Поиск
Шырав ĕçĕ:
Суворов вара хӑнана каяссине юратман, пурне те пӗр пек ответленӗ:
Апат тата вӗҫкӗн помещиксем ҫинчен // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.
Суворов вара хӑйӗн хресченӗсене салтака пама ҫав тери юратман.Суворов же страшно не любил отдавать своих крепостных в солдаты.
Хусах // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.
Ҫавӑншӑн юратман та ӑна юлташӗсем.
Тӑшман // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.
Калачинский секунд-майора юратман ҫынсем ҫарта йышлӑлансах пынӑ.Секунд-майор граф Калачинский нажил себе в армии немало врагов.
Тӑшман // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.
Юратман госпитальсене фельдмаршал.
Госпиталь // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.
Суворов вара сӑмах ҫапма юратакансене ҫав тери юратман.
Сӑмах ҫапма юратакан // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.
Анчах Суворов ҫар канашлӑвӗсене, уйрӑмах австриецсене, чӑтма ҫук юратман.
Фокшанри ҫапӑҫу // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.
«Ха, мана ӗлӗкрен юратман ҫын ман ҫинчен мӗн калӗ-ха? — шухӑшларӗ Рагулин.«Ха, что же обо мне скажет человек, который издавна не взлюбил меня? — думал Рагулин.
XXX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Темле пайта шыраса юратман эпӗ, юратмастӑп та, сана та хушмастӑп.
XXVIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Ҫав ҫулсенчех Ефим кӗтӳҫсене юратман.
XXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Эпир пӗлетпӗр ӗнтӗ, Сергей хӑй ҫинчен калама пӗлмен те, юратман та, ку хутӗнче таҫтан унӑн калаҫас кӑмӑлӗ килчӗ, сӑмахӗсем те тупӑнсах пычӗҫ.
XXII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
— Юратман пулсан, авланмӗччӗ…
V сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Кӗркуннехи вӑрӑм каҫсене вӑл Аникушка арӑмӗ патӗнче ирттерчӗ, ҫав турткалашса тӑма юратман юмарт хӗрарӑма шеллесе, унӑн чуна тӗлкӗштерсе тӑракан вӗри ҫуйкӑнлӑхне пусӑрӑнтарса хӑварчӗ.
VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Вӗсем патне ҫирӗм ҫулхи калаҫма юратман, хуҫалӑха йӗркеллӗ тытакан каччӑ Никита Мальцев пырса ларчӗ.К ним подсел Никита Мальцев, молчаливый, хозяйственный парень лет двадцати.
XXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Халӗ ӗнтӗ Аксинья, ачи ҫине пӑхса, ним иккӗленмесӗрех унӑн ашшӗне курать, ҫавӑнпа та вӗресе тӑракан хӗрӳ юратупа ун патне туртӑнать: малтан апла марччӗ: вӑл сӑпкари ачи ҫине пӑхатчӗ те, унӑн ыйхӑллӑ пичӗ ҫинче чун юратман Степан сӑнарӗн мӗнле те пулин йӗрне курса, ӑна аякран та пулин аса илтерекен пӗр-пӗр тӗслӗх тупса, шартах сиксе ӳкетчӗ: халӗ, акӑ, пачах урӑхла.
19 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Пуҫтах элекҫӗ Панкратий пуп хӑйне ҫывӑх ҫынсене питӗ ӑстан сиенлеме пӗлнӗ, украинка экономкӑпа ерҫе пурӑннӑ хусах пуп Виссарион, сифилиспа чирленӗ пирки сӑмсапа калаҫаканскер, мӗн ҫуралнӑранпах ӑшӑ кӑмӑллӑскер, благочиннӑйран пӑрӑнса ҫӳренӗ, ӑна виҫесӗр мӑнкӑмӑллӑшӑн тата элек сарса ҫӳренӗшӗн юратман вӑл.
1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Кӗнеке вулама пачах юратман вӑл; малалла мӗн пулассине каласа паракан кӗнекине пӑхкаласа илнӗ пулсан, ӑна вӑл пачах вулас килнипе мар, унта мӗн ҫырнине унчченех темиҫе хут вуласа тухнипе палланӑ сӑмахсене тӗл пулма тесе кӑна вуланӑ.
II. Ҫул // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Кумӗ, хӑй ытла чӑркӑш ҫын мар пулсан та, арӑмне парӑнма юратман, ҫавӑн пирки ӗнтӗ вӑл килӗнчен хуть хӑҫан та ҫапса кӑвакартнӑ куҫпа туха-туха кайнӑ, хаклӑ арӑмӗ вара, ахлата-ахлата, хӑйӗн упӑшки чӑрсӑрланни ҫинчен, вӑл ӑна мӗнле хӗнесе асаплантарни ҫинчен каласа кӑтартма карчӑксем патне сӗнкӗлтетнӗ.
Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Анчах ҫав тери юрататӑп ӑна, эп юратнӑ чухлӗ тӗнчере пӗр ҫын та юратман ӑна, юратас та ҫук».А я ее так люблю, как ни один человек на свете не любил и не будет никогда любить».
Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Асатте ҫула тухас умӗн нумай пуҫтарӑнма юратман: грамотӑна ҫӗлӗк ӑшне ҫӗлесе хурать те лашине ҫавӑтса тухать; арӑмне, икӗ ачине (вӗсене вӑл кирек хӑҫан та «сысна ҫурисем» тесе чӗнне) чуптӑвать, ҫав ачасенчен пӗри пирӗн атте пулнӑ-и тен, — вара хӑй хыҫҫӑн ҫав тери ҫӑра тусан вӗҫтерсе хӑварать, вунпилӗк йӗкӗт урам варринче пӑтӑлла вылянӑ чухнехи пек.
Пӗр чиркӳри тиечук пулни-иртни ҫинчен каласа пани // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.