Поиск
Шырав ĕçĕ:
П. Осиповӑн «Айтар», А. Кӑлканӑн «Авлантарчӗҫ» пьесисене вырӑс вулаканӗсем хапӑл туса йышӑнасса шанас килет.
1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.
Вӗсен сӑнарӗ урлӑ писатель совет ҫамрӑкӗсем тӳрӗ кӑмӑллӑ, ӗҫчен пулнине, вырӑс халӑхӗпе чӑваш халӑхӗн нихҫан арканми ҫирӗп туслӑхне сӑнласа парать.
1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.
Повеҫӗн тӗп геройӗсем — чӑваш каччи Леонид Ядринцев тата вырӑс хӗрӗ Галина Караваева.
1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.
Ҫак ӗҫре вырӑс тата чӑваш чӗлхисен танлаштаруллӑ грамматики пысӑк усӑ пама тивӗҫ.
Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.
Ҫав вӑхӑтрах кашни совет ҫынни вырӑс чӗлхине вӗренме тӑрӑшать пулсан, ӑна вӑл пурнӑҫ хушнипе тӑвать.
Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.
Наци чӗлхисем малалла аталанни вӗсем хушшинче вырӑс чӗлхи сарӑлассине чӑрмантармасть.
Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.
Вырӑс чӗлхипе ытти наци чӗлхисем хушшинче пирӗн ҫӗршывра нимле тавлашу та ҫук, пулма та пултараймасть.
Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.
Кунтан вара ҫакӑн пек вывод тухса тӑрать: тӑван чӗлхепе тӑван ҫырулӑха малалла аталантарассишӗн, унӑн культурине ӳстерессишӗн, тӑван чӗлхепе хальхи пурнӑҫ ыйтнине тивӗҫтермелле тӑвассишӗн халӑх хушшинче вырӑс чӗлхине сарассишӗн тӑрӑшнӑ пекех тӑрӑшмалла.
Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.
Нумай вӗреннӗ ҫынсемшӗн тепӗр чухне вырӑс чӗлхи ҫӑмӑлтарах та.
Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.
Ҫак енчен пӑхсан, пӗтӗм чӑваш халӑхӗшӗн вырӑс чӗлхи иккӗмӗш тӑван чӗлхе пулса ҫитнӗ теме ҫук.
Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.
Чӑвашла шухӑшласа вырӑсла калаҫакан ҫыншӑн вырӑс чӗлхи иккӗмӗш тӑван чӗлхе пулаймасть.
Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.
«Хальхи вӑхӑтра вырӑс чӗлхи ҫӗр-шыври халӑхсемшӗн иккӗмӗш тӑван чӗлхе пулса тӑчӗ» тенине те тӗрӗс ӑнланма пӗлес пулать.
Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.
Ҫавӑнпа пире вырӑс чӗлхине пӗлни ҫав тери кирлӗ, ӑна халӑх хушшинче ытларах сармалла тенине те ырламалла кӑна.
Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.
Урӑхла каласан, пӗтӗм мордва халӑхӗн 20 проценчӗ ытларах вырӑс чӗлхи ҫине куҫнӑ.
Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.
192б ҫулта хӑйне мордва тесе шутлакан кашни пин ҫынран 55-шӗ тӑван чӗлхе вырӑнне вырӑс чӗлхине кӑтартнӑ.
Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.
Пирӗн литература чӗлхишӗн ҫакӑн пек хӑрушлӑх нихҫан та пулман: пӗр енчен, вӑл халӑх чӗлхипе уйрӑлми ҫыхӑнса тӑнӑ, тепӗр енчен, литература чӗлхине вырӑс сӑмахӗсем кӗрсе пынипе пӗрлех, халӑх чӗлхи те пирӗн вӑл сӑмахсенчен ютшӑнман.
Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.
Ҫавна пула марипе мордва халӑхӗсем умне ыйту тухса тӑрать: те пурне те ӑнланмалла литература чӗлхи ҫӗнӗрен туса пымалла, те икӗ диалектне те литература чӗлхи таран аталантармалла, те литература чӗлхи вырӑнне вырӑс чӗлхипе усӑ курмалла?
Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.
Халӑх хушшинче пӗлӳлӗх мӗн чухлӗ ытларах сарӑлать, культура мӗн чул ытларах ӳсет, вырӑс чӗлхине вӗренес туртӑм та ҫавӑн чухлӗ хӑпарса пырать.
Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.
Ҫӗнӗ ҫырулӑхлӑ чӗлхесем (вӗсенчен ытларахӑшӗ ҫырулӑх революци хыҫҫӑн кӑна туяннӑ) пурте тенӗ пекех, пӗр енчен, совет тапхӑрӗнче хӑйсен обществӑллӑ функцине ҫулсеренех сарса пычӗҫ, тепӗр енчен, хуллен-хулленех вырӑс чӗлхипе ылмашӑнас ҫул ҫине тухса пыраҫҫӗ.
Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.
Кивӗ ҫырулӑхлӑ чӗлхесен (вырӑс, украин, белорус, грузин, армян, узбек, таджик, литва, эстон т. ыт. те) обществӑллӑ функцийӗ тулли те анлӑ: вӑл чӗлхесемпе пур тӗрлӗ литература пичетленет, вӑтам тата аслӑ шкулсенче усӑ кураҫҫӗ, государство учрежденийӗсем ӗҫлеҫҫӗ, ӗҫ хучӗсем ҫыраҫҫӗ т. ыт. те.