Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫула сăмах пирĕн базăра пур.
ҫула (тĕпĕ: ҫул) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Никита Тӗнче каланӑ тӑрӑх, Питӗре икӗ уйӑха яхӑн, тен, кайӗҫ, мӗншӗн тесен вӑл ку таранччен ачапа ҫула тухса курман.

По словам Никиты Тӗнче, в Питер будут идти, возможно, около двух месяцев, так как до этого они не выходили в дорогу с детьми.

Никита Тӗнче мӑшӑрӗпе тата пӗчӗк хӗрӗпе ҫула тухӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/21836.html

Ҫемье ҫу уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче ҫула тухӗ.

Семья выйдет в путь в начале мая.

Никита Тӗнче мӑшӑрӗпе тата пӗчӗк хӗрӗпе ҫула тухӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/21836.html

Хальхинче вӑл ҫемйипе – мӑшӑрӗпе Анастасийӑпа тата хӗрӗпе Аяпа – ҫула тухӗ.

На этот раз он выйдет в путь с семьей: женой Анастасией и дочерью Аей.

Никита Тӗнче мӑшӑрӗпе тата пӗчӗк хӗрӗпе ҫула тухӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/21836.html

Спорт ветеранӗ, СССР спорт мастерӗн кандидачӗ сакӑр теҫетке ҫулран каҫнӑ пулсассӑн та, инҫе ҫула кӗскетсе, кашни ҫулах ӑмӑртӑва ҫитет.

Помоги переводом

Петр Матросов парнисене тивӗҫрӗҫ // А.МАРИЯН. http://kasalen.ru/2019/03/26/%d0%bf%d0%b ... c%d1%80ec/

Предприяти ҫак хисеплӗ ҫула ҫитни пирӗншӗн чӑннипех те пӗлтерӗшлӗ.

То, что предприятие достигло таких почётных лет, для нас действительно знаменательно.

«Чӑваш кӗнеки. Пултаруллӑ ҫамрӑксем» конкурс ҫӗнтерӳҫисене чысларӗҫ // О. Иванова. «Ял пурнӑҫӗ», 2015.11.17

10 ҫула тӑсӑлнӑ ҫак вӑрҫӑра 15052 салтак вилнӗ, 53753-шӗ аманнӑ, 417-шӗ хыпарсӑр ҫухалнӑ.

10 лет длящейся войне погибло 15052 солдата, 53753 ранены, 417 пропали без вести.

Виктор Петухов: «Тухсанах — мишень» // Ирина Кузьмина. «Сувар», 2019.02.15

Алексей Деомидович тӑрӑшнипе Комсомольски — Хырхӗрри асфальтлӑ ҫула сарнӑ.

Помоги переводом

Пӗрле юрласа савӑнни аван // Н.ЕРШОВА. Каҫал Ен, 2019.02.26

Ҫур ҫула яхӑн больницӑра нушалантӑм.

Помоги переводом

«Хамӑра сӳрӗкленме памалла мар» // Геннадий Дегтярев. «Хыпар», 2009.03.28, 58-59№№, 14 стр.

Инҫе ҫула тухнӑ чухне эпӗ ӑна хампа пӗрле илетӗп.

Помоги переводом

«Хамӑра сӳрӗкленме памалла мар» // Геннадий Дегтярев. «Хыпар», 2009.03.28, 58-59№№, 14 стр.

Вӑл вӑтӑр ҫула яхӑн университетра ҫамрӑксене ӑс панӑ, 1995 ҫултан пуҫласа педуниверситетра чӑваш чӗлхин историне, тӗрӗк чӗлхисен танлаштаруллӑ грамматикине, авалхи тӗрӗк тата турккӑ чӗлхисене вӗрентнӗ.

Помоги переводом

«Хамӑра сӳрӗкленме памалла мар» // Геннадий Дегтярев. «Хыпар», 2009.03.28, 58-59№№, 14 стр.

Шел, ҫӗр ҫула 5 уйӑх пурӑнса ҫитереймерӗ вӑл…

Жаль, до ста лет не смогла она прожить 5 месяцев...

Чӑваш хореографийӗ уншӑн йӗрет… // Геннадий Дегтярев. https://chuvash.org/blogs/comments/4752.html

Менелниксенче эпир пурне те ҫӗр ҫула ҫитиччен пурӑнма сывлӑх сунатпӑр.

В юбилеи мы всем желаем здоровья дожить до ста лет.

Чӑваш хореографийӗ уншӑн йӗрет… // Геннадий Дегтярев. https://chuvash.org/blogs/comments/4752.html

Раҫҫейре 2013 ҫула Тавралӑха хӳтӗлемелли ҫулталӑк тесе пӗлтернӗ.

2013-й год в России объявлен Годом охраны окружающей среды.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2013) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 65c49c7222

2013 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне Чӑваш Республикинчи 3 ҫултан пуҫласа 7 ҫула ҫитичченхи ачасене, 2015 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне вара – 1,5 ҫултан пуҫласа 7 ҫула ҫитичченхи ачасене вырӑнсемпе тивӗҫтеретпӗр.

К 1 сентября 2013 года в Чувашской Республике будут обеспечены местами дети в возрасте от 3 до 7 лет, а к 1 сентября 2015 г. – от 1,5 лет до 7 лет.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2013) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 65c49c7222

2012 ҫулта пӗтӗмпе 253 картиш территорине тата вӗсен патне пымалли 158 ҫула юсанӑ.

Всего в течение 2012 года были отремонтированы 253 дворовые территории и 158 проездов к ним.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2013) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 65c49c7222

2012 ҫулхи пуш уйӑхӗнче Владимир Владимирович Путина халӑх 6 ҫула Раҫҫей Федерацийӗн Президентне суйларӗ.

В марте 2012 года Владимир Владимирович Путин был избран Президентом Российской Федерации на 6 лет.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2013) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 65c49c7222

Тӗнче темле чӗнсен те, пурнӑҫ темле хӗссен те вӗсен пӗр вырӑнтах тӗпленсе пурӑнмалла, ҫула тухсан урӑх ӑс кӗресрен сыхланмалла…

Помоги переводом

Тӗнче шайӗнчи Мӗтри мучи // Юрий Яковлев. Хыпар, 1995.12.19

Маларах Мичман Павлов урамне кайса килнӗччӗ те ҫула май 22-мӗшне асӑрханӑччӗ…

Раньше до улицы Мичмана Павлова доезжал и по пути 22-й замечал...

Транспорт реформи — ырламалла е хурламалла? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/content/4736-%D0%A2% ... 0%BC%D0%B0

Константин Ивановӑн культура еткерӗн пӗлтерӗшне шута хурса, унӑн ӗҫ-хӗлне асӑмлӑ тӑвас, халӑха литературӑна тимлӗх уйӑрма хистес тӗллевпе 2015 ҫула Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Указӗпе килӗшӳллӗн К.В. Иванов ҫулталӑкӗ тесе йышӑннӑ.

Помоги переводом

Поэзи, ҫамрӑклӑх, малашлӑх... // Ольга Иванова. «Тантӑш», 2014,09,10

Паллӑ поэтӑмӑр ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалласа Пӗрлешнӗ Нацисен вӗренӳ, ӑслӑлӑх тата культура енӗпе ӗҫлекен организацин (ЮНЕСКО) XXV сессийӗнче1990 ҫула Константин Иванов ҫулталӑкӗ тесе палӑртнӑ.

Помоги переводом

Поэзи, ҫамрӑклӑх, малашлӑх... // Ольга Иванова. «Тантӑш», 2014,09,10

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней