Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӑл ҫичӗ килограмм ҫурӑ туртать.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.
1908 ҫулта мана Орехово-Зуево рабочийӗсен ӗҫе пирки арестлерӗҫ те, эпӗ следстви вӗҫлениччен икӗ ҫул ҫурӑ Владимир тӗрминче лартӑм.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.
— Отто метрора миллион ҫурӑ путарчӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.
Большевиксем Мускаври метрора миллион ҫурӑ ҫынна путарса вӗлернӗ.Большевики затопили в московском метро полтора миллиона жителей.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.
Пӑхрӑм сехет ҫине — виҫҫӗ ҫурӑ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.
— Ҫук, мӗн калаҫатӑр ҫак эсир, сӗлӗ 8-шар тенкӗ ларать тесе, — ҫаплах-ха тавлашма пӑрахмарӗ Дяденко, — справки ҫине 10 тенкӗ ҫурӑ тесе ҫырнӑ пулать те; паллах, расчет ҫук.
19 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Михайлова ун вуникӗ тенкӗ ҫурӑ памалла.
12 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
— Михайлов телейне, Калугин питӗ хаваслӑ, кӑмӑллӑ пулчӗ (унпа халь кӑна генерал самаях шанса калаҫнӑ-мӗн, тата Петербургран килнӗ Гальцин князь ун патне чарӑннӑ-мӗн) — штабс-капитан Михайлова ал тытма именсе тӑмарӗ вӑл, анчах Праскухин, бастионра чух Михайловпа час та часах тӗл пулаканскер, унӑн эрехне те пӗр хут кӑна мар ӗҫсе курнӑскер, преферансла вылянӑшӑн Михайлова 12 тенкӗ ҫурӑ тӳлеме тивӗҫ пулин те, ӑна ал тытма хӑяймарӗ.
3 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Сехет стрелки вунпӗр ҫурӑ кӑтартать.
Улттӑмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.
Ҫавӑншӑн пулать-и-ха эсӗ ҫур сехет, а санӑн юлташу сехет ҫурӑ таран урам леш енче сыхласа тӑтӑр?И для этого вы полчаса, а ваш коллега полтора часа торчали на той стороне улицы?
Иккӗмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.
Вара пилӗк таран ашса хырӑ патне пытӑм та, ун ҫумӗнчи юра пӗр аршӑн ҫурӑ сарлакӗш тап-таса, вырнаҫса тӑтӑм.
Упа тытни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Эпӗ пырса ҫитнӗ ҫӗре вӑл ӑна пӗр вершук ҫурӑ касса кӗнӗ; вӑл пӗрре лартнӑ вырӑна пурттине тепӗр хут лартать те, пуртти айӗнчен сӗткен сирпӗнет.
Ҫӗмӗрт // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Хӗрарӑмсем олив ҫимӗҫӗсем евӗрлӗ «мпафу» вӑррисенчен тутлӑ шӑршӑллӑ ҫу юхтарнӑ, — унран туземецсем юратакан духи туса кӑлараҫҫӗ; фут ҫурӑ чухлӗ пысӑк йӗкесене хӑвӑрт ҫавӑрса, мамӑк арланӑ; йывӑҫ хуппине тукмакпа ҫапса ҫӳхетсе пусма хатӗрленӗ; апата юракан курӑксене акса тунӑ: маниокӑна — унран «касаву» текен ҫӑнӑх авӑртаҫҫӗ, — ҫирӗм футлӑ йывӑҫ ҫинче ӳсекен «мозитзано» ятлӑ хутаҫлӑ нимӗҫ пӑрҫине — ун хутаҫҫин тӑршшӗ вунпилӗк дюйм; апат-ҫимӗҫ пӗҫерме юрӑхлӑ ҫу пӑчӑртаса кӑлармалли арахиса, темиҫе ҫул ӳсекен ҫутӑ кӑвак пӑрҫана — ӑна «чилобе» теҫҫӗ, ун чечекӗсем тӑварсӑр пӗҫернӗ соргӑна кӑшт урӑх тутӑ параҫҫӗ.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Ҫав тери йывӑр ҫулпа пин ҫурӑ миля утса тухмалла-ҫке вӗсен, тӗрлӗ йӑхсен патшисем пӗр-пӗринпе вӑрҫакан вырӑнпа иртмелле, унта чӑтма ҫук начар ҫанталӑк.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Слонӑн икӗ асав шӑлӗ вӑтамран ҫирӗм сакӑр фунт таять, 1874 ҫулта ун хакӗ пин ҫурӑ франка ҫитнӗ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Виҫмине тӗп площадьри ярмарка уҫӑласса кӗтсе, бараксенче пин ҫурӑ чура ларатчӗ ӗнтӗ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Ӑна халь, чӑрсӑр та пуҫне пырса кӗрекен пур шухӑша та пурнӑҫлама сӗкӗнекен вӗри юнлӑ Виталие, ҫулталӑк ҫурӑ ытла варлӑн калаҫкаласа пурӑнакан Нина та, хӑйӗн, тен, Нина пур ҫинчех ҫапла тума хистесех хистемен кӑмӑлӗ те, никам та, нимӗн те тытса чарма пултараймарӗ.И о подружке своей Нине, с которой гулял больше года, вспоминать не хотел…
3 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ҫичӗ уйӑх ларса, вӗсенчен уйӑх ҫурӑ хушши ӑна крепоҫра тытнӑ, манӑн ывӑл хӑй ҫумӗнче ҫавнашкал хут татӑкӗ тытнӑшӑн ҫителӗклех тӳсрӗ тесе шутлатӑп…
Чее сӗтел // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.
…Университета кӗриччен те, университетран кӑларса янӑ хыҫҫӑн та, ҫак икӗ ҫул ҫурӑ хушшинче, вӑл (Владимир Ильич, — Авт. асӑрхаттарни) никампа тӗл пулмасӑр килсе пурӑннине, хӑйне политика тӗлӗшпе йӗркеллӗ тытнине, нимӗнле киревсӗр япалапа та интересленменнине эпӗ ҫирӗплетсе паратӑп…
Оля // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.
Икӗ ҫул ҫурӑ прошенисем ҫырчӗ.
Оля // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.