем тӑраниччен ҫиччӗр, питӗ тум тӑхӑнса ҫӳреччӗр тесе парса тӑрӗҫ.
Ис 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Аллӑма сан ҫине тӑсӑп та, сӗлтӗпе ҫунӑ пек, сана мӗнпур хутӑшран тасатӑп, сана пур тӑхланран та уйӑрӑп; 26. вара каллех сана унчченхи пекех тӳресем, пуҫламӑшӗнчи пекех канашҫӑсем тупса парса тӑрӑп; ӗнтӗ сан ҫинчен: «тӳрӗлӗх хули, шанчӑклӑ тӗп хула» тейӗҫ.
Ис 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
37. Чунӑр Турӑ ырӑлӑхӗшӗн савӑнтӑр, Турра мухтама ан вӑтанӑр; 38. хӑвӑр ӗҫӗре вӑраха ямасӑр туса пырӑр, Вӑл вара сире тивӗҫлине хӑй вӑхӑтӗнче парса тӑрӗ.
Сир 51 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
36. Нумай кӗмӗл парса вӗренес пулсассӑн та вӗренӗр, вара эсир нумай ылтӑн тупатӑр.36. Приобретайте учение и за большое количество серебра, - и вы приобретете много золота.
Сир 51 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Вуникӗ пророк — вӗсен шӑммисем выртакан вырӑн чечекленсе лартӑр! — Иакова лӑплантарнӑ, вӗсене, шанчӑк парса, хӑтарса пынӑ.
Сир 49 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Халӗ ӗнтӗ хамӑр йӑхри чаплӑ арсене, аттесене, асаттесене мухтавлар: 2. вӗсем урлӑ Ҫӳлхуҫа нумай ырӑ ӗҫ кӑтартнӑ, ӗмӗртенпе Хӑй аслӑлӑхне вӗсем урлӑ кӑтартса тӑнӑ; 3. вӗсем хӑйсен патшалӑхӗнчи аслӑ, ятлӑ-сумлӑ арсем пулнӑ, вӗсем ырӑ канаш парса пурӑннӑ, малашне мӗн пулассине пророксем пек пӗлтерсе тӑнӑ; 4. канаш тунӑ ҫӗрте ҫырӑва вӗрентнӗ чухне вӗсем халӑха ертсе пынӑ.
Сир 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18-19. Вӑл тӗпсӗрлӗхе, чӗрене витӗр ҫутатать, унти кашни пӑрӑнӑҫа курать: Ҫӳлхуҫа пӗтӗм ӑслӑлӑха пӗлсе тӑрать, иртнине тата пулассине пӗлтерсе, вӑрттӑнлӑх йӗрӗсене уҫа-уҫа парса, ҫитес ӗмӗрӗн паллисене кӑтартать; 20. Унран пӗр шухӑш та пӑрӑнса иртеймест, пӗр сӑмах та пытанса юлаймасть.
Сир 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
39. Ҫавӑнпа эпӗ, малтанах шутласа хурса, тӗплӗ шухӑшларӑм, вара кӗнекене ҫырса хӑвартӑм: 40. Ҫӳлхуҫанӑн пур ӗҫӗ те ырӑ, мӗн кирлине Вӑл хӑй вӑхӑтӗнче парса пырать; 41. «ку лешӗнчен япӑхрах» теме ҫук: хӑй вӑхӑтӗнче пурте ырра тухать.
Сир 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Нумай парне парса хӑтӑлӑп тесе ан шутла: Вӑл ун пеккине йышӑнмасть; юрӑхсӑр парнене те ан шан: 12. Ҫӳлхуҫа Вӑл — тӳре, Вӑл пурне те тивӗҫлипе хисеплет.
Сир 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ҫӳлти Турӑ Хӑй епле парать, ҫавӑн пек пар, питӳ-куҫу хаваслӑ пултӑр — аллу вӑйне кура парса тӑр: 10. Ҫӳлхуҫа тавӑрса парать, Вӑл сана ҫичӗ хут ытла тавӑрса парӗ.
Сир 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Пур этем те тӑпраран пулнӑ, Адама та ҫӗртен тунӑ; 11. анчах туп-тулли ӑслӑлӑхӗпе Ҫӳлхуҫа вӗсене пӗрпӗринчен уйрӑлса тӑмалла тунӑ, вӗсене тӗрлӗ ҫулпа кайма пӳрнӗ: 12. хӑшне пиллесе асла кӑларнӑ, хӑшне сӑваплӑх парса Хӑй патне ҫывӑхартнӑ, хӑшне тата ылханса кӗҫӗне хӑварнӑ та вырӑнӗнчен ӳкернӗ.
Сир 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Кам хӑй ывӑлне ӑс парса ӳстерет, ҫавӑ унран ырӑлӑх курать, ҫын хушшинче те ывӑлӗпе мухтанма пултарать.2. Кто наставляет своего сына, тот будет иметь помощь от него и среди знакомых будет хвалиться им.
Сир 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Ҫын патӗнчен ҫын патне куҫса ҫӳресси — япӑх пурӑнӑҫ, вырӑнаҫнӑ вырӑнта ҫӑвар уҫма та хӑяймастӑн; 28. ӗҫме-ҫиме парса тӑрӑн — тав тӑваканӗ пулмӗ, ҫийӗнчен тата ҫакӑн пек йывӑр сӑмах илтӗн: 29. «эй ютран килнӗскер, кил-ха кунта, сӗтел ҫине хатӗрле, аллунта мӗн пуррине мана пар, мана ҫитер»; 30. «эй ютран килнӗскер, каях, ман патӑма чыслӑ ҫын килчӗ, тӑванӑм хӑнана килчӗ, ун валли вырӑн кирлӗ».
Сир 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2-3. Манӑн йӗркесӗр ӗҫӗмсене хӗрхенмесӗр питлемешкӗн, вӗсем аташнине чарса лартмашкӑн тата айӑпӑмсем нумайланасран, аташни-йӑнӑшни хушӑнасран, хама курайман ҫынсем умӗнче ӳкесрен, тӑшманӑмсене савӑнтарасран манӑн шухӑшӑм тӗлне кам чӑпӑркка кӑнтарӗ-ши, манӑн чӗреме кам ӑс парса тӑрӗ-ши?
Сир 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ывӑлӑм! вӑю ҫитнӗ таран хӑвна ху ырӑ ту, Ҫӳлхуҫана кӳрес парнене тивӗҫлӗн парса тӑр.11. Сын мой! по состоянию твоему делай добро себе и приношения Господу достойно приноси.
Сир 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Хӑй вара пурлӑхне ыттисене парса хӑвариччен, хӑй вилсе выртиччен мӗн чухлӗ вӑхӑт юлнине те пӗлмест.18. И не знает он, сколько пройдет времени до того, когда он оставит их другим и умрет.
Сир 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ӑслӑ пуҫлӑх хӑй халӑхне ӑс парса тӑрать, ӑслӑ-тӑнлӑ ҫын аллинче халӑх ырӑ йӗркепе пурӑнать.1. Мудрый правитель научит народ свой, и правление разумного будет благоустроено.
Сир 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.