Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

чунӗ (тĕпĕ: чун) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сӳсленчӗ чунӗ хурлӑ хӗрӗн; Халь ҫук пек пурнӑҫра тӗллев, — Ҫавна сиссессӗн вӑрттӑн йӗрӗн, — Пуҫра вырнаҫнӑ пек вӗлле.

Помоги переводом

VIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ухтер вӑл кашкӑр: чунӗ хытӗ; Пире хуҫма тара та тытӗ.

Помоги переводом

VII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Хӑй килӗнчех сасартӑк тупрӗҫ: Ун чунӗ тухнӑ витере.

Помоги переводом

VII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ят вараланнипе ун чунӗ, Ҫук, килӗшмест-мӗн ниепле.

Помоги переводом

VII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ун чунӗ тулашать халь шутсӑр, Ӑшран тухасшӑн ҫӗмӗрсе.

Помоги переводом

VI // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

«Ӑҫта вӑл?» — чунӗ лӑпланмасть.

Помоги переводом

IV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Чӗр чунӗ те ҫавна кура Шӑпланчӗ.

Помоги переводом

IV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Пӗр карчӑк Анчах ун тусӗ: те хурах, Те ирсӗр евчӗ вӑл, те тарҫӑ - Чӗри те, чунӗ те хура.

Помоги переводом

III // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Пӗлмест-тӗр хӗр ӑҫта чӗнет Тин ҫеҫ вӑраннӑ ҫамрӑк чунӗ, Мӗнле хӗлхемпеле вӑл ҫунӗ, Ӑҫта ун туйӑм ҫиҫкӗнет?

Помоги переводом

I // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Чӑвашӑн чунӗ пит хурланнӑ: «Ах, пӗтрӗ, — тенӗ, — ирӗкӳ».

Помоги переводом

I // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ҫапах та чунӗ таса та йӑваш.

Помоги переводом

XXV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кӑна илтсен, Укахви чунӗ тата ытларах тӑвӑлса ҫитрӗ, пырне те ҫӑтса ямалла мар чӑмӑркка япала тулса ларчӗ.

Помоги переводом

XXX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Хӑйӗн машини ҫӗмрӗлнӗрен вӑл ним тума пӗлмест курӑнать, ҫавӑнпа чунӗ чӑтманран хире вӗҫтерсе тухнӑ.

Помоги переводом

XXIX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Эс ӑна алла илетӗн, ун чунӗ чӳпӗк пек вӗт, темле те хуҫкалама пулать.

Помоги переводом

XXVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Темиҫе каҫ тухнӑ хыҫҫӑн Ятманӑн та чунӗ урамаллах туртрӗ.

Помоги переводом

XXV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Амӑшӗ унпа чунӗ киленичченех калаҫрӗ темелле — ӑна вӑл кунне темиҫе хутчен курчӗ, анчах ашшӗ, кункаҫа ҫураки ӗҫӗпе чупаканскер, ывӑлӗпе каҫсерен ҫеҫ пӗрер сехет ларкаларӗ.

Помоги переводом

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Пырса пӑхрӗ те, ун чунӗ ирӗлсех кайрӗ, — чӳрече умӗнче Марине тӑрать.

Помоги переводом

ХIХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Пӗр качака чунӗ пур.

Помоги переводом

XII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Пӗчӗкрех чухне пулсан, амӑшӗ ӑна чипер апат ҫиме те пӗлместӗн тесе хӑтӑрса та тӑкнӑ пулӗччӗ, анчах халӗ, ывӑлӗ вӑл ҫулсенчен иртнине кура, пӗр сӑмах та каламарӗ, хӑй тӗллӗн «ял ҫыннисене сӑнать, чунӗ тунсӑхласа ҫитнӗ ӗнтӗ» тесе ҫеҫ шухӑшларӗ.

Помоги переводом

IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Куҫма кашни ҫынпа пакӑлтатма пултараймасть, ҫынна тӳрех чӗрине уҫса памасть, ҫапах та унӑн хӑйне кура чунӗ пур, хӑйне кура вӑл савӑнма та, хурланма та, тарӑхма та, хӑпартланма та пултарать.

Помоги переводом

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней