Поиск
Шырав ĕçĕ:
Пӳрте пӗчченех юлсан, Иван чӑтаймасӑр пӗр сливине илсе ҫинӗ.Когда никого не было в горнице, он не удержался, схватил одну сливу и съел.
Слива шӑмми // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Шывсикки патне ҫитме виҫҫӗр-тӑватҫӗр фут юлсан ҫеҫ шыв тӗпӗ сакӑлталанать пулас та, юхӑм хӑвӑртланать.
Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Сӑвансемпе кимӗ хушши пурӗ те ҫӗр фут чухлӗ ҫеҫ юлсан, Дик Сэнд ҫынсем хытӑрах калаҫма пуҫланине илтрӗ.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Акӑ вӑл факторирен тухрӗ, Казонде урлӑ та каҫрӗ ӗнтӗ, вӑрмана кӗчӗ, ҫав-ҫавах ҫирӗп те пӗр пек утӑпа виҫӗ миля чухлӗ кайрӗ, вара, пӗччен юлсан, — тискер ҫынсем вӑл вӗсене хӑй хыҫҫӑн пыртарасшӑн маррине ӑнланчӗҫ, юлчӗҫ, — ҫурҫӗрелле юхакан юханшыв хӗррине ҫитрӗ.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Пӗччен юлсан, Уэлдон миссис: «Ҫыру илме Негоро ку эрнере килмест-ха», — тесе шухӑшласа илчӗ.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Ҫӗр ҫине ҫитесси пӗр дюйм кӑна юлсан вӑл ҫапах та хӑйне тек тытаймарӗ; ӑна хӑрани, вилӗм туйӑмӗ ҫавӑрса илчӗ, вӑл тин ӗнтӗ урӑх калаҫма та, кӑшкӑрма та, макӑрма та пултараймарӗ; Бен хӑма ҫумне тайӑнса выртрӗ, унӑн куҫӗсенче вӑл хӑйӗншӗн, ҫӗрелле пуҫ ҫаврӑнса каймалла ӳкнинчен хӑрани ҫеҫ палӑрса тӑчӗ.
Юлашки дюйм // Тӑван Атӑл. Джеймс Олдридж. Юлашки дюйм. — Тӑван Атӑл, 1961, 6№, 79–89 с.
Виҫӗ пин фут ҫӳллӗшӗнче пӗр-пӗччен тӑрса юлсан, Дэви хӑй текех нихҫан та макӑрма пултараймастӑп пулӗ, тесе шут турӗ.Оставшись один на высоте в три тысячи футов, Дэви решил, что уже никогда больше не сможет плакать.
Юлашки дюйм // Тӑван Атӑл. Джеймс Олдридж. Юлашки дюйм. — Тӑван Атӑл, 1961, 6№, 79–89 с.
Сеткӑсӑр, куҫлӑхсӑр, ешчӗксӗр юлсан та, вӑл пурпӗрех кӑпшанкӑ шырама пӑрахмасси паллӑ пулнине, ун ҫине алӑ сулса, вӑл мӗн тӑвас тенине тума ирӗк памалла пулчӗ.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Пиллӗк ҫитме вунпилӗк минут юлсан пысӑк йӗппи ӑҫта пулать-ши?Где же будет большая минутная стрелка, когда наступит без четверти пять?
Кивӗ кресло // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.
Амӑшӗ унӑн кресло ҫинче ҫур сехет лармалла, пилӗк ҫитесси вунпилӗк минут юлсан анма юрать, терӗ.Мама сказала, что сидеть в кресле он должен полчаса и что может сойти без четверти пять.
Кивӗ кресло // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.
Виҫҫӗшӗ ҫеҫ юлсан, вӗсем хулари партизансене Митя Клевцовпа Гриша Штыкова тӑшмансем арестлени ҫинчен калаҫма пуҫларӗҫ.Оставшись лишь троем, они заговорили о аресте городских партизан Мити Клевцова и Гриши Штыкова.
Ҫирӗм виҫҫӗмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Виҫҫӗшӗ кӑна юлсан, Саша шӑппӑн ыйтрӗ:
Вуннӑмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Хӑйсем ҫеҫ тӑрса юлсан, тӑшман салтакӗсем мӗн те пулин хӑтланмаҫҫӗ-ши тесе, ачасем чарӑнса тӑчӗҫ.Оставшись одни, ребята нерешительно остановились, невольно ожидая подвоха со стороны врага.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Сашӑпа лесник иккӗшӗ ҫеҫ пӗрле юлсан, Тимофеевпа Калашников, вӑрманти вырӑнсене сӑнама аяккалла кайсан, Березкин хӑй кӗсйинчен хура сӑрантан ҫӗленӗ енчӗк кӑларчӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Пӗччен юлсан, Петька тӗмӗсем хушшинче нумаях чӑтса лараймарӗ.
31 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.
Ҫӗнӗ ҫул ҫитесси виҫӗ эрне юлсан, юр ҫав тери нумай ҫуса тултарчӗ: лашапа ҫеҫ мар, ҫуран та тухса ҫӳреме йывӑр пулса ҫитрӗ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
— Ҫӗмӗрт ҫиетӗн-и? — ыйтрӗ вӑл Тоньӑран пӗррехинче, иккӗшӗ ҫеҫ тӑрса юлсан.— Хочешь черемушки? — предлагал он Тоне, когда они оставались вдвоем.
Иккӗмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Асламӑшӗ тӑтӑшах пӳртре каллӗ-маллӗ хыпӑнса ҫӳретчӗ, мӗнпур ӗҫсене туса пӗтерсен тата пӳрте хӑй пӗччен тӑрса юлсан кӑна лӑпланатчӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Кунта михӗсем ҫыхма пӗр-иккӗн юлсан та ҫитет! — кӑшкӑрчӗ тӗсӗ кайса пӗтнӗ майка тӑхӑннӑ, кӑвак сухаллӑ ҫӳлӗ бригадир, кӗтмен ҫӗртен сиксе тухса.
20 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.
Е эпӗ тӗттӗм ҫӗрте аташса кайсан, машинӑран юлсан вара?
15 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.