Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хушӑра (тĕпĕ: хушӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Эпӗ юлашки вӑхӑтра ниҫта та тухманччӗ, ку хушӑра ялта мӗн-мӗн пулса иртнине те пач пӗлменччӗ.

Помоги переводом

Хӑрушӑ хыпарсем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Хӗр кӗнчелине кӑпӑр-капӑр пуҫтарчӗ те, тем хушӑра хуран айне чӗртсе яма та ӗлкӗрчӗ.

Помоги переводом

Хӑтараҫҫӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫак хушӑра Ольӑпа Уля Палас хӗрринче хӑйӑрпа ҫап-ҫутӑ тасатнӑ сӑмавара иккӗшӗ икӗ хӑлхинчен ҫӗклесе кӗчӗҫ.

Помоги переводом

Тарье таврӑнсан // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сайралма пуҫланӑ ҫӳҫӗ-пуҫӗ тусӑлса ан кайтӑр тесе, пуҫне пӳрне сарлакӑш пушӑт кӑшӑлӗ тӑхӑннӑ Усли пушмак юсаса ларнӑ хушӑра Хветут карчӑкӗ тӗпелти кӑмака умӗнче айланчӗ.

Помоги переводом

Эй, Хветут, Хветут // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫак хушӑра вӑл ҫине каракуль ҫухаллӑ пальто, пуҫне ҫавӑн йышшиех шӗвӗр ҫӗлӗк тӑхӑнма ӗлкӗрнӗ, кӗсйине мӗн чикмеллине те манман.

Помоги переводом

Петӗрпе матушка // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пуп патнелле халӑх ушкӑнӗ талпӑнса пычӗ, ӑна ярса тытма хӑтланчӗҫ, анчах Якку атте тем хушӑра клирос патӗнчи алӑкран чӑмса кӗрсе таҫта тарса пытанма та ӗлкӗрчӗ.

Помоги переводом

Чиркӳре // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хӗрпе йӗкӗт ҫапла калаҫса пынӑ хушӑра ура сасси илтӗнех кайрӗ.

Помоги переводом

Пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Шатра питлӗ ҫынсене эпир хамӑр хушӑра та куратпӑр-ха, — тесе вӗҫлерӗ те Степанов хӑй вырӑнне ларчӗ.

Помоги переводом

Пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫак хушӑра Хрестук сенкер куҫӗсемпе Сергее шырарӗ, Степанов комсомол секретарьне еплерех асӑрхаттарнине систересшӗн пулчӗ вӑл.

Помоги переводом

Пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӗсем ку ыйтупа ҫыхӑниччен ҫыхӑнманни лайӑх, чиркӗве хирӗҫле сасӑланине пӗлсен, атте-анне килтен хӑваласа кӑларӗ тесе хӑраса, ыттисем сисмен хушӑра айккинелле тухса шӑвӑнчӗҫ.

Помоги переводом

Пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫав хушӑра кӗҫӗн кин хуҫа арӑмӗ патне те ташласа пычӗ, урине тапса, пуҫне тайрӗ, ӑна, аллинчен тытса, упӑшки патне ҫавӑтса пычӗ.

Помоги переводом

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫапла, ҫирӗм ҫул ытла ӗнтӗ вӑл вӑрӑ ӗҫӗпе пурӑнать, анчах ҫак хушӑра ун патне пӗр-пӗччен, куҫа-куҫӑн кӗме хӑйнӑ ҫын пулманччӗ-ха.

Помоги переводом

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Петӗр ун-кун пӑхкаласа тӑнӑ хушӑра тӗпелти алӑк уҫӑлчӗ — пӳлӗме кӗреш пек тӗреклӗ ҫын кӗрсе тӑчӗ.

Помоги переводом

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫак хушӑра Петр Петрович пӗр наганне кӑларса Иван кӗсйине чикрӗ, шӑппӑн кӑна: — Асту, эпӗ систерсен ҫӳлелле пер, — тесе хӑварчӗ.

Помоги переводом

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пӗр ачи кӗлтене ҫавӑрса хурать те, ҫав хушӑра ӑна тӗрлӗ енчен ултӑ тӑпач ташлаттарса та илет.

Помоги переводом

Ҫӑкар пулсан — ҫын пурӑнать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫав хушӑра Тевлеш ыттисен умне маларах тухса тӑчӗ.

Помоги переводом

Ҫӑкар пулсан — ҫын пурӑнать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫак хушӑра ҫур ял ҫурт-йӗрӗ кӗл пулса вӗҫрӗ.

Помоги переводом

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сахар вӗсемпе сӑмахлакаланӑ хушӑра пӳрт тӑрринчи Хрестук лӑпсӑркка йӑмрасем айӗнче ларакан мунча ҫинче тӗтӗм йӑсӑрланма пуҫланине асӑрхарӗ.

Помоги переводом

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫынсем сехри хӑпнипе Вова ҫывӑхне пыма та хӑраса тӑнӑ хушӑра унта Сахар чупса ҫитрӗ.

Помоги переводом

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӑл пӗр аллипе ҫӗлӗкне пусрӗ, тепринпе йӗмне хӑпартма тӑчӗ, анчах хӑпартса ҫитереймерӗ — тепӗр сурӑх вӑрри, Ахматша, ыткӑнса пычӗ те, тем хушӑра Энтрей йӗмне хывса та илчӗ.

Помоги переводом

Акатуй // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней