Поиск
Шырав ĕçĕ:
Иаиль вӑл Кеней ҫыннин Хеверӗн арӑмӗ пулнӑ; Асор патши Иавин вара Кеней ҫыннин Хеверӗн килӗпе килӗшӳллӗ пурӑннӑ.
Тӳре 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Ҫав вӑхӑтра Израиль тӳри Девора пророк, Лапидоф арӑмӗ, пулнӑ; 5. вӑл Ефрем тӑвӗ ҫинче, Рама хулипе Вефиль хули хушшинче ларакан пальма, Девора Пальми, айӗнче пурӑннӑ; Израиль ывӑлӗсем ун патне [ҫавӑнта] сута ҫӳренӗ.
Тӳре 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Израиль ывӑлӗсем Турра йӗре-йӗре тархаслама пикеннӗ, мӗншӗн тесессӗн ҫав ҫарпуҫӗн тимӗртен тунӑ тӑхӑрҫӗр вӑрҫӑ урапи пулнӑ, вӑл Израиль ывӑлӗсене ҫирӗм ҫул хӗсӗрлесе пурӑннӑ.
Тӳре 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Израиль ывӑлӗсем Еглона, Моав патшине, вунсакӑр ҫул пӑхӑнса пурӑннӑ.14. И служили сыны Израилевы Еглону, царю Моавитскому, восемнадцать лет.
Тӳре 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Вара Ҫӳлхуҫа ҫилли тулса ҫитнӗ, Израиле Вӑл Месопотами патши Хусарсафем аллине панӑ, Израиль ывӑлӗсем сакӑр ҫул Хусарсафема пӑхӑнса пурӑннӑ.
Тӳре 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Израиль ывӑлӗсем вара ханаансем, хетсем, аморрейсем, ферезейсем, евейсем, [гергесейсем] тата иевусейсем хушшинче пурӑннӑ, 6. вӗсен хӗрӗсене качча илнӗ, хӑйсен хӗрӗсене вӗсен ывӑлӗсене качча панӑ, вӗсен туррисене пуҫҫапнӑ.
Тӳре 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Вӗсем валли тӳре лартнӑ чухне Ҫӳлхуҫа Хӑй тӳрепе пӗрле пулнӑ, тӳре пурӑннӑ чухне Ҫӳлхуҫа вӗсене тӑшмансенчен хӑтарса тӑнӑ: вӗсем тертпе пусмӑр айӗнче йынӑшнине илтсе Ҫӳлхуҫа вӗсене хӗрхеннӗ.
Тӳре 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ҫӳлхуҫа [вӗсем валли] тӳресем лартнӑ, кусем вӗсене вӑрӑ-хурах аллинчен хӑтарса тӑнӑ; 17. анчах вӗсем тӳресене те итлемен, урӑх турӑсем хыҫҫӑн асса ҫӳренӗ, вӗсене пуҫҫапнӑ, [ҫапла Ҫӳлхуҫана ҫиллентернӗ,] часах Ҫӳлхуҫа хушнӑ пек пурӑннӑ ашшӗсенӗн ҫулӗнчен пӑрӑннӑ.
Тӳре 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Анчах ҫӗр вунӑ ҫула ҫитнӗ Иисус — Нав ывӑлӗ, Турӑ чури — вилсессӗн, 9. ӑна хӑйӗн еткер ҫӗрӗ ҫинче, Гааш тӑвӗнчен ҫурҫӗр енче выртакан Ефрем тӑвӗ ҫинчи Фамнаф-Сараи хулине, пытарсассӑн, 10. ҫавӑн чухне пурӑннӑ пӗтӗм халӑх хӑйсен ашшӗсем патне ӑсанса пӗтсессӗн, ун хыҫҫӑн Ҫӳлхуҫана та, Унӑн Израильшӗн тунӑ ӗҫӗсене те пӗлмен тепӗр ӑру ҫӗкленсессӗн, 11. Израиль ывӑлӗсем Ҫӳлхуҫа умӗнче усал ӗҫсем тума тытӑннӑ, тӗрлӗ Ваалсене пуҫҫапма пуҫланӑ; 12. ашшӗсенӗн Ҫӳлхуҫа Туррине — хӑйсен ашшӗсене Египет ҫӗрӗнчен илсе тухнӑ Турра — пӑрахса, урӑх турӑсем енне, таврара пурӑнакан халӑхсен туррисем енне, ҫаврӑннӑ, ҫавсене пуҫҫапма пикеннӗ, Ҫӳлхуҫана ҫиллентерсех тӑнӑ; 13. вӗсем Ҫӳлхуҫаран хӑпнӑ, Ваала тата Астартӑсене пӑхӑнса тӑра пуҫланӑ.
