Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

старик сăмах пирĕн базăра пур.
старик (тĕпĕ: старик) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ухмах! — калаҫма тапратрӗ старик.

Дура! — заговорил он.

XV // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

Айван этем, айван, айван этем! — темиҫе хутчен те каларӗ старик, унтан пуҫне усса, шухӑша кайрӗ.

Глуп человек, глуп, глуп человек! — повторил несколько раз старик и, опустив голову, задумался.

XV // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

— Апла эппин, вилетӗн те, курӑк шӑтса тухать? — терӗ Оленин, старик сӑмахӗсене тепӗр хут.

— Так, как умрешь, трава вырастет? — повторил Оленин.

XIV // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

Старик кулса ячӗ.

— Старик засмеялся.

XIV // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

— Ҫапла ҫав, аттемҫӗм, — терӗ старик, — санӑн мана хамӑн ылтӑн вӑхӑтӑмра курасчӗ, эпӗ вара сана пурне те кӑтартнӑ пулӑттӑм.

— Так-то, отец ты мой, — говорил он, — не застал ты меня в мое золотое времечко, я бы тебе все показал.

XIV // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

Вӑл сӗтел, сӑмавар, эрех тата ҫутнӑ ҫурта илсе тухма хушрӗ те чей ӗҫсе тата сигӑра туртса ларчӗ, хӑйӗн ури патнех пусма картлашки ҫине вырнаҫса ларнӑ старик калавӗсене итлерӗ.

Он велел вынести стол, самовар, вино, зажженную свечу и за стаканом чая и сигарой слушал рассказы старика, усевшегося у его ног на приступочке.

XIV // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

Ӑҫта ҫылӑх? — татӑклӑн тавӑрчӗ старик.

Где грех? — решительно отвечал старик.

XII // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

Старик пуҫҫӑн темӗн те пӗр калаҫатӑн, — терӗ Оленин.

— Старик, а что говоришь! — сказал Оленин.

XII // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

— Ни-ни! — терӗ старик.

— Ни-ни! — проговорил старик.

XII // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

Вӑл старик ҫине тӗм хура куҫ хӳрипе кӑна васкамасӑр пӑхса илчӗ.

Она только медленно повела на старика своими черными, отененными глазами.

XII // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

Эпӗ мыскараҫӑ, — пӑшӑлтатса хушса хучӗ старик, Оленин енне ҫаврӑнса.

Я шутник, — прибавил он шепотом, обращаясь к Оленину.

XII // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

Старик куҫне хӗссе илчӗ те ҫамрӑк ҫынна чавсипе карт! тӗртрӗ.

Старик подмигнул и толкнул локтем молодого человека.

XII // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

Вара старик ҫамрӑк ҫынна хулпуҫҫинчен ачашшӑн лӑпкаса илчӗ.

И старик ласково потрепал по плечу молодого человека.

XI // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

Иван! — терӗ тепӗр хут старик.

Иван! — повторил старик.

XI // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

Эй, Иван! — кӑшкӑрса ячӗ старик.

Иван! — закричал старик.

XI // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

Эпӗ мыскараҫӑ!.. — Вара старик кулса ячӗ.

Я шутник! — И старик засмеялся.

XI // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

Старик ӑна ытларах та ытларах интереслентере пуҫларӗ.

Он все более и более заинтересовывался стариком.

XI // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

— Кӗресех-и вара, — терӗ старик.

— И то зайти, — сказал старик.

XI // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

Нумай! — йӗпленӗн каларӗ старик.

Много! — насмешливо сказал старик.

XI // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

— Вӑрманта виҫ чӑххине ҫаклатрӑм, — терӗ старик, хӑйӗн сарлака ҫурӑмне чӳрече еннелле ҫавӑрса, унта пуҫӗсене пиҫиххи хушшине хӗстерсе хунӑ виҫӗ фазан черкеска ҫине юн тумлатса ҫакӑнса тӑраҫҫӗ.

— В лесу три курочки замордовал, — отвечал старик, поворачивая к окну свою широкую спину, на которой заткнутые головками за поясом, пятная кровью черкеску, висели три фазанки.

XI // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней