Поиск
Шырав ĕçĕ:
Хӗрлӗ хӑмачсем, пуҫ кӑшӑлӗсем, улӑхра тин ҫеҫ шӑтса тухнӑ курӑк, тӗтӗм шӑрши ҫапать… ытарма ҫук лайӑх!Красные кумачи, поднизи, на выгоне молоденькая травка, дымком попахивает… чудесно!
XXXVI // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Ҫу шӑрӑхӗ халӗ тӳрех тусене ҫапать, ҫавӑнпа вӗри сывлӑш юхӑмӗ тӑрӑх ӑмӑрткайӑксем майӗпен тӳпене хӑпараҫҫӗ.
XXII // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.
Пӗчӗк хӗрача параппанне халӗ те ҫапать.
XVIII // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.
Акӑ вӑл танлӑн та мӑнаҫлӑн тӑрать, хӑрах урине малалла пусса, аллисене ҫӳлелле ҫӗклесе, пуҫне пӗлӗтелле каҫӑртса хӑйӗн ӗҫне хӗрсех тытӑнчӗ: шӑлне шатӑртаттарать, уласа та илет, кӑкӑрне аллипе ҫапать — декламацилет ӗнтӗ, — пӗр сӑмахпа каласан, эпӗ хальччен курнӑ мӗнпур артистсем унӑн чӗрне хурине те тӑмаҫҫӗ.
Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Кашни ҫекундра тенӗ пек йӑлтӑр-ялтӑр ҫиҫӗм ҫиҫсе ярать те миля таран шап-шурӑ кӑтра хумсем курӑнаҫҫӗ, утравсем, — ҫумӑр чаршавӗ витӗр пӑхсан, — тусан купи тейӗн, йывӑҫсем ҫӗре ҫити авӑнаҫҫӗ; унтан аслати шартлатса авӑтса ярать те, аяккалла кӗмсӗртетсе кайса, майӗпен шӑпланать; самант та иртмест, каллех ҫиҫӗм ялкӑшать те, кӗмсӗр-кӗмсӗр! аҫа ҫапать.
Ҫирӗммӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Юханшыв ҫийӗн инҫете пӑхсан, чи малтанах хура тӑрӑх куратӑн — ку вӑл леш е чи вӑрман, халлӗхе куҫ урӑх нимӗн те палӑртаймасть-ха, унтан пӗлӗт хӗрри ҫуталать, ҫутӑ тӑрӑхӗ сарӑлнӑҫемӗн сарӑлса пырать, халь акӑ юханшыв та, — ун тӑрӑх инҫете пӑхсан, — хура мар, сӑрӑрах тӗслӗн курӑнать; аякра-аякра пӗчӗк хура пӑнчӑсем шӑваҫҫӗ — кусем шаландӑсемпе пӗчӗк кимӗсем, хура вӑрӑм тӑрӑхсем — сулӑсем; хӑш-пӗр чухне кӗсменсем чӗриклетни, ҫынсем кӑшт сӑмахлани илтӗнет — питӗ шӑп чухне сасӑ шыв ҫийӗн аякка каять; майӗпен-майӗпен шыв ҫийӗ кӑтраланни те курӑнакан пулать, ҫакӑн тӑрӑх ку тӗлте шыв юххи вӑйлине, вӑл тунката ҫине ҫапӑннине пӗлетӗн, — шыв ҫийӗ ҫавӑнпа кӑтраланать; унтан юханшыв ҫийӗн тӗтре йӑсӑрланма тытӑнать; хӗвелтухӑҫӗнче пӗлӗт хӗрелет, юханшыва та хӗрлӗ тӗс ҫапать, леш ҫыранра мӗн пурри те йӑлтах курӑнать ӗнтӗ — авӑ, вӑрман хӗрринче пӗчӗк йывӑҫ ҫурт ларать, йывӑҫ складне хураллакан пурӑнать пулас унта, ҫуртне алапаш тукаланӑ, пӗренесем хушшинчи шӑтӑксенчен кушак та кӗме пултарать; кӗҫех лӑпкӑ ҫил тухать, вӑл пит-куҫа уҫӑлтарса вӗрет, вӑрман шӑршипе чечек шӑрши илсе килет, хӑш-пӗр чух япӑх шӑршӑ та килкелет, мӗншӗн тесен ҫыран хӗрринче ҫӗрӗк пулӑ купи выртать, унтан усал шӑршӑ сарӑлать; кӗҫех ҫутӑ кун пуҫланать, тавралӑх йӑлтӑр кулӑпа ҫиҫет тейӗн — хӗвел тухрӗ, кайӑксем юрласа ячӗҫ.
Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Карета хӑвӑрттӑн чупать, вӑл е пулса ҫитнӗ тырӑ пусси хӗррипе, е анлӑ ҫаран ҫумӗпе пырать; тырӑ пуссинче сывлӑш пӑчӑ та ырӑ шӑршлӑ; тырӑ шӑрши ҫапать, ҫаран енчен вӗрекен сулхӑн ҫил вара сасартӑк ачашшӑн питӗ сӗртӗнсе илет.
XV // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Шывран таврана уҫӑ та сулхӑн сывлӑш ҫапать, ҫырмара лӑпкӑн чӳхенекен пысӑк мар хумсем ҫырана ачашласа сас тӑваҫҫӗ.От воды веяло свежестью, и тихий плеск небольших волн ласкал слух.
II // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Анчах вӑл пурпӗр кулкалать, мана хулпуҫҫинчен ҫапать та: «Асту, тӑванӑм, Соколова шанма юрамасть. Ӑна тӗрӗслес пулать-ха лайӑхрах. Кунта эп ҫеҫ каламастӑп сана! Комдив хӑй ҫапла шутлать. Вӑт мӗнле!» — тет.
1944-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Акӑ, Володя сӑмах ҫапать, Саша мӑшлата-мӑшлата, куҫлӑхне тасата-тасата стена хаҫачӗ кӑларать.Вот Володя, как всегда, балагурит, а Саша, сопя и протирая очки, выпускает стенгазету.
1943-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
— Хум ҫапать! — тесе хучӗ вӑл.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Йывӑрлӑх хыҫҫӑн йывӑрлӑх ҫитсе ҫапать.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Брузжакӗ тимӗр решеткене сунтал ҫинче тытса тӑрать, Артёмӗ решеткене мӑлатукпа ҫапать.Брузжак держал решетку на наковальне, подставляя ее под удары молота Артема.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Аҫа ҫапать, татах аслати шӑтӑртатса каять, кӗмсӗртетнӗ сасӑ пӗрре куҫ хупса илмеллӗх те пулин лӑпланса тӑмасть.
Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Пурте ученый куҫӗнчен пӑхаҫҫӗ, лешӗ ним тӑвайман енне чӑмӑрккипе хӑй ҫамкине ҫапать.Все посмотрели на учёного, бившего себя с видом полного отчаяния кулаком по лбу.
Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Вӑл лашине урисемпе тапать, брезент витрипе ҫапать, унтан ҫывӑхри хапхаран сиктерсе кӗчӗ те ахӑрса ячӗ:
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Ик-виҫ кун хушши управо тӑрринче тӑван хӗрлӗ ялав вӗлкӗшет, анчах часть тухса каять те хулана каллех тӗксӗм тӗс ҫапать.День-другой алело родное знамя над управой, но часть уходила, и сумерки надвигались опять.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Тырпулне ҫапать вӑл, хулана леҫет, ӗне илсе ярать, тейӗпӗр, ӗни вара вилет каять.Смолотил он пшеницу, свез в город, купил корову, потом корова сдохла.
Ҫутаттӑр // Олимпиада Таллерова. Гайдар, Аркадий Петрович. Ҫутаттӑр: калав; вырӑсларан О.Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1971. — 44 с.
Ефимка халран кайнӑ лашине ним чӗнмесӗр ҫапать, ҫул айккине пӑрӑнса кӗме вырӑн шыраса, ик енӗпе ҫаврӑна-ҫаврӑна сӑнать.
Ҫутаттӑр // Олимпиада Таллерова. Гайдар, Аркадий Петрович. Ҫутаттӑр: калав; вырӑсларан О.Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1971. — 44 с.
Пирӗн килхушшинче, метрострой шахти умӗнчи пысӑк хунар ҫути мана тӳрех куҫран ҫапать.
Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.