Тӳре 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ун чухне — Иисусӑн мӗн ӗмӗрӗ тӑршшӗпех, ун хыҫҫӑн юлса пурӑннӑ, Ҫӳлхуҫанӑн Израильшӗн тунӑ пур чаплӑ ӗҫне те курнӑ аслӑ ҫынсен ӗмӗрӗнче те — халӑх Турра пӑхӑнса тӑнӑ.
Тӳре 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
35. Аморрейсем ҫапла Херес тӑвӗ ҫинче [упапа тилӗ пур ҫӗрте] пурӑнма юлнӑ, Аиалон тата Шаалвим теекен вырӑнсенче пурӑннӑ; каярахпа аморрейсене Иосиф ывӑлӗсем ҫӗнтерсе пӑхӑнтарнӑ та вӗсене хырҫӑ тӳлеттерсе тӑнӑ.
Тӳре 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Неффалим та Вефсамис хулинче пурӑнакансене, Бефанаф хулинче пурӑнакансене хӑваласа яман, ҫавӑнпа вӑл ҫак ҫӗрте пурӑнакан ханаансем хушшинче пурӑннӑ; Вефсамиспа Бефанаф ҫыннисем ӑна хырҫӑ тӳленӗ.
Тӳре 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Асир йӑхӗ ҫапла, хӑй ҫав ҫӗрте пурӑнакан ханаансене хӑваласа яманнипе, вӗсем хушшинчех пурӑннӑ.32. И жил Асир среди Хананеев, жителей земли той, ибо не изгнал их.
Тӳре 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Завулон та Китрон тата Наглол хулисенче пурӑнакансене хӑваласа яман, ханаансем вара вӗсем хушшинче пурӑннӑ, вӗсене хырҫӑ тӳленӗ.
Тӳре 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Ефрем те Газер хулинче пурӑнакан ханаансене хӑваласа яман; ханаансем вара Газерта вӗсем хушшинче пурӑннӑ, [вӗсене хырҫӑ тӳленӗ].
Тӳре 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Иисус пурӑннӑ чухне те, ун вӑхӑтӗнче пурӑннӑ, кайран ун хыҫҫӑн та пурӑнса Израиль халӑхӗшӗн Ҫӳлхуҫа мӗнле ӗҫсем тунине курса тӑнӑ аслӑ пуҫлӑхсенӗн ӗмӗрӗнче те Израиль ывӑлӗсем Ҫӳлхуҫана пӑхӑнса пурӑннӑ.
Нав 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Сирӗн Ҫӳлхуҫана пӑхӑнас килмест пулсассӑн, кама пӑхӑнассине халӗ суйласа хурӑр: юхӑм шыв леш енче пурӑннӑ аҫӑрсем пуҫҫапса пурӑннӑ турӑсене пӑхӑнас тетӗр-и е хӑвӑр халӗ пурӑнакан ҫӗрти аморрейсен туррисене пӑхӑнас тетӗр-и? эпир вара — эпӗ, манӑн кил-йышӑм — Ҫӳлхуҫана пӑхӑнса пурӑнӑпӑр, [мӗншӗн тесессӗн Вӑл сӑваплӑ], тенӗ Иисус.
Нав 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Ҫапла ӗнтӗ Ҫӳлхуҫаран хӑраса тӑрӑр, Уншӑн пӗтӗм таса кӑмӑлтан, тӳрӗ чунпа ӗҫлесе тӑрӑр; аҫӑрсем юханшыв леш енче тата Египетра пуҫҫапса пурӑннӑ турӑсене пӑрахӑр, Ҫӳлхуҫана ӗҫлесе тӑрӑр.
Нав 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Вара Иисус пӗтӗм халӑха каланӑ: Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри акӑ ҫапла калать: «Авал сирӗн аҫӑрсем — Фарра, Авраампа Нахор ашшӗ — юханшыв леш енче пурӑннӑ, урӑх турӑсене пуҫҫапнӑ. 3. Эпӗ сирӗн аҫӑра Авраама юханшыв леш енчен куҫарса килтӗм те пӗтӗм Ханаан ҫӗрӗ тӑрӑх ертсе ҫӳрерӗм, унӑн вӑрлӑхне ӗрчетсе ятӑм, ӑна Исаак ятлӑ ывӑл патӑм. 4. Исаака Эпӗ ывӑлсем — Иаковпа Исава — патӑм. Исава еткерлӗхе Сеир тӑвне патӑм; Иаковпа унӑн ывӑлӗсем вара Египет ҫӗрне куҫса кайрӗҫ, [унта аслӑ, вӑйлӑ, йышлӑ халӑх пулса тӑчӗҫ, анчах вӗсене Египет ҫыннисем хӗстере пуҫларӗҫ]. 5. Вара Эпӗ вӗсем патне Моисейпе Аарона ятӑм, Египет ҫыннисене хӗн-суран ярса асаплантартӑм, кайран сире Египет ҫӗрӗнчен илсе тухрӑм. 6. Эпӗ сирӗн аҫӑрсене Египетран илсе тухрӑм, эсир [Хӗрлӗ] тинӗс хӗррине ҫитрӗр. Ҫавӑн чухне Египет ҫыннисем сирӗн аҫӑрсем хыҫҫӑн ҫар ураписемпе, утлӑ ҫарпа Хӗрлӗ тинӗс патне ҫитичченех хӑваларӗҫ; 7. вӗсем, сирӗн аҫӑрсем, Турра тилмӗрсе тархасларӗҫ те, Вӑл вара сирӗнпе Египет ҫыннисем хушшине [пӗлӗтпе] сӗмлӗх антарчӗ, тинӗсе Египет ҫыннисем ҫине ячӗ, вӗсене тинӗс хупларӗ. Эпӗ Египетра мӗн тунине эсир хӑвӑр куҫӑрпа куртӑр. Кайран эсир нумай вӑхӑт хушши пушхирте ҫӳрерӗр. 8. Эпӗ сире Иордан леш енче пурӑнакан аморрейсен ҫӗрне илсе ҫитертӗм; вӗсем сире хирӗҫ вӑрҫӑпа тӑчӗҫ, анчах Эпӗ вӗсене сирӗн аллӑра ӳкертӗм, ҫапла эсир вӗсенӗн ҫӗрне еткерлӗхе илтӗр, Эпӗ вӗсене сирӗн умӑрта ҫӗмӗрсе тӑкрӑм. 9. Валак — Сепфор ывӑлӗ, Моав патши — пикенсех Израиле хирӗҫ вӑрҫа тухрӗ, сире ылханма Веор ывӑлне Валаама чӗнтерсе пычӗ; 10. анчах Эпӗ Валаама итлесшӗн пулмарӑм, вара вӑл сире пиллӗх пачӗ, Эпӗ сире унӑн аллинчен ҫӑлса хӑвартӑм. 11. Эсир Иордан урлӑ каҫса Иерихон патне ҫитрӗр. Иерихон ҫыннисем, аморрейсем, ферезейсем, ханаансем, хетсем, гергесейсем, евейсем, иевусейсем сирӗнпе вӑрҫӑ вӑрҫма тытӑнчӗҫ, анчах Эпӗ вӗсене сирӗн аллӑра ӳкертӗм. 12. Эпӗ сирӗн умӑртан сӑвӑслан ятӑм, ҫавсем вӗсене, аморрейсен икӗ патшине, сирӗн патӑртан хӑваласа ячӗҫ, санӑн хӗҫӳпе, санӑн уххупа туман ку ӗҫе. 13. Эпӗ сире хӑвӑр тар тӑкса ӗҫлесе курман ҫӗре-шыва патӑм, хӑвӑр туса лартман хуласем патӑм, халӗ эсир ҫавӑнта пурӑнатӑр; эсир хӑвӑр лартса чӗртмен иҫӗм ҫырли пахчисен, ҫу йывӑҫӗ пахчисен ҫимӗҫне ҫиетӗр» тет Турӑ.
Нав 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Хӑвӑр хушшӑра юлнӑ халӑхсемпе ан хутшӑнӑр, вӗсен туррисен ячӗсене ан асӑнӑр, [вӗсен ячӗпе] тупа ан тӑвӑр, вӗсемшӗн ан ӗҫлӗр, вӗсене ан пуҫҫапӑр, 8. ку таранччен пурӑннӑ пек, ӳлӗмрен те Ҫӳлхуҫа Туррӑр ҫумне ҫыпҫӑнса пурӑнӑр.
Нав 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.