Поиск
Шырав ĕçĕ:
Хӑйӗн мӗнпур туйӑмне, хӑйӗнче вӑранакан талант вӑйне сасартӑках пӗлсе ҫитнӗ каҫранпа тулашри тӗнчен тӗттӗм те тӗлли-паллисӗр инҫетлӗхӗ ҫине вӑл хӑюллӑрах пӑхма пуҫларӗ.
II // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Унӑн пичӗсем, ҫамрӑк юратӑвӑн пӗрремӗш чуптӑвуне туйнӑ пек, сасартӑках ҫиҫсе-хӗмленсе илчӗҫ.Ее лицо вспыхнуло, как будто это ей был дан первый поцелуй молодой любви.
XII // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Анчах кӗвӗ, кӑпӑкланса, сирпӗнсе-саланакан хум евӗр, ҫӗкленсе ҫитеймесӗрех, темӗнле ӗсӗклесе-мӑкӑртатса сасартӑках калле ӳкет те, теме ӑнланман-пӗлменнипе аптранӑ пек, сасӑсем сӳнсех-сӳнсех пынӑ май, пайтахчен янӑраса тӑрать.
XI // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Унӑн шуранка сӑн-пичӗпе ҫинҫешке кӗлетки курӑнса кайсанах вӑл ҫак ҫутӑ пӳлӗм алӑкӗнче сасартӑках чарӑнса тӑчӗ.
IX // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Петр сасартӑках шуралса кайрӗ, пысӑк та пӗр хускавсӑр суккӑр куҫӗсем тӑпах чарӑнчӗҫ.Лицо Петра сразу побледнело, и незрячие глаза остановились, большие и неподвижные.
VIII // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Унӑн яланах лӑпкӑ та тӳсӗмлӗ тусӗ сасартӑках ҫапла хӗмленсе кайни ытла та кӗтмен ҫӗртен тата ӑнланмалла мар пулса тухрӗ.Эта вспышка со стороны его спокойной и всегда выдержанной подруги была так неожиданна и необъяснима!
VIII // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Чӗрене юн тапса тулчӗ, пичӗ сасартӑках шуралса кайнине туйрӗ вӑл.Кровь отлила к сердцу, а на лице она сама ощутила внезапную бледность.
VI // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Петр ҫывхарнӑ май ҫав калаҫусем сасартӑках шӑпланчӗҫ.
V // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Вичкӗн туйӑм ҫавнашкал хатӗр тӑрса теме кӗтни суккӑрӑн кӑмӑл-туйӑмӗнче те паллӑ йӗр хӑварнӑ; хупӑрласа тӑракан ҫав сӗм тӗттӗмлӗх хӑйӗн курӑнми аллисемпе ун патнелле кармашса, ӑшчикри темскере кӗҫ-вӗҫех пырса сӗртӗнессӗн, вара сасартӑках пуҫри темскер, тӗлӗрекенскер, вӑранса каяссӑн туйӑннӑ.
I // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Паллах ӗнтӗ, ҫакнашкал самантсенче кӗтмен ҫӗртен пӗр-пӗр ҫын сасси илтӗнсе кайсанах, унӑн кӑмӑл-туйӑмне сасартӑках пӑсма, ыраттарса ярасла кансӗрлеме пултарнӑ.
V // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Ачан алли шап-шурӑ тӗк пӗрчисем ҫийӗн шуса ҫунат вӗҫӗнче сасартӑках улшӑнакан хура тӗк пӗрчисем патне ҫитсен, Анна Михайловна хӑйӗн аллине самантрах тепӗр клавиш ҫине куҫарать, вара пӳлӗм тӑрӑх хулӑн бас сасси кӗрлесе-янӑраса каять.
III // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Ҫав-ҫавах та эпӗ куртӑм, чӑнах та куртӑм… — хушса хучӗ вӑл пӗр самант чӗнмесӗр тӑнӑ хыҫҫӑн, вара унӑн сӑнӗ сасартӑках тӗксӗмленчӗ.
II // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Хӗрача, пуҫне ҫӳлелле каҫӑртса: «Ах, мӗнлерех ҫумӑр пӗлӗчӗ килет, мӗнле хуп-хура тӗттӗм пӗлӗт килет!» — тесессӗнех, вӑл сасартӑках сивӗ ҫил кассине сиснӗн туять, хӗрачан сассинче таҫта инҫетре-инҫетре, ҫӳллӗ тӳпере шӑвакан хӑрушла пысӑк чӗрчунӑн пӗтӗм ҫан-ҫурӑма сӑрӑлтаттарса яракан кашлавне илтет.
VIII // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Тепӗр куннех вӑл, хӑйӗн пӳлӗмӗнче Макҫӑмпа пӗрле яланхи уроксемпе лараканскер, сасартӑках пуҫне ҫӗклерӗ, кӑшт итлерӗ те хавхалансах: — Пӗр самантлӑха тухма ирӗк пар-ха мана, — терӗ.
VI // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Ҫавнашкал хурланмалла япала ҫинчен сасартӑках пӗлнипе тӗлӗнсе ӳкнӗскер, пӗчӗк хӗрарӑм хӑйне яланхи пек мӑн ҫынла тытаймарӗ, вӑл чунтан хурланнипе тата ҫав хурлӑха сирсе яма нимӗн тӑвайманнине пула хӑй те самантрах пӗчӗк ача пулса тӑчӗ, вара тӳсейми хурлӑхлӑн татӑлса йӗрсе ячӗ.
V // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Хӑйӗн вӑйне те сасартӑках шанма пуҫласа, вӑл темиҫе хутчен те инструмент патне пычӗ, тӳлек шӑхличӗ сассине унӑн клавишӗсен янӑравлӑ ташшипе яланлӑхах путарас тесе, ӑна уҫкаласа та пӑхрӗ.
IX // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Музыкант хытӑ чӗреллӗ пике ҫинчен мансах кайрӗ кӑна мар, хӑй чӑнах та пурӑннине те туйми пулнӑччӗ, анчах сасартӑках шарт сиксе илчӗ те самантрах тӑрса ларчӗ.
V // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Сасартӑках ут вити енчен, кӑнтӑрти каҫ шӑплӑхӗпе пӗрлешсе, хуллен-хуллен, илемлӗн кӗвӗленсе, шӑхличӗ сасси янӑраса кайрӗ.
III // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Вӑл тавҫӑрса илчӗ: ача ӑнланмалла мар пӑшӑрханса ӳкни тата сасартӑках тӑнне ҫухатни вӑл хӑй мӗн-мӗн туйса ирттернисене ӑс-тӑнӗнче шӑнӑҫтарма пултарайманнинчен килет; вара вӑл ҫав туйӑм-сисӗмсене сывалакан ача чӗри патне майӗпен е урӑхла — сыпӑкӑн-сыпӑкӑн пайласа — ҫитерме шут тытрӗ.
IX // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Ҫак ӑнланма ҫук асар-писерлӗх витӗр леш сухаҫӑ вӑрӑммӑн та тунсӑхлӑн кӑшкӑрнӑ сасӑ тепӗр хут вӗҫсе иртрӗ те, вара сасартӑках пурте шӑпланчӗ.
VII // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.