Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

чуна (тĕпĕ: чун) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗр чуна сӑркӑлтаракан юрӑ вӗҫленчӗ, тепри пуҫланчӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Вӗсем сехет пӑхмасӑр, сулӑна-сулӑна, тирӗне-тирӗне кайичченех ӗҫлесен те колхозран чуна ӳтре усрамалӑх тырӑсӑр (вӑл та пулин ытларах чухне юлнӑ юлашки арпалли) пуҫне нимӗнех те тивӗҫеймеҫҫӗ (пур чухне те алла хурлӑх пулсан пыра мӑнтӑр пулать тени тӳрре тухаймасть ҫав): пӗтӗм пысӑк пахалӑхлӑ тыр-пула, пахча ҫимӗҫӗсене, аш-какая, сӗт-ҫӑмартана, ҫӑмне-тирне патшалӑха ӑсатаҫҫӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ав мӗнле «пыл хурчӗ» чуна ҫуйхӑн ертнӗ иккен!

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Анчах чуна тивӗҫтерекенни тӳрех ниепле те тупӑнаймарӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Нушана лекни хальхинче, чӑнах, сулахай ури пулчӗ, ҫак ура шӑмми чуна кассах ыратнине месерле выртсах чӑтса ирттерме тиврӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пурпӗрех ку сасӑ чуна лӑпкаса пусараймарӗ, ырӑ пулӑм хыпарҫи пек туйӑнмарӗ, вара Ула Тимӗр, ӑшши-пӑшши ҫаврӑнса, малалла васкарӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Хор-р-р! — чуна каллех тӑрмаларӗ ҫав сасах, анчах вӑл кунхинче Ула Тимӗр ҫӳҫне виреллех тӑратаймарӗ: сехри сирпӗтсе янӑ сӗмӗ хӑй вырӑнне таврӑнсан биологи, физиологи учителӗ тавҫӑрса илчӗ: вальдшнеп кӑрӑплатать иккен (инҫех те мар ҫак кайӑк кӑмӑллакан лачакаллӑ, йӳҫлӗхлӗ, кӳрен курӑклӑ пӑчӑртатса тӑракан кӳллӗх е ушах пур пулас).

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Вӑрман тесен, кӗретӗп эпӗ Чуна тасатакан храма, Унта хӑратӑп темӗн те пӗр Усал сӑмах та кӑларма.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ку вӑл ӑша вӑркаттармӑш, чуна тыткӑнламӑш кӗрхи вӑрманта ытларах та сисӗнет…

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Кану ҫуртӗнчен инҫех те мар ҫап-ҫутӑ пысӑк кӳлӗ йӑлтӑртатса хӑй патне илӗртет, ҫывӑхрах тӗрлӗрен кайӑк юрри чуна тыткӑнлать.

Помоги переводом

Кану ҫуртӗнче // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 122–128 с.

Ӑшшӑн ҫутатса пӑхакан хӗвел айӗнче ку сулхӑн чуна ыррӑн сӑрхӑнса кӗрет, кӑмӑла ҫӗклентерсе ярать.

Помоги переводом

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Чуна ҫӗклентерекен, паянхи кун ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем тума пултарнӑшӑн канӑҫ кӳрекен мӑн кӑмӑллӑ ӗшенӳ туйӑмӗ ҫеҫ пӗтӗм кӗлеткене ӑшшӑн сарӑлать.

Помоги переводом

12 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Илемлӗ каччӑ Иван, анчах та ун илемӗ чуна ӑшӑтмасть, тен, хӗр чӗри урӑххине килӗштернӗрен ҫавӑн пек туйӑнать Лидӑна.

Помоги переводом

8 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Ырӑ шӑршӑллӑ сывлӑш чуна ҫӳҫентерсе илет, кӗлеткене ҫӑмӑллатса ярать.

Помоги переводом

8 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Е паян пӗр-пӗр ӑша сӑмах каласа чуна савӑнтарӑн.

Помоги переводом

6 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Ҫавах та Ревлен Петрович ҫамрӑк хӗрсен куҫӗсенче темӗнле тунсӑх, чуна иккӗлентерекенни пытаннине туйрӗ.

Помоги переводом

5 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Ӗҫе килекенсене кӗтсе илмелли ташӑ-юрӑ сасси чуна ҫӗклентерет.

Помоги переводом

4 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Сирӗн цехра чуна килӗшменнине ҫеҫ пӗлетӗп, тен, чӑкӑлтӑш та-и?

Помоги переводом

1 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Чуна тыткӑнлакан илемлӗ фильм…

Помоги переводом

1 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Ӳкетӗп пуль темӗп, Пӗтетӗп пуль темӗп Суранлӑ чуна хытарса!

Помоги переводом

Савни уйрӑлсан // Василий Шихранов. Шихранов В. В. Асамат кӗперӗ сӳниччен: сӑвӑсем. Шупашкар: ООО «Хамӑн типографи», 2018. — 100 с. — 87 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней