Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Мӗн эсӗ ҫакӑн пек вӑхӑтра таҫта аташса ҫӳретӗн?
8. Степан ҫуртӗнче // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Вӑл юрӑра кӳреннипе, хурлӑхлӑ шухӑшпа таҫта тӗксӗм сукмаксем тӑрӑх пӗр-пӗччен аташса ҫӳрекен чун кичеммӗн тунсӑхлани, нушапа аптраса ҫитнӗ, хӑраса ӑнран тухнӑ темле ӑҫтиҫук чун йынӑшни илтӗнмест.
VII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Шӑплӑхра ҫав ҫинҫен шӑхӑрнӑ сасӑ хурлӑхлӑ та пӗр майлӑ кӗвӗллӗ пулса явӑнчӗ, пушӑ тӗттӗмлӗхре аташса ҫӳрерӗ, темскер шырарӗ, ҫывхарса килчӗ.
V // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Хӑйсен вырӑнӗсене тупаймасӑр, саксем хушшинче тахҫанччен аташса ҫӳреҫҫӗ.
Председатель юлташ // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Вӑрманта уҫӑлса ҫӳренӗ чух хӗрсем аташса кайнӑ иккен.
Вӑрман сыхлавҫи // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Халлӗхе аташса кайман-ха.
XLII // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Вӑрмана кӗчӗҫ — унта нумайччен аташса ҫӳрерӗҫ, унтан ялти хупахра тӑраниччен ирхи апат ҫирӗҫ; сӑртсем ҫине хӑпарчӗҫ, илемлӗ вырӑнсемпе киленчӗҫ; аялта иртсе пыракан, вӗсене курӑнман ҫын хытӑ та янравлӑ сасӑпа вӗсене вӑрҫса иличченех ҫӳлтен чулсем кустара-кустара антарчӗҫ; ҫав чулсем, кроликсем пек, кулӑшла та тӗлӗнмелле сиксе пынине пӑхса аллисене ҫупрӗҫ; унтан, ури-аллисене сарса, сарӑ-кӗрен тӗслӗ лутра та типӗ мӑк ҫинче выртрӗҫ; тепӗр хупахра та сӑра ӗҫрӗҫ, пӗр-пӗринпе хӑшӗ аяккарах чупать тесе ӑмӑртмалла чупрӗҫ, юрларӗҫ.
XXVI // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Хӑй ӑҫталла чупнине хӑй те пӗлмерӗ, пӑлханӑвӗ иртсе кайичченех ҫапла тӗлсӗр-палсӑр аташса ҫӳрерӗ.Она бежала бог весть куда, блуждала без направления, пока волнение ее не утихло.
XIV // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.
Таня аякри ӗмӗтпе аташса ҫӳрекен куҫне кантӑк ҫинчен аран-аран илчӗ те ура ҫине тӑчӗ.Таня с трудом оторвала от окна свой взгляд, блуждавший в ее далекой мечте, и встала.
X // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.
Нимӗнле тӗтре те, нимӗнле утрав та курман эпӗ, аташса та ҫӳремен, ун пекки нимӗн те пулман!Никакого я не видел тумана, ни островов, и вообще никакой путаницы не было — ровно ничего!
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Пӗлетӗн-и, Елена, эпӗ чирлесе ӳксенех тӑна ҫухатмарӑм, эпӗ хам вилӗм аллинче пулнине пӗлтӗм; пӑчӑхса, аташса выртнӑ чухне те хам пата вилӗм ҫывхарса килнине эпӗ ӑнлантӑм, сиссе выртрӑм; пурнӑҫпа та, санпа та, пуринпе те, шанчӑкпа та сывпуллашрӑм…
XXVIII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Ҫыран тӑрӑхӗнче аташса ҫӳренӗ чух эпӗ каторжниксен шайккине тӗл пултӑм.
Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Тепӗр ҫичӗ кун хушши вӗсем ӑнӑҫлӑрах перевал шыраса сӑртсем тӑрӑх аташса ҫӳренӗ, кӗрсен каялла ниҫтан тухмалла мар хушӑксене ҫакланнӑ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Юланутҫине ҫухатса вӑл ҫак пушӑ хирте аташса кайнӑ.
Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Ҫапла ӗнтӗ ку маршрутран ҫӑмӑлраххи те ҫук, ҫавӑнпа Мюльреди те аташса ҫӳремӗ.Таким образом, ничего не могло быть проще этого маршрута, и Мюльреди не мог заблудиться.
Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
— Тен вӑл ҫак пушхирсенче аташса…
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Пӗрре шӑппӑн шапӑлтатса выртакан шыв хӗрринчи курӑк ҫинче выртса, тепре мимоз вӗтлӗхӗсен хушшинче мӗнле пӗлнӗ ҫавӑн пек аташса ҫӳресе, ҫулҫӳревҫӗсем хӗвел анса ларичченех ҫанталӑк сӑн-сӑпачӗпе хавхаланса ирттерчӗҫ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Вӗҫсӗр вӑрмансемпе чунсӑр ҫеҫенхирсенче аташса ҫӳресе, вӑл пӗр уйӑх ытла тымарсемпе ҫеҫ тӑранкаласа пурӑннӑ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
— Анчах, капитан аташса ҫӳрет тенипе эпӗ ӗненместӗп…
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
— А вӑл ҫак никам ҫук ҫӗршывра аташса ҫӳрет пулсан? — тесе ыйтрӗ Мэри, шӑтарас пек Паганель ҫине пӑхса.— А если он заблудился в этой необитаемой стране? — спросила Мэри, впиваясь глазами в Паганеля.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.