Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӑрман пирки Усалукпа калаҫса пӑхнӑ иккен-ха, касса кӑларсан йӳнӗрех ӳкет.Насчет леса он уже договорился с Узалуком, нарубить да вывезти обойдется дешевле.
XVI. Пӗртӑвансем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Шухӑшӗ пысӑкчӗ-ҫке Шерккейӗн, кӑҫал, ав, тыррине тӗрӗс-тӗкел пуҫтарса илнӗ пулсан, пӳрт лартаймӑп-ши тесе ӗмӗтленетчӗ, хӗлле вӑрман кӑларӑп та ҫуркунне пураса пӗтерӗп тетчӗ, — кӗтни харама кайрӗ, инкек ҫине синкек тупӑнсах пырать.
XIV. Инкек телей кӳрет-им? // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Анкарти вӗрлӗкӗ ҫине ӳпӗнсе, вӑл пӗр тапхӑр вӑрман еннелле пӑхса тӑчӗ, хӑй тӗллӗн мӑкӑртатса илчӗ:Опершись об изгородь, он с ужасом глядел в сторону леса, потом вполголоса забормотал:
XIV. Инкек телей кӳрет-им? // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Акӑ пӗрчӗ авӑна пуҫларӗ, ӗнтӗ пӗр-пӗр ялти ҫӑмӑл алӑллӑ ҫын ҫурла тытса ыран-паян ыраш пуссине тухасса кӗтес вӑхӑт ҫывхарчӗ — шӑпах ҫаван пек чух, пӗркунхине, кӑнтӑрла сулӑнаспа, чӑтма ҫук хӗвел пӗҫертсе ячӗ, вӑрман тӗлӗнчи тӗттӗм пӗлӗт сасартӑк купчеме тытӑнчӗ.
XIV. Инкек телей кӳрет-им? // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Ҫав йӗтем хӗррине ҫитсен, юмӑҫ сасартӑк чарӑнать, ҫӳҫне икӗ еннелле уйӑрса тавраналла пӑхкалать, катӑк чӗрнеллӗ пӳрнине тӑсса, вӑрман енне кӑтартать.
XII. Кӗтмен пӑтӑрмах // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Кантюк папайсен тимӗр акапуҫӗ вӑрман кӑклать.
XI. «Шерккейӗн те ӑс ҫук мар» // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Вӑрман ҫийӗн пӗр ҫӗрте кӑвакарнӑ, тепӗр ҫӗрте шурӑмпуҫ ҫути карӑна та пуҫларӗ.Не успеет как следует стемнеть над одним краем леса, как над другим уже розовеет восход.
XI. «Шерккейӗн те ӑс ҫук мар» // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Вӑрман ҫийӗ, кӑвакарса, пӗлӗтпе пӗрлешет те катаран питех палӑрми пулать.Лес смешивается на горизонте с облаками и становится неразличимым.
Х. Чӗре сасси // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Хура вӑрман хыҫне шур юр ҫунӑ, Хура сӑсар тухса йӗр хывнӑ, Хура сӑсар йӗрсене ман йӗрлес ҫук, Аттей-анне хушнинчен иртес ҫук…
Х. Чӗре сасси // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
— Анраҫарӑкпа мӑян ҫитет-ха унта, кӑҫал та вӑрман пек ашкӑрнӑ, алӑ хумасӑрах ешӗлпе витӗннӗ, — сар сухалне шӑлкаларӗ Пикмӑрса.
VII. «Ҫинҫе шывӗ сивӗ мар» // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Элюккапа юнашар Мӑххит, вӑл Шерккей пекех ялти кӑптӑрмӑш ҫын, пӑлявуйра ӗҫлекенскер; сӗтел пуҫӗнче лараканни — ялти иккӗмӗш пуян, вӑрман ӗҫӗпе пурнӑҫне ӑнтарнӑ Усалук; тӑваттӑмӗшӗ, чӳречерен пӑхса, ура ҫинче тӑрать, тумланасса шукӑль тумланнӑ хӑй, хула пиншакӗпе, ҫутӑ пушмакпа, Шерккей унӑн сарлака хул-ҫурӑмне те вӗрсе хӑпартнӑ пек тулли ӗнсине кӑна курать, ҫӳҫне вырӑсла кастарнӑ.
VI. Кантюк кӗреки // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Арасланса ӳснӗ йывӑҫсем ирӗн-каҫӑн вӑрман пек кашласа лараҫҫӗ.Вымахавшие до небес деревья день и ночь шумят, как настоящий лес.
VI. Кантюк кӗреки // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Хӗр качча памалла-и, ывӑл авлантармалла-и — вӗсем хӑйсен йышши тымарсене шыраҫҫӗ: аякри Чӑвашкас Улхашӗпе те Вӑрман Шӑхалӗпе хурӑнташланаҫҫӗ.
II. Кӗтмен парне // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Тахҫан авал Утламӑш тӗлӗнче хура вӑрман кашланӑ теҫҫӗ.
II. Кӗтмен парне // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Вӑл тырӑ акса вырман-и, вӑрман ҫӗмӗрмен-и, пахчаҫимӗҫ ӳстерсе сутман-и, Пасарлӑ Упири хупахҫӑ патне уйӑхсерен эрех турттарса тӑман-и?..
Пролог // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Халӗ эпӗ пӗр-пӗччен, Поляр ҫаврашки патӗнчех, инҫетри вӑрман тӑрӑх пыратӑп.А сейчас иду я один, почти у полярного круга, через далекий лес.
Улттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.
Унта Финляндири «Гутцейт» ятлӑ вӑрман пӗрлешӗвӗн кантурӗнчен вӑрман касакансем ӗҫукҫи илни ҫинчен ал пусса памалли таса бланксем пулчӗҫ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.
Вӑрман касакан вырӑнтан каялла вӑтӑр, е хӗрӗх утӑм кайсанах эпӗ юр ҫинче кӑвак хупӑллӑ кӗнеке выртнине куртӑм.
Улттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.
Ҫапла туни питех те аван пулчӗ, мӗншӗн тесен ҫак йӗр, ахӑртнех, вӑрман кастаракан десятник йӗрӗ пулчӗ пулмалла.Это была счастливая мысль, потому что след был проложен, по всей вероятности, десятником на работах.
Улттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.
Манӑн пуҫа ҫакнашкал шухӑшсем те пырса кӗчӗҫ: хам пытанса тӑракан вырӑнтан ӗҫлекенсене хураллама тӑракан икӗ егера персе пӑрахса, вӑрман касакан хресченсем патне сиксе тухса, эпӗ хам хӗрлисен малта пыракан боецӗ пулни ҫинчен пӗлтерсе, вӗсене лахтарьсене хирӗҫ кӗрешмешкӗн хамӑрпа пӗрлешме ыйтас мар-ши?
Улттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.