Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫамрӑксемпе ӳссе ҫитнӗ арҫынсем сахал-и вара пирӗн?
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Темле майпа ҫак таптаса хытарнӑ ҫара ҫӗр ҫинче ӳссе ларма ӗлкӗрнӗ хавшак акаци патне ҫитсен, вӑл чарӑнса тӑчӗ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Ӳссе ҫитме ӗлкӗреймен ҫамрӑк армутин, кукшапуҫпа талпиҫен курӑкӗсен ачаш шӑрши тата таврара тӑракан пӗр сас-чӗвӗсӗр шӑплӑх Ваня юлташа хӑй темӗнле урӑх тӗнчене килсе лекнӗ пекех туйӑнтарчӗ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Вӑл сӑнран пӑхма ачалларах туйӑнать пулин те, унӑн шухӑша кайнӑ пек пӑхакан тарӑн куҫӗсемпе хытӑ ҫивӗтленӗ хулӑн ҫӳҫӗсем ӑна ӳссе ҫитнӗ ҫын пекех кӑтартаҫҫӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Вӑл пӗвӗпе лутра, хӑйӗнчен виҫӗ ҫул кӗҫӗн; ҫапах та ӑна час-часах унран, Яковран, аслӑрах тесе шутлаҫҫӗ: ҫамрӑк пулин те, вӑл хӑйне ӳссе ҫитнӗ ҫын майлах тытать, яланах тарӑн шухӑша путнӑ пек, темӗн пирки тарӑхнӑ пек ҫӳрет.
Пӗрремӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Бюджетӑн ҫӗнӗ тӑкакӗсене пӑхмасӑр, халӑха паракан социаллӑ пулӑшу калӑпӑшӗсем ӳссе кӑна пычӗҫ.Несмотря на новые расходы бюджета, объемы социальной поддержки населения только увеличивались.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven
Юлашкинчен вара пирӗн ҫын аталанӑвне вӑл ҫуралнӑ самантран тытӑнса мӗн ӳссе ҫитичченхи тапхӑрччен патшалӑх хутшӑнмалли лайӑх тата шайлашуллӑ тытӑм туса хумалла.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven
Малашне унӑн хӑвачӗ тата 2 хут ӳссе 200 тонна ҫитмелле.
Ырӑ улшӑнусем куҫ умӗнче // О. ПАВЛОВА. http://avangard-21.ru/gazeta/44129-yr-ul ... uc-um-nche
Хамӑн та чылай ҫул ҫын алли тивменрен йывӑҫсем ӳссе кайнӑ ҫӗрсене сухалама тиврӗ.
Тӗллевсем пысӑк, ҫӗнӗлӗхсем кӑмӑла ҫӗклеҫҫ // А. ИВАНОВ. http://avangard-21.ru/gazeta/44267-t-lle ... la-c-klecc
Ҫаран ӳссе кайнӑ, паян-ыранах ҫулса пӑрахмалла.
XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Унӑн сарӑ сухалӗ ӳссе кайнӑ, тахҫантанпа ҫуман ҫӳҫӗ шӑрт пек хытӑ, пур еннелле те тӑрмакланса тӑрать, пичӗ тӑртаннӑ; куҫ шӑрҫи тӗксӗмленнӗ, куҫ шурри тарӑхнӑ вӑкӑрӑнни пек хӗрелсе кайнӑ.
XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Пазухин ҫак илӗртӳллӗ, асамлӑ, ытарайми сасса итленӗҫемӗн хӑйне хӑй ҫунат хушнӑ пек туйрӗ, самантрах салхуллӑ шухӑшӗсене манчӗ, сӑнӗпе ҫуталса, хавасланса, чунӗпе тасалса, илемленсе кайрӗ; унӑн чун хаваслӑхӗ ҫав тери ӳссе ҫӗкленчӗ, куҫӗсенче ырӑ киленӗҫпе юрату куҫҫулӗ йӑлтӑртатса илчӗ.
V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
— Да-а, юлашки ҫулсенче хула питӗ ӳссе кайрӗ, — килӗшрӗ Макар.
XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
Халӗ, ак, кунта ҫӗнӗ хула ӳссе ларчӗ.
XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
Улмуҫҫисем ӳссе ҫитиччен, пилӗк ҫул хушши, Мухаров пахча ҫимӗҫ ӳстерчӗ.
XI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
Михаил Кондратыч тавра ҫамрӑксем, уйрӑмах шкул ачисем, йышлӑн явӑҫаҫҫӗ, вӗсенчен пӗрисем ытлашши ӳссе кайнӑ акаци турачӗсене касса тикӗслеҫҫӗ, теприсем улмуҫҫисем хушшинчи тислӗк куписене салатаҫҫӗ.
XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
«Ҫакӑнта ҫуралса ӳссе, ҫакӑнта ӗмӗрӗме ирттертӗм, ҫакӑнтах, тӗп асаттемӗрсен ҫӗрӗ ҫинче, вилетӗп. Нимӗҫ хурахӗсем кунта ҫитиех килес пулсан та, мана, ват ҫынна, нимех те тӑваймӗҫ, Карчӑка тивме аллисем ҫӗкленеймӗҫ вӗсен», — тетчӗ ӳкӗте кӗме пӗлменскер.
Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.
Ҫавна пула хуртсен йышӗ, ытти ҫулхи пек, пысӑк хӑвӑртлӑхпа ӳссе пыраймарӗ.
Ҫӗннине пӗлме май пулӗ // Н.ПИРОЖКОВ. http://kasalen.ru/2023/01/20/ce%d0%bd%d0 ... 83%d0%bbe/
Ҫапла ҫултан ҫул тискерлӗх, ҫынна курайманлӑх ӳссе пычӗ унӑн.
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.
— Пӑшин ывӑс пек сарлака мӑйракисем ҫинче тата тӑватӑ шӗвӗр, пӗчӗк мӑйракасем ӳссе ларнӑ.
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.