Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫавна шанса пурӑнатпӑр.
4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Анчах эсерсем пурте пӗр шухӑшлӑ пулман: пӗрисем Ҫӗпӗрти Верховнӑй правитель — Колчак патне куҫма шут тытнӑ; теприсем — Алюнов пеккисем — Учредительнӑй пуху пухӑнасса ҫаплах шанса пурӑннӑ.
1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Сӑмах шанса калама Хальччен юлташӑм пулман.
3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Мана шанса хӑварчӗҫ.
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Автономлӑ республикӑсем пуласса шанса, Октябрьти революци ҫӗнтерӗвне хӳтӗлесе хӑварма ырми-канми чӗнчӗ.
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Хамӑрӑн пуян аваллӑхӑмӑрпа хавхаланса, наци-культура йӑли-йӗркине типтерлӗн сыхласа упраса тата малалла аталантарса эпир сирӗнпе пӗрле хамӑрӑн юратнӑ республикӑна пурнӑҫӑн пысӑк пахалӑхӗпе палӑрса тӑракан тата чечекленекен хутлӑха ҫавӑрма пултарасса ҫирӗппӗн шанса тӑратӑп.
Олег Николаев Республика кунӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2022/06/24/gla ... et-s-dnem-
Аппана та пулӑшас пулать, текех сана шанса пурӑнмалла мар.
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Сан ҫине шанса тӑратпӑр.
1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Атте мана вилес умӗн Павлика пӑхса ӳстерме шанса хӑварчӗ…
7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Ваҫҫа кӗсйинче ун чухлӗ укҫа тытӑнса тӑрас ҫуккине шанса, Виктӑр, ахӑлтатса кулса, сӗтел хушшине кӗрсе ларчӗ:
1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Приказчиксене шанса текех ҫӑмарта сутти тӑвас ҫуккине Эльгеев лайӑх ӑнланнӑ.
3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Килӗшмеллех пулать пулӗ, кӗрӳ ҫине шанса укҫа тӑвайман, — тесе хӑй тӗллӗн шухӑшласа утать пӗччен ҫулҫӳрӗвҫӗ.
7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Шупашкарта нумай чарӑнса тӑман Эльгеев: хӑйне ҫывӑх ҫынсем пулман унта — кама шанса сӑмах уҫса калӑн.
7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Вӗсем халиччен ытларах сутасчӗ тесе, ҫӑмартине хӑш чухне укҫасӑрах шанса паркаланӑ пулсан, халӗ пурте парӑмӗсене илме васкаса килсе тухнӑ.
6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Хӗветӗр те, Укҫине аппа та, Марине кинемей те, кантурти ҫынсем Эльгеева пурте лайӑх палланине шанса, усал тумӗҫ тесе, хӑйсене хӑйсем йӑпатнӑ.
5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
«Истукансем» нумай ҫынсем хыҫҫӑн йӗрлесе ҫӳренӗ пулсан та, вӗсем пӗчченшерӗн «ӗҫленӗ», кантурсем ҫине кӑна шанса пурӑннӑ.
5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Пӗр вакун ҫӑмарта пӑсӑлни пысӑк ӗҫре нимӗнех те мар та, сывлӑх начарланса пынӑ пирки Эльгеевӑн хӑйӗн те, Матви пек, ҫынсене шанса ӗҫлеме тивнӗ.
4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Ваҫлейӗ — Санюк упӑшки — чееленсе ӗҫлени паллӑ пулнӑ: кӑшт та пулсан хӑй ҫумне хӑварать; Матвийӗ — Марье упӑшки, Эливан таврашӗ, — укҫа шутне пӗлмест, вӗҫкӗн, пӗтӗмпех приказчиксене шанса пурӑнать.
3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Вӑл алӑка хупрӗ, ҫакӑнпа калаҫу тӑсӑмне чарчӗ, унтан пӗччен юлчӗ те — хӑйне те, хӑйӗн шӑпине те тин кӑна чӑнласах шӳтленӗ ҫынна шанса пачӗ.
ХХIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Мӗн пуласса пӗлмесӗр, ҫапах та теме шанса Гервак канӑҫсӑр хӑпартлану та, кӗтмен ҫӗртен тупӑннӑ ҫӑлӑнӑҫ тӗлӗшпе те телей саманчӗсене туймасть; унӑн шанчӑкӗ ҫав тери тӑвӑр та лутра, — тутине ҫыртса лартнӑ шанчӑк.
XIX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.