Поиск
Шырав ĕçĕ:
Зина кашӑкпа шултра ҫырла ӑсса илнӗ те Алексее тӑсса панӑ: «Ку сирӗн хӗвелтухӑҫӗнчи кӑвак ҫырларан лайӑхрах».
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
— Сахалтарах! — кулянса каларӗ Пушин, тепӗр ҫирӗм минутран хӗр аллинчен шултра саспаллисемпе илемлех ҫырман хут листине илсе.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Ковшов пасара ҫӳрерӗ, анчах унта ҫӗрулмипе сарӑхса кайнӑ шултра хӑяртан пуҫне урӑх нимӗн те сутман.Ковшов пошел на базар, но там, кроме картофеля и крупных желтых огурцов, ничем не торговали.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Курӑк ӑшӗнче кашни пусӑмрах шултра шӑнкӑрма курӑкӗ пек, кӗр чечекӗсем — сарӑ, кӗрен, тӗксӗм-кӑвак чечексем — йӑлтӑртатса лараҫҫӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Пӗр пилӗк километр кайсан, Гриша шултра ҫумкурӑкӗ пусса илнӗ окопа шыраса тупрӗ те, эпир ҫавӑнта ҫӗр каҫма шутларӑмӑр.Километров через пять Гриша отыскал заросшие бурьяном окопы, где мы и устроились на ночевку.
Улттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.
Питне пӗркеленчӗксем сӑрса илмен пулсан, хитре сӑн-питлӗ ҫынах пулнӑ пулӗччӗ-и тен вӑл, анчах ун питне темӗнле, ват ҫынӑнни пек мар, шултра та ҫемҫе, пите-куҫа пысӑклатса тӑракан, тӗсрен яракан пӗркеленчӗксем сӑрса илнӗ.
1 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Вӑл тем те вуланӑ — хаҫатсем, журналсем, вак-тӗвек кӗнекесем те, шултра кӗнекесем те.
6. Вӗсен пуҫне аэроплан тӑвас шухӑш епле пырса кӗнӗ // Ярукка Сантри. Чарнлей, М. Райтсем: (Вильбурпа Орвиль) / А. И. Ярлыкин куҫарнӑ; ред. Н. Васянка. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 110 с.
Власьевна тенкел ҫине тӑрса ҫыхӑран шултра сухансем татать.Власьевна в большом рабочем переднике, стоя на лавке, срывала с вязки крупные луковицы.
Пурте пӗриншӗн // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.
— Варя, вӗтӗ тӑвар памӑн-ши, пирӗн шултра!
Скатерть-самобранка // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.
Ҫамрӑк сысна ҫурисем пек шултра, кӗрен те вӑрӑм ҫӗрулмисем выртасҫӗ шӑтӑкра.И лежат в яме розовые картофелины, словно маленькие поросята.
Ҫӗрулми уйӗнчи ҫапӑҫу // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.
Чижик ҫамки ҫине шултра тар тапса тухрӗ.
Климушка пахчара // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.
Чижик шултра тӑвар сапса саланнӑ улма ҫиет, кишӗрпе саратнӑ вӗри чей ӗҫет, анчах хӑлхинче пӗр вӗҫӗмсӗр: «пилӗк паллӑ, ҫывӑрма канлӗ, ҫывӑрма канлӗ» тенӗ пек туйӑнакан сасӑ янӑрать, пӳрт ҫул ҫинчи урапа пек сулланнӑн туйӑнать.
Власьевна // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.
Унӑн васкавлӑ сасси ҫеммипе отряд шултра юртӑпа малалла хӑвӑрттӑн шурӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.
Тин анчах кулкаланӑ Геркулес пичӗ тӑрӑх шултра куҫҫуль тумламӗсем юха-юха анчӗҫ, вӑл вӗсене чарма шутламарӗ те.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Йывӑҫ килӗре йывӑр кисӗпсемпе рис тӳнӗ, кукурузӑна чулпа сӑтӑрса вӗтетнӗ, сӑвӑрнӑ, алланӑ, кӗрпе тунӑ, — ку кӗрперен туземецсем «мтиелле» текен шӳрпе пӗҫереҫҫӗ; шултра вир евӗрлӗ сорго тыррине пухнӑ.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Шултра тумламсем ҫӗр ҫине патӑртаттарса ӳке пуҫларӗҫ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Ҫӗре малтанхи шултра тумламсем патлатса ӳкрӗҫ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Шултра, хулӑн тирлӗ чӗрчунсен урисем ҫумӑр вӑхӑтӗнче шӳсе кайнӑ ҫӗре пысӑк шӑтӑк туса шӑтарса пӗтернӗ, — нӳрӗ, кӳпшеке вырӑнта пысӑк йӗрсем лайӑх ӳкерӗнсе юлнӑ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Мария Ильиничнӑпа Надежда Константиновна шултра хура саспаллисемпе наборланӑ сӑмахсене вуларӗҫ:Надежда Константиновна прочитала набранные большими черными буквами слова:
Анне патне канма // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.
Типтерлӗ, шултра саспаллисемпе тӑрӑшса ҫырса хунӑ: «Эпӗ Сире юрататӑп!»Четким, крупным почерком тщательно и твердо выведено: «Я Вас люблю!»
«Питех те кирлӗ» // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.