Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Ҫавӑнтах (тĕпĕ: ҫавӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Туратсене ҫавӑнтах вучаха пӑрахрӗҫ.

Которые сейчас же были брошены в костёр.

Ҫирӗм виҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

— Янхетруц та ҫавӑнтах.

— Янхетруц тоже.

Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ӑна ывӑтассипе вӗсене никам та ҫитеймест, выльӑха вӗсем саладерона илсе кайса ҫавӑнтах пусаҫҫӗ, тирне сӗвеҫҫӗ, тушкисене тасатса тӑварласа хураҫҫӗ.

В метании которого достигают большого искусства, отводят в саладеро и там убивают, снимают шкуру, очищают туши от внутренностей и солят их.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ҫавӑнтах кайӑксем мӗнпур кӗтӗвӗпе сывлӑша ҫӗкленчӗҫ те, Паганеле вӗсем мӗнле вӗҫнине пӑхса хавхаланма май килчӗ.

Вся стая тотчас же улетела, и Паганель имел возможность любоваться их полётом.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ҫавӑнтах Паганель енне пӑхса, патагонец Роберт ҫине кӑтартса ҫапла каларӗ:

Обернувшись вдруг к Паганелю, патагонец, указывая на Роберта, сказал:

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ҫавӑнтах чӗвен тӑрса сикет, унӑн вут хыпнӑ куҫӗсем ҫулӑм сирпӗтеҫҫӗ.

Она прыгала на месте, и глаза её, полные огня, метали молнии.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Маттур, Талькав, маттур! — терӗ ҫавӑнтах Гленарван, вутлӑ карта урлӑ сиксе каҫма хӑтланакан икӗ пысӑк кашкӑра индеец прикладпа ҫапса вӗлернине курсан.

Молодец Талькав, молодец! — вдруг воскликнул Гленарван, видя, как ловко индеец убил прикладом ружья двух огромных волков, пытавшихся перескочить через огненную преграду.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Страуспа пекарин тирӗсене ҫавӑнтах сӳсе пӑрахрӗҫ те какайсене ҫӳхен касса вакларӗҫ.

Со страуса и пекари тотчас же сняли кожу и нарезали их мясо тонкими ломтями.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Вырӑн-вырӑнпа типсе кайнӑ лутра йывӑҫ тӗмисем лараҫҫӗ, ҫавӑнтах мимос евӗрлӗ, питӗ лутра ӳсекен кура-мамелӗн сапаланчӑк тӗмисем тата ҫунтарсан питӗ нумай сода паракан юмсен тӗмисем лараҫҫӗ.

Она была покрыта местами иссохшим кустарником, низкорослыми кура-мамель из семейства мимоз и юмами — раскидистыми кустами, зола которых богата содой.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Унта меридиансемпе параллельсен сеткине, ҫавӑнтах икӗ океан тата Кармена каякан ҫула та пӗр линипе туртса хучӗ.

С перекрещивающейся сеткой меридианов и параллелей, где были обозначены оба океана и проведена линией дорога в Кармен.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Вӑл ҫавӑнтах Аргентинӑн тӳрем ҫӗрӗсенче памперо тӑтӑшах пулни ҫинчен ӑнлантарса пачӗ.

И он объяснил, что памперо — частое явление в аргентинских равнинах.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Смерчсем тикӗс ҫӗрпе хӑйӑра кустарса пыраҫҫӗ те, пӗр-пӗрин ҫине кӗре-кӗре кайса, саланса пӗтеҫҫӗ, ҫавӑнтах вӗсем тепӗр хут ҫӗкленсе ыткӑнма пуҫлаҫҫӗ, вӗсене сӑнаса пӑхма та аван пек; анчах темӗн чухлӗ меданоссенчен сывлӑшра хӑйӑрлӑ тусан вӗҫекен пулать те, тута-ҫӑварсене тата куҫсене епле хупӑрласан та, вӗсем пурпӗрех кӗрсе тулаҫҫӗ — ҫака вара пӗрре те кӑмӑла килмест.

Было интересно наблюдать, как смерчи мчатся по равнине, налетая один на другой, рассыпаясь в прах и тотчас же снова поднимаясь; неприятность заключалась в том, что от бесчисленных меданос в воздухе висела мельчайшая песчаная пыль, набивавшаяся в глаза и в рот, как бы плотно их ни прикрывали.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Шӑп кӑна тапранса каяс чухне Талькав сасартӑк хӑйне майлӑ шӑхӑрчӗ, ҫавӑнтах ҫывӑхри чӑтлӑх вӑрмантан хура-хӑмӑр улма чӑпар тӗслӗ питӗ чаплӑ лаша хуҫи чӗннӗ ҫӗре чупса та тухрӗ.

В момент отъезда Талькав вдруг засвистал особым образом, сейчас же из ближайшей рощи выбежал на зов хозяина великолепный конь караковой масти.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Вӑл ҫавӑнтах чупса ҫитрӗ те, чисти француз ҫынни пек авӑнса ӳксе, патагонеца салам каларӗ.

Он тотчас же прибежал и приветствовал патагонца с чисто французской грацией.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ҫавӑнтах ҫул ҫине тапранма сигнал пулчӗ, отрядик айӑккипе кристалла известняк ҫӗре тӑсӑлакан Лас-Лехас хушшипе кӗрсе кайрӗ.

Тотчас же был дан сигнал к походу, и отряд углубился в лощину Лас-Лехас, лежавшую между двумя массивами кристаллического известняка.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

— Апла эпир сирӗнпе пымастпӑр? — тесе ыйтрӗ Элен, унӑн куҫӗсем ҫавӑнтах салхуллӑн чӑлтӑртатма пуҫларӗҫ.

— Значит, мы не будем сопутствовать вам? — спросила Элен, глаза которой вдруг стали грустными.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ҫырансен тӑрӑшшӗпе карап ҫӗмрӗкӗсен мӗнле те пулсан ванчӑкне тупсан та — хуҫӑк рангоут е ахаль йывӑҫ татӑкӗ, этем алли витӗр тухнӑскер пулсан — экспедици ҫавӑнтах инкеке лекнӗ ҫынсене шырама пикенеччӗ.

Если бы на побережье удалось обнаружить хоть какие-нибудь следы кораблекрушения — сломанный рангоут или просто кусок дерева, обработанный человеческими руками, — экспедиция тотчас же приступила бы к поискам потерпевших крушение.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

— Сэр, — терӗ ҫавӑнтах палламан ҫын, — эпӗ сирӗн умма хамах тухнӑшӑн эсир мана каҫарасса шанатӑп.

— Сэр, — откликнулся тотчас же незнакомец, — надеюсь, вы извините, что я сам представился вам.

Улттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Унӑн ачапча куҫӗсене ҫавӑнтах Гарри Грантпа пулса иртнӗ хӑрушӑ сценӑсем курӑнма пуҫларӗҫ.

Его детское воображение быстро воссоздало страшные сцены, действующим лицом которых был капитан Грант.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ачи хӑйӗн аппӑшне хӳтӗлесе усракан ҫын пекех курӑннӑ, хӑйӗн аппӑшне кам та пулин ҫителӗклӗ хисеп тумасть пулсан, ӑна вӑл ҫавӑнтах тавӑрмашкӑн хатӗрленсе тӑрать пек туйӑннӑ.

Казалось, он считал себя защитником и покровителем сестры и готов был наказать всякого, кто отнёсся бы к ней недостаточно почтительно.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней