Поиск
Шырав ĕçĕ:
Никама пӑхӑнман патшалӑх йӗркеленнӗ пулин те Эритрея вӑрҫӑсене хутшӑнма пӑрахман.Несмотря на создание независимого государства, Эритрея продолжила участвовать в войнах.
Эритрея // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/content/5953-%D0%AD% ... D1%8F.html
Пирӗн «Шкулти самбо», «Шкулти шахмат», «Шкулти футбол» та-та ытти проектсем ӗҫлеҫҫӗ, вӗсене пула кашни шкул ачи юрӑхлӑ тата массӑллӑ спорт тӗсӗсене хутшӑнма пултарать.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://cap.ru/action/activity/sobitiya- ... darstven-1
Пирӗн ҫавнашкал пулӑшу ӗҫӗсене, ҫав шутра халӑхпа ҫыхӑнса ӗҫлемелли халь ӗҫлекен порталпа тата «Инцидент-менеджментпа» усӑ курса, малалла аталантармалла, ҫынсене хӑйсен шухӑшӗсене пӗлтерме тата анлӑн сӳтсе явмалли ыйтусене татса парас ӗҫе хутшӑнма пулӑшакан майсем туса памалла.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://cap.ru/action/activity/sobitiya- ... darstven-1
Фестивале хутшӑнма заявкӑсене солистсем, вокал ушкӑнӗсем, хорсем, ҫавӑн пекех автор юррине юрлакансем ярса пама пултараҫҫӗ.
«Ровесник» культура керменӗнче салтак юррин фестивалӗ иртӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/30876.html
Паян сире пурнӑҫра унчченхи пекех хастар пулма, обществӑпа культура пурнӑҫне йӗркеллӗн хутшӑнма мӗнпур майсем туса панӑ.
Михаил Игнатьев Пӗтӗм тӗнчери ватӑ ҫынсен кунӗ ячӗпе саламлани (2018) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2018/10/01/news-3944636
Тӑваттӑмӗш класра вӗренекен Вова та ашшӗ-амӑш хирӗҫӗвне хутшӑнма пуҫларӗ — амӑшне хӳтӗлерӗ.
Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.
Чӑваш Республикин ял хуҫалӑх министерстви асӑннӑ курава хутшӑнма заявка йышӑнма тытӑннине пӗлтернӗ.
«Ҫӗрулми» курава кӑҫал хӑш кунсенче ирттерессине палӑртнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/30735.html
Гриша вилнӗ хыҫҫӑн хӑйӗн те ҫынсемпе хутшӑнма ытлашши кӑмӑл ҫук ун.После смерти Гриши и у нее нет никакого желания общаться с людьми.
Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.
Ку телеграммӑра халех Кӑнтӑр фрончӗн Революционнӑй ҫар советне тума кирли ҫинчен, унӑн оперативлӑ ӗҫӗсене комиссарсен хутшӑнма юраманни ҫинчен тата ҫар штабне Козлов хулине вырнаҫтармалли ҫинчен хушса ҫырнӑ пулнӑ.
8 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Ҫак вӑхӑтра Валуйкӑра тӑракан Сиверсӑн 5-мӗш армийӗ Ворошилов ҫумне хутшӑнма пултараймасси ҫинчен пӗлтерекен хыпар ҫитнӗ, мӗншӗн тесен вӑл арми пӗтӗмпех арканса пынӑ…
3 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Эпӗ ваше высокопревосходительствӑна вырӑссен ӗҫне активлӑнрах хутшӑнма май паракан меслетсенчен пӗрне сӗнме пултарӑттӑм.
7 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Аукциона хутшӑнма кӑмӑл пуррисенчен заявкӑсене раштавӑн 18-мӗшӗччен йышӑннӑ.
«Ярмарка» суту-илӳ комплексне сутлӑха вырнаҫтарнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/30584.html
Унта кирек кам та хутшӑнма пултарать.
«Ҫӗнӗ ҫула – чӑваш апачӗпе» флешмоб иртет // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/30574.html
Буржуйсен большевиксем пирки тем тӗрлӗ элеклекен хаҫачӗсен миллионшар экземплярӗсем халӑхсен чи анлӑ массисене большевизма хак парас ӗҫе хутшӑнма пулӑшаҫҫӗ.
5 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Вӑл каланине ӗненес пулсан ҫак вӑййа Лина кӑна хутшӑнма пултарать.
Шӑматкун, декабрӗн 18-мӗшӗнче Эмиль пӗтӗм Ленниберга ялне тӗлӗнтерчӗ, ҫакӑншӑн унӑн мӗнпур ҫылӑхӗсене каҫарчӗҫ. Тӗрӗсрех каласан, вӗсем ҫинчен манса кайрӗҫ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.
Ҫынпа хутшӑнма юратман сивӗрех кӑмӑллӑскер, Дублин соборӗн деканӗ Ирланди халӑхӗн юратакан ҫынни пулса тӑнӑ.Замкнутый и суровый декан Дублинского собора сделался любимцем ирландского народа.
5 // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с. — 335–353 с.
Юлашкинчен, взяткӑсем илсе, государство укҫи-тенкипе тӗрлӗ ултавлӑ ӗҫсем туса, государство укҫипе пурлӑхне тӳрремӗнех вӑрласа ҫав териех пуйса кайнӑ хыҫҫӑн, министрсем общество ӗҫӗсене хутшӑнма пӑрахаҫҫӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Ҫавӑнпа король ҫуртӗнче пурӑнакан кашни ҫын пӗтӗм тӗнчипе пулакан концерта хӑйсем выляма пултаракан музыка инструменчӗсемпе хутшӑнма хатӗрленнӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Петрель-фру хулари паллӑ дамӑсенчен пӗри, ҫавӑнпа та вӑл Катхультри ахаль ҫынсемпе хутшӑнма пуҫлани ачашӑн ӑнланмаллах та мар.
Юнкун, октябӗрӗн 31-мӗшӗнче, Эмиль лашаллӑ пулать тата Петрель-фрупа пӗтӗм Виммербю ҫыннисене вилесле хӑратса пӑрахать // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.
Эпӗ секретаре императора хам пысӑк чыс тунине пӗлтерме тата хам шутпа манӑн, ют патшалӑх ҫыннин, вӗсен вырӑнти партисен хирӗҫӗвне хутшӑнма кирлӗ маррине каласа пама ыйтрӑм; анчах эпӗ ҫӑлӑннипе ирӗке тухни императортан килнине кура, хамӑн пурнӑҫа нимӗн шеллемесӗр унӑн ҫӗршывне тӑшман килсе тапӑнасран хӳтӗлесе тӑма хатӗр, терӗм.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.