Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хулӑн сăмах пирĕн базăра пур.
хулӑн (тĕпĕ: хулӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Икӗ шӗвӗр пӳрчинче икӗ хулӑн ылтӑн ҫӗрӗ.

Помоги переводом

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Ҫтаппан кӑмӑлӗнче халӑх тӗшмӗшӗсемпе йӑла тӳнтерлӗшӗсен хуйӑрӗ хулӑн пулин те, унӑн ырӑ енӗсене, ҫынлӑхне вӗсем хупласа хураймаҫҫӗ.

Помоги переводом

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Эпир виҫӗ хулӑн кӗнекен фабулине чылаях тӗплӗн каласа тухрӑмӑр, мӗншӗн тесен унсӑрӑн нумай эпизодсемпе тата персонажсемпе тулнӑ романӑн пӗтӗмӗшле тытӑмне те, автор шухӑш ҫулӗ-йӗрӗн юхӑмне те ӑнкарса илме йывӑртарах.

Помоги переводом

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Ку ӗнтӗ ҫак хулӑн кӗнекеллӗ романа автор малалла та ҫырма ӗмӗтленнине пӗлтерет темелле.

Помоги переводом

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Вӑл, тата шанчӑклӑрах пултӑр тесе, шкапран хулӑн кӗнеке туртса кӑларчӗ те: — Ҫветтуй турӑ, ҫветтуй хӑватлӑ… Сакӑр тенкипех паратӑп тесе ҫак евенгели умӗнче тупа ту! — терӗ.

Помоги переводом

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Сасси те епле хулӑн! — Микулан кӑмӑлне ҫырлахтарас шутпа сӑмах хушрӗ эпи карчӑк.

Помоги переводом

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл пустав сӑрнӑ хулӑн тӑлӑппа чӗркеннӗ те лав ҫинче те хӑйне кӑмакари пекех туйса пырать.

Помоги переводом

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ун сассипе Микула аллинчи автан та ыйхӑран вӑранчӗ, хулӑн сассипе авӑтса ячӗ.

Помоги переводом

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пупӑн хулӑн тутисем вӑрттӑн ҫеҫ йӑл кулнӑ пек турӗҫ.

Помоги переводом

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Алтарьте хулӑн та уҫӑ сасӑпа кӗлӗ юрласа ярсан, Лукарьен чӗри кӑртах турӗ.

Помоги переводом

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кунта ӗнтӗ хураман тӑн-тӑн хулӑн вулли авӑнмасть, йывӑҫ асар-писеррӗн шавласа хумханни ҫеҫ чуна шиклентерет.

Помоги переводом

Шӑнкӑрч вӗлли // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Акӑ вӑл чикмек вӗҫнех мӗшӗлтеткелесе ҫитрӗ, унтан хураман хулӑн вуллипе пысӑк турачӗ хушшине ларчӗ.

Помоги переводом

Шӑнкӑрч вӗлли // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Кунта, тем-тепӗр япала чыхса тултарнисӗр пуҫне, хулӑн хӑмаран саваласа тунӑ пысӑк лар та вырнаҫтарнӑ.

Помоги переводом

Килте // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫул ҫинче шӑнтӑр та пулӗ, — тесе, Хрестук Тарьене салтӑнтарма тӑчӗ, анчах лешӗ ӑна ҫавӑнтах хулӑн ҫивӗтӗнчен ярса илчӗ.

Помоги переводом

Пӑтӑрмах // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Пуҫана унашкал ҫӳп-ҫап ҫине пит ҫаврӑнсах пӑхакан марччӗ те, — хулӑн сассипе пуҫларӗ мӑн ҫамкаллӑ арман хуҫи.

Помоги переводом

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫӑра хулӑн ҫилхи унӑн чӑлт-шурӑ.

Помоги переводом

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пӗрин икӗ ытампа ҫавӑрса тытмалӑх сарлака хулӑн вулли хӑвӑллансах кайнӑ.

Помоги переводом

Уйра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хулӑн куҫ харшийӗсене вылятса илсе, пӗр утӑм ярса пусрӗ те хӑй йӗри-тавралла сӑнаса пӑхрӗ, анчах никама та курмарӗ.

Помоги переводом

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тутар тилхепине Иван енне ывӑтрӗ, хӑй ларкӑч ҫинчен мулкач пек сиксе анчӗ те хӑвӑрт крыльца патнелле утса кайрӗ, картишӗнче хулӑн сасӑпа йытӑ хамлатса вӗре пуҫларӗ.

Помоги переводом

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пӑрӑнӑр ҫул ҫинчен! — кӑшкӑрса пӑрахрӗ ҫавӑнтах, хулӑн куҫ харшисене ҫиллессӗн вылятса илсе.

Помоги переводом

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней