Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӑрмана каҫ сӗмӗ ҫапнӑ пулин те, вӑл ҫатра тӗмсем хушшипе ҫырманалла вӑркӑнса анакан юлташӗсене те, леш енчен хирӗҫ йӑпшӑнса тухакан милиционерсене те асӑрхама ӗлкӗрчӗ.
4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Кӗркунне кун кӗске ҫав, таврана каҫ сӗмӗ ҫапнӑ ӗнтӗ.
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Икӗ пӑравус кӑкарнӑ темле эшелон ӑна хыҫран ҫав тери вййлӑ пырса ҫапнӑ курӑнать.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ку хыпар Калюкова пуҫран чукмарпа ҫапнӑ пекех анратса ячӗ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Пӗр шутласан, ӗмӗрӗпе халӑха ҫутта кӑларас енӗпе ӗҫленӗ, интеллигент юнӗ витӗр ҫапнӑ ҫын ҫакнашкал калаҫни тӗлӗнмелле те пек.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ҫавна май ҫемьене пырса ҫапнӑ хуйха та вӑхӑтлӑха манатӑн…
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Урам урлах, ав, Антун пӳрчӗ — кивелме ӗлкӗреймен-ха вӑл, пӗренесене ылтӑн тӗс кӑна ҫапнӑ, ҫавӑнпа лайӑхах курӑнать — кантӑкӗсемпе кунталла пӑхса ларать.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Таврана сӗм ҫапнӑ вӑхӑталла темле тулли те хытӑ юхакан шыв хӗррине ҫитсе тухрӗҫ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Лавҫӑсем утсене эхэхейлетсе хӑвалани, йӗс шӑнкӑравсем пикенсех тинкӗлтетни, хуҫисен кӑмӑлне сиснӗ лашасем хастаррӑн тулхӑра-тулхӑра илни, вӗсен такан ҫапнӑ урисем ҫул хыттине тӑпӑртӑк-тӑпӑртӑк кӳплеттерни, ҫуна сулнӑка ҫапӑннӑ самантсенче хӗрарӑмсем сехӗрленсе кӑшкӑра-кӑшкӑра яни кӑна илтӗнсе тӑрать.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ылтӑн ҫипрен ҫӳлерех — хӗмлене-хӗмлене — тӳпе ҫав тери пысӑк ҫутӑ кӑшкарӗ пек ялкӑшать; шурӑ пӗлӗтсене палӑри-палӑрми хӗрлӗ тӗс ҫапнӑ.
IV. Пӗр кун маларах // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Сенкер ӗнтрӗкре тӗмсем мӗлтлетеҫҫӗ, кӑшт аяккарах йывӑҫсем тӗлӗреҫҫӗ; пӑчӑ, таврана ҫӗр шӑрши ҫапнӑ.В синих сумерках мерцали кусты, подальше спали деревья; веяло духотой и землей.
IV. Пӗр кун маларах // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Ӗшенсе ҫитнӗскер — Ассоль тата темӗн хушса калама хӑтланчӗ, анчах вӑйран кайни, хумхану, шӑрӑх ӑна ыйхӑлатсах ҫитерчӗҫ, акӑ куҫӗсем хупӑнчӗҫ, ашшӗн тӗреклӗ хул пуҫҫи ҫине пуҫӗпе ӳпӗнчӗ, самант — тӗлӗксен ҫӗр-шывне путатчӗ, анчах сасартӑк, кӗтмен ҫӗртен килсе ҫапнӑ иккӗленӳпе канӑҫсӑрланнӑскер, хупӑ куҫӗсемпех тӳрленсе ларчӗ.
I. Ӑрӑмҫӑ пӗлтерни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Транспорт хатӗрӗн водителӗ чӑнах та ӳсӗр пулни палӑрнӑ: унӑн сӑмахӗсем ҫыхӑнусӑр пулнӑ, калаҫнӑ чухне вара унтан эрех шӑрши ҫапнӑ.
Шупашкарта росгвардеецсем ӳсӗр водителе тытса чарнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/31047.html
Унта чӳречисене хӑмапа ҫапнӑ пӳртсене асӑрханӑччӗ.
Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.
Халиччен ҫын япалине тытман Сашӑшӑн ку хыпар уяр кунта аслати ҫапнӑ пекех туйӑнчӗ.
Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.
Темӗнле ырӑ мар шӑршӑ ҫапнӑ пек туйӑнчӗ вӗсене.
Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.
Пӗччен пурӑнаканскере ҫине-ҫине килсе ҫапнӑ хуйхӑсене тӳсме ҫӑмӑл маррине те ӑнланать.
Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.
Упӑшки пуртӑ ярса тытнӑ та 30 ҫулти арӑмне ҫапнӑ.
Арӑмне вӗлернӗ те пуҫне вакка пенӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/30620.html
Ерманӑн, питӗнчен ҫапнӑ пекех, пичӗ-куҫӗ хӗрелсе кайрӗ.
4 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Хӑмӑр тӗс ҫапнӑ ҫеҫен хир ҫийӗнчи хӗвел ҫӳлерен-ҫӳле шуса хӑпарать, — вӑл Пархоменкӑн пиҫӗхсе хуралнӑ ырӑ кӑмӑллӑ сӑн-питне хӗртсех пӗҫертет.Солнце поднималось над буро-зеленой степью — жгло его бронзовое добродушное лицо.
1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.