Поиск
Шырав ĕçĕ:
Намӑсланарах тумланчӗ, намӑсӗ — ӑнланмалла мар, анчах пӗлтерӗшлӗ те пулмаллискер, кирек мӗнле лайӑх намӑс пекех.Он одевался со стыдом, непонятным, но важным и неизбежным, как всякий хороший стыд.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 259–266 с.
— Эсир манӑн вырӑнта пулас тӑк ирӗклӗ кун мӗне пӗлтернине питӗ лайӑх ӑнланмалла.— Будь вы на моем месте, вы прекрасно понимали бы, что такое свободный день.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 259–266 с.
Мард хатӗрленӗ хут ҫине ҫырнин кӑштах ӑнланмалла марлӑхӗ Турная питех аптӑратмасть: вӑл Ампа сахал мар ишнӗ, ҫавӑнпа та, унӑн ҫирӗп шухӑшӗпе, «шыв вӑррипе тӑватӑ миля» фраза Ам юппине — чӑнкӑ ҫыранлӑ, хӑвӑрт юхакан Декульт юхан шыва — пӗлтерет.
Вӑрӑ вӑрманта // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 243–251 с.
Унӑн сӑрланӑ ҫӑварӗ ӑнланмалла мар, шеллевлӗн хускалчӗ.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 233–242 с.
Элда Готорн патне пырса тӑчӗ, урайӗнче сунчӑк вӗҫӗпе ӑнланмалла мар ӳкерчӗк йӗрлекелерӗ.Элда подошла к Готорну, чертя на полу концом зонтика запутанную фигуру.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 216–225 с.
— Ах, апла-и-ха! — Мунк Томшӑн ӑнланмалла мар, хӑрушла ахӑлтатма тытӑнчӗ; арҫын ача аптӑранипе виҫӗ утӑм каялла чакса тӑчӗ.
Ашшӗн ҫилли // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 209–215 с.
Санӑн ҫулусенче, ӑнланмалла, шухӑшсем ытларах ӳте пӑхӑнаҫҫӗ, ӑс-хакӑла мар.В твои годы мысли, естественно, более покорны телу, чем духу.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 174–191 с.
Ҫӳллӗ вӑрттӑн арча, ӑнланмалла ӗнтӗ, мана яланах канӑҫсӑрлантарать.Таинственный высокий сундук, разумеется, не давал мне покоя все время.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 174–191 с.
Вӑл мана темӗнле виҫ кӗтеслӗхсем, ункӑсем, пентакльсем, ют тӗнсен ирсӗр сас паллисене кӑтартать, кӗтмен ҫӗртен, манӑҫса-тӑр, ӑнланмалла мар чӗлхепе калаҫма пикенет, манӑн шухӑшӑмпа — турккӑлла е арабла.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 174–191 с.
Урайӗнче тата сӗтел ҫинче тупӑк хуппилле йывӑр сарӑ кӗнекесен куписем выртаҫҫӗ; кунсӑр пуҫне сӗтел ҫинех металпа кӗленчерен тунӑ тӗрлӗ-тӗрлӗ япала сапаласа тултарнӑ; мӗн тума кирлӗ — ухмаха ериччен шухӑшласан та ӑнланмалла мар.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 174–191 с.
Эпӗ ҫинӗ вӑхӑтра старик чӗнмерӗ, вӑхӑт-вӑхӑтпа тимӗр тӑхаллӑ кӗнекине пӑхкалать, ӑнланмалла мар паллӑсем ӳкерсе тултарнӑ эрешлӗ патакпа шӳрпине пӑтраткалать.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 174–191 с.
Ку — тӗлӗнмеллерех, ӑнланмалла мар кулӑ.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 161–173 с.
— Ӑнланмалла, — килӗшрӗ Кист саланчӑклӑн.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 141–146 с.
Пӳлӗмре ӑнланмалла мар пулӑм: буфет алӑкӗ леш енче этем алли аппаланнӑ чухнехилле темӗн чӑнкӑртатать; алӑк ҫекӗле хӑпарать те анать; чӳрече карри ҫил вӗрнӗ самантрилле вӗлкӗшсе ҫӳлелле ҫӗкленет; пӳлӗм кӗтесӗсене уҫӑмсӑр, ҫӑнӑх тӗслӗ ҫутӑ юхса саланчӗ.
Шурӑ шар // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 136–139 с.
Нимӗн те ӑнланмалла мар.
IV. Сысна. Икӗ «арӑслан» // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 66–73 с.
Унӑн пушанса юлнӑ чӗри ӑнланмалла мар тунсӑхпа хумханать.
III. Ҫӗнӗ «таркӑн» // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 66–73 с.
Ӑнланмалла ӗнтӗ: «Шӑнкӑр-шӑнкӑр» юхан шывра.
Йӑр-йӑр // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 10–14 с.
Ӑнланмалла ӗнтӗ: калӑпӑр, юрату вӑл — арҫынпа хӗрарӑмӑн чун-туйӑм шайӗнчи хутшӑнӑвӗсем.Понятно, скажем, что любовь — это отношения между мужчиной и женщиной на духовном уровне.
Александр Грин тата паянхи ӑру // Арсений Тарасов. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 5–9 с.
Авторсем ҫапла каланине ӑнланмалла пек.
Александр Грин тата паянхи ӑру // Арсений Тарасов. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 5–9 с.
Хӑй халь-халь йӗрсе ярасла, ӑнланмалла мар пӑхать.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 405–414 с.