Поиск
Шырав ĕçĕ:
Решетке леш енче ҫирӗм тӑватӑ ҫулсенчи ҫамрӑк хӗрарӑм тӑрать: шӑрӑха пула хӗрелсех кайнӑ, ҫепӗҫ пичӗ кӑнпах хӗвелне пиҫсе хуралнӑ, кӑвак куҫӗсем ҫиҫеҫҫӗ, ҫӳҫӗ тӗксӗм, уҫӑ ҫамки ҫинчи нӳрлӗ, сенкер хӑюпа капӑрлатнӑ сарӑ шлепкин хӗрри сарлака; ҫаксем пурте Джесси чунӗнче хӗрхенӳ майлӑ туйӑм ҫуратаҫҫӗ.
XVI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Вӗчӗхӳллӗн сывласа япаласене арчаран кӑларма, урайне хума пикенчӗ, ӑна чару тӗнчине вӗҫне ҫитичченех тӗпчесе пӗлес хӗрӳ туйӑм ҫавӑрса кӑтӑклать.
XII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
«Ҫук, ку вилӗм шӗвекех, — пӗтӗмлетрӗ Моргиана савӑт тӗшши пирки тӗсӗпе мар, туйӑмпа тӗшмӗртсе, хӑйне евӗрлӗ ҫак туйӑм тепӗр чух пӑхсан сӗтеклӗ курӑнакан пан улмине касма, унтан вара ӑна айккинелле ывӑтма хистет.
VIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Тусӗн аптӑравлӑхӗ ӑна та кӑштах куҫрӗ, унсӑрӑн Джесси «арҫын килӗнчи еркӗн хӗрарӑм» е «хӗрӳ туйӑм» йышши янӑравлӑ та хитре сӑмахсем пирки хӑпартлансах пуплемелле те.
V сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Ӑшӗнче кӑна тӗлӗнмеллерех туйӑм вӑркаса иртрӗ: йӑмӑкне сивӗнсе пыракан аллинчен тытать тейӗн.Лишь было у нее странное ощущение, что она держит холодеющую руку сестры.
IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
— Эпӗ сана кураймастӑп, — шӑппӑн хуравларӗ Моргиана, хӑй вара йӑмӑкӗн туйӑм вӑййи тата хытӑрах чеченлетнӗ, хумхануллӑ сӑнне кӗвӗҫӳллӗн тишкерет.
I сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Анчах унӑн нӗрсӗрлӗхӗ пирӗнте ӑна хӗрхенес туйӑм ҫуратаймасть, мӗншӗн тесен унӑн тӗксӗммӗн тимлесе пӑхакан хӗсӗк куҫӗсенче сивӗ те кӑвасак ҫивӗчлӗх ҫуталса сапаланнӑ.
I сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Калама чарнӑшӑн тарӑхни мар, хӗр патне ӑнтӑлӑвӑм, уншӑн кӳреннӗ туйӑм, тарӑн тунсӑх туртса кӑларчӗҫ ҫав сӑмахсене — «епле — пӗччен?» — вӗсене каялла илме халӗ май ҫук ӗнтӗ.
ХХХIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
— Ҫав туйӑм иртсе каймасть-и?
ХХХII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
— Ку тин ҫеҫ пулса иртрӗ те… — хам сисмесӗрех кулса хуравларӑм эпӗ, мӗншӗн тесен кӗтесре хӑмӑр шерепеллӗ сарӑ кӗпе куратӑп, — ҫавӑнпа та хамӑн туйӑм пирки калама йывӑр.
XXX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Анчах ҫак туйӑм хӑйне нимӗнпе те кӑтартмасӑрах ҫухалчӗ.
XXVII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Унӑн питӗнче ӑнланмалла мар чӗрӗ туйӑм пӗрре ҫеҫ чупса иртрӗ, — кунашкалли кӗтмен ҫӗртен мӗн те-тӗр аса килсен пулкалать.
XXVII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Унӑн сӑмахӗсене хам шухӑшламасӑрах ӗненес туйӑм тата ҫилӗллӗ иккӗленӳ кӗрешеҫҫӗ манра.Гневное сомнение боролось во мне с бессознательным доверием к его словам.
XXV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Мана халӗ киревсӗр туйӑм пусӑрӑнтарать.
XXIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Йывӑр хуйха пула чарӑлса пысӑкланнӑ ҫын куҫӗ каҫ сӗмӗнче уйрӑмах салхун та тунсӑхлӑн курӑнать, чӗрере йывӑр туйӑм ҫуратать.
XII // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.
Ҫапах чун-чӗре тӗпӗнче темӗнле аван мар туйӑм ҫуралчӗ.
V // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.
Илемпине тӗлӗнмелле туйӑм, халиччен пӗлменни-сисменни ҫавӑрса илчӗ: ҫак самантчен вӑл тарӑн ыйхӑра пулнӑ пек те халӗ ӑна вӑратрӗҫ пек.
III // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.
Эпӗ тӗттӗм историллӗ тата шанчӑксӑр капитанпа ишетӗп, пулма тивӗҫлех ӗҫ-пуҫа кӗтетӗн; манӑн ҫак тӗллевӗм уҫӑмсӑр туйӑм сассине ҫаврӑнма пуҫларӗ, ҫак туйӑм ку лару-тӑрура стена леш енче мӗн ҫинчен пӑшӑлтатнине кӗвӗҫӳллӗн тӗшмӗртес килнӗ евӗр тӗлӗнмеллерех.
XIV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Хамӑн тӑрӑма тӗп-тӗрӗс пӑхса хакламалли лару-тӑрура манӑн пӗрре мар пулма тӳр килнӗ, ҫавӑн чухне эпӗ тертлӗ туйӑм хыҫҫӑн кайнин чӑн-чӑн пуҫламӑшӗ ӑҫтине те палӑртаймастӑмччӗ, тӗрӗссипе, ҫав туйӑма алла илес ӑнтӑлу пачах та ҫукчӗ, тӗл пулу, пӑхни, алӑ, сасӑ, кулӑ, шӳт — ҫаксем хӑйсемех ҫӑмӑллӑх; тата — пӗтӗм пурнӑҫа пӗр ҫынна чунран парӑннилӗх чарса лартни хушшинче питӗ хӑватлӑ ҫӑмӑллӑх; кунашкал чухне савӑнӑҫ ҫӑлӑнӑҫпа тан.
XIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Ӑна аса илни хавха ҫуратать; унӑн сӑн-сӑпатне самантлӑх ҫеҫ курниех ҫапла аптӑратать тӗк — куҫа-куҫӑн тӗл пулса паллашни пысӑкрах тата, ахӑртнех, чир евӗр йывӑр туйӑм ҫуратмӗ-и?
XIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.