Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

темӗн (тĕпĕ: те) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сӗтел хушшине атаманпа писарӗн икӗ айӑккине хисеплӗ стариксем — кӗмӗл кӑвак сухаллӑскерсем — кӗрсе ларчӗҫ, ҫамрӑкрах казаксем темӗн тӗрлӗ сухаллисем те сухалсӑррисем те тепӗр ушкӑна чӑмӑртанса тӑчӗҫ, пуҫӗсене ӑшӑ сурӑх тир ҫухавийӗсенчен кӑларса, шавлама тытӑнчӗҫ.

За столом, по бокам от атамана и писаря, расселись почетные — в серебряной седине бород — старики, помоложе — с разномастными бородами и безбородые — казаки жались в кураготы, гудели из овчинной теплыни воротников.

7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Следователь портфель ҫинчен пуҫне ҫӗклерӗ, сухалне хырнӑ, вӗтӗ пӳрлешкеллӗ тутипе темӗн чӑмлакаласа илчӗ.

Следователь поднял голову от портфеля, пожевал выбритыми, в пупырышках, губами.

6 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— И-и-и, инкесем, темӗн те супӗлтетеҫҫӗ ҫынсем.

— И-и-и, бабоньки, брешут люди.

4 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Унтан, кӑштах чӗнмесӗр пынӑ хыҫҫӑн, ҫын темӗн ҫинчен тӗпчесе пӗлесшӗннине сисӗнтерекен ытарлӑ ыйтусем пама тытӑнчӗ.

И, помолчав, продолжал задавать кривые, что-то таившие за собой вопросы.

4 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пурне те пӗлесшӗн ҫунакан Федот ют ҫын пурнӑҫӗнчи вак-тӗвексем ҫинчен тата темӗн те пӗр ыйтса пӗлчӗ.

Помимо этого еще кучу подробностей чужой жизни выпытал любознательный Федот.

4 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Гришака мучи сивӗпе шӑннипе шӑлпа асапланма пуҫларӗ; Сергей Платонович ик еннелле сарса янӑ сухалне аллаппипе йӑвалать, намӑсне ниҫта чикеймесӗр, хӑйне халлӗнех макӑрать, шӑлне шатӑртаттарса туллашать; Степанӑн чӗринче Григорие курайманлӑх пӑчӑртатса йӳҫет, каҫсерен тӗлӗк курнӑ чух вӑл тимӗр пек хытӑ пӳрнисемпе татӑк-кӗсӗкрен тунӑ утияла чӑрмалать; Наталья сарайне чупа-чупа тухать те кизексем ҫине тӗшӗрӗлсе ӳкет, чӑмӑртак пек хутланса кӗрсе, хӑйӗн хур пулнӑ телейӗшӗн татӑлса йӗрет; ярмаркӑра пушмак пӑру сутса ӗҫнӗ Христоня темӗн пек ӳкӗнсе асапланать; ӗмӗтсӗре ӗмӗтленнипе тата ӑш ҫунтармӑшӗ каллех чӗрене килсе кӗнипе тунсӑхлакан Григорий хаш та хаш сывласа пурӑнать.

Дед Гришака, простыв, страдал зубами; Сергей Платонович, перетирая в ладонях раздвоенную бороду, наедине с собой плакал и скрипел зубами, раздавленный позором; Степан вынянчивал в душе ненависть к Гришке и по ночам во сне скреб железными пальцами лоскутное одеяло; Наталья, убегая в сарай, падала на кизяки, тряслась, сжимаясь в комок, оплакивая заплеванное свое счастье; Христоню, пропившего на ярмарке телушку, мучила совесть; томимый ненасытным предчувствием и вернувшейся болью, вздыхал Гришка.

3 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Асӑрхамасть вӑл, епле унӑн кашни ирӗксӗр куҫ ытамнех, Пантелей Прокофьевича сарӑм сарма пулӑшнӑ хутранах, хӑйӗн салхуллӑ та килӗшӳллӗ куҫӗсемпе Наталья турта-турта илнине; ашӑм карти тавра лашасем хӑвалакан Петро ун ҫине пӑха-пӑха илнине, хӑй ӑшӗнче темӗн ҫинчен шутласа, ӑна питленӗн сӑмсине каҫӑртса кулнине те вӑл курмасть.

Он не замечал, как Наталья, помогая Пантелею Прокофьевичу настилать посад снопов, перехватывала каждый невольный взгляд мужа своим тоскующим, ревнивым взглядом; не видел того, как Петро, гонявший по кругу лошадей, взглядывая на него, курносил лицо неприметной, про себя, ухмылкой.

3 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Григорий арлӑ-арӑмлӑ ҫӗнӗ пурнӑҫа кӑштах хӑнӑхрӗ, йӗркене кӗчӗ, анчах та пӗр виҫӗ эрнеренех Аксинйӑпа татӑклӑнах уйрӑлса ҫитменнине, ҫав хутшӑнуран хӑйӗн чӗрине шӑрпӑк тӑрӑннӑ пек, темӗн тӑрса юлнине хӑравҫӑллӑн та ҫилӗллӗн туйса илчӗ.

Григорий малость пообвык в новом своем, женатом положении, пообтерхался и недели через три со страхом и озлоблением осознал в душе, что не вконец порвано с Аксиньей, осталось что-то, как заноза в сердце.

3 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Пӳлӗмре темӗн чӑштӑртатса илчӗ.

В комнате зашуршало.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Кашни ирех, пит ҫунӑ хыҫҫӑн столовӑя, стена ҫинче темӗн пысӑкӑш тупӑк пек ҫакӑнса тӑракан сехет айне пӗр йӗркерен тӑрса тухнӑ, амӑшӗ хыҫала тӑнӑ, вара, спальнӑран ашшӗ кӗххӗм-кӗххӗм туса ӳсӗркелени илтӗнсе кайсанах, йӑлӑхтарса ҫитернӗ тӗрлӗ сасӑпа «Эй, турӑ, хӑвӑн этемӳсене ҫӑл», унтан «Эй, ҫӳлти аттемӗр» юрӑсене юрлама тытӑннӑ.

Каждое утро, умывшись, выстраивались в столовой в ряд, под черным висячим гробом громадных стенных часов, мать стояла позади, и едва из спальни долетало сухое покашливанье отца, начинали разноголосо и фальшиво: «Спаси, Господи, люди Твоя», потом «Отче наш».

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Вулатӑп ӑна, вулатӑп та, эп хам, ҫӗр ӗҫлекен казак ывӑлӗ пулнӑ май, мӗнпур привилегиллӗ классене ирӗксӗрех кураймастӑп пулин те, — кунта ҫав вилсе пыракан сословие темӗн пекех хӗрхенетӗп.

— Читаю его и, несмотря на то что я сын казака-хлебороба и ко всем привилегированным классам питаю вполне естественную злобу, — тут, представьте, я до чертиков жалею это отмирающее сословие.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хӗрарӑмсене курсассӑн унӑн, хӑй вӑтанчӑклӑ кӑнттамрах хӗр ҫеҫ пулин те, темӗн те пӗр ҫинчен пӗлес килнӗ, ҫапла вара вӑл вӑрманти йыт ҫӗмӗрчӗ тӗмми евӗрлӗн хӑй ӑссӗн кӑна ӳссе пынӑ.

Женщины будили в ней нездоровое любопытство, и она — тогда еще угловатый и застенчивый подросток, — предоставленная самой себе, росла, как в лесу куст дикой волчьей ягоды.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Тата темӗн те пӗршӗн панӑ вексельсем те пур.

Есть еще вексель, выданный за кольцо.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Унпала тӗл пулнӑ хыҫҫӑн Григорин чӗрине темӗн ыраттарать, ӑш вӑрканӑ пек туйӑнать.

Чувствовал Гришка после встречи с ней сосущую тоску.

20 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫапла шухӑшларӗ те, чӗри тӗлӗнче темӗн ҫивӗчскер, ӳт ӑшне ларса юлнӑ хурт сӑнни майлӑскер, хӑйрамаллипех хӑйраса ыраттарчӗ.

И на донышке сердца остренькое, похожее на оставленное жало пчелы, точило сукровичную боль.

20 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Митька, кулкаласа, картишне чупса тухрӗ, анчах Гришака мучи нумайччен тарӑхса, Митькӑна темӗн те пӗр каласа, ятлаҫса супрӗ.

Митька сбежал на баз, посмеиваясь, а дед Гришака долго возмущался, ругал Митьку.

19 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хӑтипеле чуптуса илнӗ хыҫҫӑн Пантелей Прокофьевич сӗтексӗр, шанса кайнӑ хӑяр татӑкӗ чӑмласа ҫӑтрӗ те темӗн тӗрлӗ кӑмӑлсем пӗр ҫӗре эшкерленнипе йӗрсе ячӗ.

Пантелей Прокофьевич заел поцелуй бессочным, вялым огурцом и заплакал от многих, слившихся воедино, чувств.

18 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Темӗн тумалла пуль, тата пуянлӑхпа… хӑйӑлтатнӑ Лукинишна Мирон Григорьевичӑн ҫӑмпала мӑкланса ларнӑ хӑлхи шӑтӑкӗнчен.

Бог с ним — и с богатством… — сипела Лукинична в заросшее волосами ухо Мирона Григорьевича.

18 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Акӑ мӗн, Аксюша, — калаҫма тытӑнчӗ вӑл ерипен, сӑмахсене йӗркипе сыпӑнтарса пырса, — нимӗн канӑҫлӑх та ҫук капла, — таҫта шалта, кӑкӑрӑма темӗн ӗмет.

— Вот что, Аксинья, — заговорил он, медленно расстанавливая слова, — муторно так-то, сосет гдей-то в грудях.

16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Кайран, ҫак тӗлпулӑва аса илмессеренех, ку чӑнах та куҫкӗретӗнех пулнине хӑйне ӗнентерес тесе, темӗн чухлӗ тертленме тиврӗ Аксинйӑна.

После, вспоминая эту встречу, ей стоило немалых усилий, чтобы уверить себя, что это было наяву.

16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней