Поиск
Шырав ĕçĕ:
Иккӗленӳллӗн, мӗн тума хушнине тепӗр хут улӑштарасса кӗтнӗ пекех, Нури щит патне пычӗ те, йывӑррӑн сывласа ярса, рубильнике хӑй патнелле туртрӗ.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
— Эпӗ хушнине пӗтӗмпех турӑр-и? — ыйтрӗ атте.
Ҫирӗм саккӑрмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.
Мӗн хушнине йӑлтах тӑвать.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.
Нимӗн тума та ҫук, мӗн хушнине веҫех итлетӗп.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.
Г-н Матье полицейски тавра пухӑнса тӑнӑ халӑх хушшинче пулнӑ, халӑх разносчике малалла утма хушнине вӑл хӑй куҫӗпе курса тӑнӑ.
III // Василий Алагер. Франс, Анатоль. Кренкбиль: повесть; В. О. Алагер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1941. — 57 с.
Вӑл кӑшт хаяртарах сӑнарлӑ пулсан та, службӑра пит аван ӗҫленӗ, мӗн хушнине самантрах пурнӑҫлакан салтак пулнӑ.Хоть он и мрачен немного, но отличный служака и честный солдат.
II // Василий Алагер. Франс, Анатоль. Кренкбиль: повесть; В. О. Алагер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1941. — 57 с.
Шывра вӑл Беридзене ҫӳҫӗнчен хыттӑн туртрӗ, вара Алексей мӗн хушнине ӑнланса илнипе, Георгий Давыдович лӑпланчӗ.В воде он сильно дернул его за волосы, и Георгий Давыдович затих, поняв, чего хочет от него Алексей.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Кӑмӑлӗ тулнипе Полищук, хӗл каҫа шывшӑн тунсӑхланӑскер, урӑх хирӗҫлесе тӑмарӗ, хушнине тума чупрӗ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Эпир вара Батманов юлташа, Сталин юлташ янӑ ҫынна, ҫапла шантарса калатпӑр: комсомолец-связистсен колонни эсир мӗн хушнине пурне те тӑвӗ!..
Пӗрремӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Джагдин проливӗ патӗнче вӗсене пысӑк та йывӑр ӗҫ тума хушнине ҫак ҫынсем пуҫласа илтрӗҫ, ҫавӑнпа вӗсем хӑйсен савӑнӑҫне кӑшкӑрса, алӑ ҫупса палӑртрӗҫ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
— О, шуйттансем, — терӗ хӗрарӑм, хушнине итлесе кофтине тӑхӑнма тытӑнса.
III сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Эсӗ, Петруха, хуняму мӗн тума хушнине пӗтӗмпех туса пыр ӗнтӗ, вӗсем хӗрарӑм шухӑшласа кӑларнӑ кирлӗ кирлӗ мар япаласем пулсан та — пӑхӑнас пулать!Уж ты, Петруха, исполняй всё, что тёща посоветует, хоть и бабьи пустяки это, а — надо!
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Паллах, отвечӗ те сахалтарах, ху ҫӳреместӗн, мӗн хушнине ҫеҫ тӑватӑн.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Эпӗ мӗн хушнине тума тӑрӑшӑр.
Иккӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
— Эпӗ сиртен ыйтатӑп, Рогов юлташ, — кӗрлет Батманов сасси, — мӗншӗн эсир эпӗ хушнине пурнӑҫламарӑр?
Иккӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Райтсен машинӗ хушнине тума пултарнӑ.
12. Вӗҫме хатӗр // Ярукка Сантри. Чарнлей, М. Райтсем: (Вильбурпа Орвиль) / А. И. Ярлыкин куҫарнӑ; ред. Н. Васянка. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 110 с.
Анчах Ованесьян эп хушнине итлемен, хӑех полицие кайнӑ.Однако Ованесьян моих указаний не выполнил, он явился в полицию.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.
Анчах «Костя» эпир хушнине тӑвасса ӗненместӗмччӗ, ҫавӑнпа ӑна хам пата ҫӳреме хушмарӑм.Не веря в выдержку «Кости», я запретил ему приходить ко мне на квартиру.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.
— Гречкин боец, хушнине тӑвӑр!
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Сулахай енне куҫма хушнине вӑл хӑйне майлӑ турӗ: рабочисене куҫарчӗ, хӑй вара кантурӗпе тата куллен кирлӗ предприятийӗсемпе кивӗ вырӑнах юлчӗ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.