Поиск
Шырав ĕçĕ:
Хӳме тӑрӑх тӑршшӗпе икӗ рет бойница туса кайнӑ.
12. Икӗ хула // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Ҫав вӑхӑтра вӗсен картишӗнче алӑк чӗриклетнӗ сасӑ илтӗнчӗ, хӳме леш енче вут сыппи ӳкрӗ — хӗр ача вутӑ купи хыҫне пытанчӗ пулас.
10. Ылтӑн пичетлӗ хут // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Тепринче каччӑ хӳме умне ывӑҫ тулли кӑвак чечек илсе пычӗ.
10. Ылтӑн пичетлӗ хут // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Иливан аллинчен вӗҫерӗннӗ ҫеҫке хӳме тепӗр енне ӳкрӗ.
10. Ылтӑн пичетлӗ хут // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Яланхи вӑхӑтрах, ирхи апат хыҫҫӑн, ашшӗ килтен тухса кайсан хӳме патне йӑрӑс пӳллӗ хӗр ача ҫывхарчӗ, пит каррине кӑшт сирчӗ те шӑтӑкран чӑрр пӑхрӗ.
10. Ылтӑн пичетлӗ хут // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Темле майпа пуҫне ҫӗклесе пӑхрӗ те хӳме хушӑкӗнчен ҫын сӑнаса тӑнине асӑрхарӗ.
10. Ылтӑн пичетлӗ хут // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Ун чухне вӑл хӳме ҫывӑхӗнчи каска пуканӗ ҫинче йӗнер юсаса ларатчӗ пулас, никам ҫукран хӑй тӗллӗн юрӑ ӗнӗрлетчӗ.
10. Ылтӑн пичетлӗ хут // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Халь, ӗлӗкхи пек, хӳме урлӑ кармашса пӑхаймӑн, хапхана ҫӗмӗрсе те кӗреймӗн — крепоҫе йӑлтах юсаса, тӗреклетсе тухнӑ.
5. Хан пӳлӗмӗнчи тавлашу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Атӑл тӑрӑх тӑвалла е анаталла каятӑн-и, пӑхатӑн та икӗ енче те ешӗл хӳме тытнӑ евӗр ӳссе ларнӑ вӑрмансене куратӑн.
Нихӑшӗнчен те илемли // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 3–4 с.
Пиччепе аппа картаран хӳме хыҫне тислӗк йӑтаҫҫӗ, таптаса купа тӑваҫҫӗ.
Асамат кӗперӗ айӗнчен тухма кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Ҫемук автан пек каҫӑрӑлса пӗр самант пӑхса тӑчӗ те пирӗн илемлӗ ҫӳлӗк патне чупса пычӗ, ӑна илсе ҫӗре печӗ, кукӑльсене, хӑпартусене хӳме ҫине ҫатлаттарса ҫӗмӗрсе пӗтерчӗ.
Манӑн юлташсем // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Ӗнер хӳме ҫине улӑхса чӗркуҫҫине шӑйӑрттарнӑ вырӑн та палӑрать.
Инкексем // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Янтул хӑлхине аллипе хупларӗ те крыльца ҫинчен чупса анчӗ, хӳме урлӑ пуп картишне сикрӗ.Яндул недослушал слов Микки, сбежал с крыльца и перемахнул через забор в поповский двор.
Савтепи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Вӗсем кӗрсе алӑкне тайма ӗлкӗрчӗҫ-и, ҫук-и, Янтул хӳме ҫумӗнчи хурлӑхан тӗмӗсем хушшине чӑмрӗ, карта хушакӗ ҫумне тӗршӗнчӗ.
Киремете пуҫ ҫапни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Кунтан та нумай курма ҫук-мӗн, ҫӳллӗ хӳме хупласа тӑрать.
Киремете пуҫ ҫапни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Янтул вӑл айлашнине итлесе пӗтермерӗ, пӳрт алӑкне Ивук сӑмси умӗнчех тӑррӑст! тутарса хупрӗ те Хветле хыҫҫӑн крыльца ҫинчен анчӗ, хӳме урлӑ пуп картишне сикрӗ.
Ҫӗнӗ хуҫа // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Анчах йытти хурсенчен хӑраса кӗлет айӗнчен тухма пӗлместчӗ, кушакки хӳме тӑрринчен анмастчӗ.
Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Хӗр йӗкӗр ҫул ҫуралнӑ теме Мариҫ тупӑкне кил хушши алӑкӗнчен мар, пӗр сыпӑ хӳме сӳтсе кӑларчӗҫ.
Салакайӑк // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Унтан вӑл картиш тӑрӑх шӑппӑн утса ҫаврӑнчӗ, хӳме урлӑ вӑрттӑн пӑхрӗ.
Ҫӗрлехи хӑнасем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Хӳме шӑтӑкӗнчен Кӗлпикке пӑхать.
Ӗҫ ҫинче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.