Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пекки сăмах пирĕн базăра пур.
пекки (тĕпĕ: пекки) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Тӗрӗс, ҫулма тухнӑ, — каллех ӑшшӑн кулам пекки туса килӗшрӗ унпа Савантер.

Помоги переводом

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Таймапуҫпа килни аван, — каллех кулам пекки турӗ Савантер.

Помоги переводом

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Кӑҫал пӗрремӗш хут-ха кун пекки

Помоги переводом

Тинех… // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 56–57 с.

Ҫине-ҫинех пулкаларӗ кун пекки Хӗрлӗ Тутӑрӑн.

Помоги переводом

Хӗрлӗ тутӑр // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 54–56 с.

Ана пӗр бухгалтер пекки усрама тесе илсе кайрӗ.

Помоги переводом

Ҫуркунне // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Вӗсемех ҫырткалама та пикенчӗҫ: пӗчӗк кукӑльсене алла илчӗҫ те ҫыртса илнӗ пекки турӗҫ, ҫини-ҫими чӑмлакаласа ларчӗҫ, анчах ҫисе ямарӗҫ.

Помоги переводом

Ҫын ҫынрах юлинччӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 197–201 с.

Кунта ҫак партин Шупашкарти уйрӑмӗ, митинг пекки ирттерсе, хӑй историйӗн черетлӗ страницине «ылтӑнлать» пулас.

Помоги переводом

Ҫил хӳри // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 181–188 с.

Эпӗ, хама чикеленсе кӑмпӑр-кампӑр персе анма парас мар тесе, пӗр-пӗр ҫирӗп туратран — ҫӗнӗ «шӑчӑран» ярса тытасшӑнччӗ, анчах ун пекки, ал майли, умра пулмарӗ.

Помоги переводом

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Урӑлманкин, хӑйне итлекене ҫӗнӗ япала ҫинчен пӗлтерсе шанках тӗлӗнтернӗн туйса, лӗп кулам пекки турӗ, хӑмпӑланса, ӑшӑнса илчӗ, анчах ку нумая пымарӗ — хыҫҫӑнах пичӗ ҫинчи ҫав хавшак кулӑ шӳтсӗрлӗх, кӳренӳ сулхӑнӗпе тӗксӗмленсе ларчӗ:

Помоги переводом

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Ну, пӑртак сӑмахпа хаярланам пекки турӑм, хӑтӑрса-пӑскӑрткаласа та илтӗм, паллах.

Помоги переводом

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Ҫак вырӑнта хӑлхана пӗрмай темӗнле тӳрмен, тӳрккес сасӑ пӗр шелсӗр тӳнккенипе — зал алӑкӗ шӑлт-шалт, шӑнк-шанк уҫӑлса хупӑннипе — чалл! вӑранса кайрӑм та, пач уҫӑлнӑ пекки пулса, тӑрса лартӑм.

Помоги переводом

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Пур-ши татах тӗнчере сан пекки? — кулкаларӗ Павӑл, хӗре куҫӗпе ачашла-ачашла, шалти телей хӗвелӗпе ирӗлсе.

Помоги переводом

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Выльӑхсем патӗнче те вылянӑ май пулӑшам пекки тунӑ тет.

И со скотиной она помогала играючи.

Эрнук // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/418

Малтанхи талккӑмра ывӑлӗпе кинӗ ашшӗне (Пурис амӑшӗ икӗ ҫул каяллах, пуҫ ҫаврӑннипе аптӑраса пурӑннӑскер, ҫӗре кӗнӗччӗ) чиперех пӑхкаланӑ пекки турӗҫ-ха, каярахпа ҫакӑ вӗсене йӑлӑхтарса ҫитерчӗ курӑнать.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

«ҫӑтрӗ те ячӗ» — вӑл аялалла чикӗл-макӑль пекки туса илчӗ, вара пуҫхӗрлӗн темле шыва ча-а-а-ш-ш-ш! ҫурса, сӑвайланса чалӑшшӑн тӑрӑнчӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

— Эсӗ мӗн, Турра ӗненетӗн-и? — йӗплӗ кулам пекки туса, каччине тӳррӗнех питленӗ пек тинкерсе, куҫне пысӑклатсах ячӗ хӗрӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Сеткисенчен ҫуршар буханка хура ҫӑкӑр, сӗт кӗленчисем, килька чӗркемӗсем кӑларчӗҫ те каҫхи апат пекки турӗҫ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ула Тимӗрпе Кӗҫтук залран тухса аялти хута анчӗҫ, ҫывӑрма майлӑ вырӑн куҫлакаларӗҫ, анчах кунта ун пекки тупӑнмарӗ, вара вӗсем Атӑл ҫыранне тухса тӑчӗҫ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Кӗҫех ку иккӗленӳ ҫумне кӳлешӳ вачӗ пекки те ҫилӗмленсех ҫыпӑҫрӗ:

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ӗнтӗ ача ҫине хӑр-тӑлӑх мӗлки пекки те ӳкрӗ, анчах чӗрӗ пурнӑҫ ҫӑлкуҫӗ те типсех лармарӗ, чӗрӗ пурнӑҫ кӑвайчӗ те сӳнсех кӗлленмерӗ: вӗсем Ула Тимӗре ҫутӑ шанӑҫа ҫухатмасӑр малаллах талпӑнма, пурӑнма, телейшӗн кӗрешме хӗтӗртсе, иксӗлми вӑй кӳрсе тӑчӗҫ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней