Поиск
Шырав ĕçĕ:
11. Эй хулан анат енӗнче пурӑнакансем, ӳлесе йӗрӗр: суту-илӳпе пурӑнакан халӑх пӗтӗмпех ҫухалӗ, кӗмӗл пухса тултарнисем тӗп пулӗҫ.
Соф 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ҫак хулан мӗнпур пуянлӑхне, мӗнпур пурлӑхне, унӑн мӗнпур хаклӑ йышши япалине, Иудея патшисен пӗтӗм мулне — йӑлтах тӑшманӗсен аллине парӑп, вӗсене ҫаратса-тустарса пӗтерӗҫ те Вавилона ӑсатӗҫ.
Иер 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Израиль ывӑлӗсем ӗнтӗ, хӑйсен хулинчен тухса, Ахиор патӗнче чарӑнса тӑнӑ та унӑн ал-урине салтса янӑ, кайран ӑна Ветилуяна, ҫав хулан пуҫлӑхӗсем патне, илсе пынӑ, 15. ун чухне хула пуҫлӑхӗсем Симеон йӑхӗнчи Миха ывӑлӗ Озия, Гофониил ывӑлӗ Хаврий тата Мелхиил ывӑлӗ Хармий пулнӑ.
Иудифь 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
55. Ҫӳлхуҫа Ҫуртне ҫунтарса янӑ, Иерусалим хӳмисене аркатнӑ, ун пашнисене вут тивертсе ҫунтарнӑ, 56. хулан чаплӑ илемӗнчен ӗнтӗ нимӗн те юлман; хӗҫ тӗлне лекменнисене Вавилона илсе кайнӑ.
2 Езд 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Хулана вӑл йӗри-таврашӗпех, Миллоран пуҫласа йӗри-таврах, ҫӗнетсе юсаттарнӑ, хулан ытти пайӗсене вара Иоав ҫӗнетнӗ.
1 Ҫулс 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вифлеем патне ҫитсессӗн, ӑна хирӗҫ хулан аслӑ ҫыннисем, шикленсе ӳкнӗскерсем, тухнӑ та каланӑ: эсӗ тӑнӑҫ шухӑшпах килтӗн-и? тенӗ.
1 Пат 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Вӑл ӗнтӗ хулан аслӑ ҫыннисене пухнӑ та, пушхир кӳкенӗпе шӑллӑ тӑпачӑ илсе, Сокхоф ҫыннисене ҫавӑнпа асап кӑтартнӑ; 17. Пенуэл пашнине те ишсе антарнӑ, хула ҫыннисене вӗлерсе тухнӑ.
Тӳре 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Кунта Иуда ывӑлӗсен йӑхӗнчен, Симеон ывӑлӗсен йӑхӗнчен [тата Вениамин ывӑлӗсен йӑхӗнчен] уйӑрса панӑ хуласен ятне асӑннӑ: 10. Левий йӑхӗнчи Кааф ӑрӑвӗнчен тухнӑ Аарон ывӑлӗсене [вӗсене пӗрремӗш шӑпа тухнӑран] 11. Иуда тӑвӗ ҫинче ларакан Кириаф-Арба хулипе ун таврашӗнчи ҫӗрсене панӑ; вӑл Енак ашшӗн хули пулнӑ, тепӗр тӗрлӗ ӑна Хеврон тенӗ; 12. ҫав хулан хирӗсемпе ялӗсене вара Халева — Иефонния ывӑлне — еткерлӗхе панӑ.
Нав 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Кам та кам ҫав хуласенчен пӗрне тарса ӳксессӗн, вӑл хула хапхи умне тӑтӑр та хулан аслӑ ҫыннисене хӑй ӗҫне каласа кӑтарттӑр; лешӗсем вара ӑна хӑйсен хулине кӗртӗҫ те пурӑнма вырӑн парӗҫ; 5. юншӑн тавӑрас теекенӗ ун хыҫҫӑн хӑваласа пырсассӑн, вӗсенӗн ӑна унӑн аллине памалла мар, мӗншӗн тесессӗн вӑл хӑйӗн ҫывӑх ҫыннине ятарласа вӗлермен, вӑл ӗнер те, виҫӗмкун та ӑна курайман ҫын пулман; 6. вӑл ӗнтӗ халӑх умне сута тӑриччен, ҫавӑн чухнехи аслӑ священник виличчен ҫав хулара пурӑнтӑр.
Нав 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӗсене шӑпа тӑрӑх тухнӑ ҫӗрӗ Иуда ывӑлӗсемпе Иосиф ывӑлӗсен ҫӗрӗ хушшинче пулнӑ; 12. ҫав ҫӗрӗн ҫурҫӗр енчи чикки Иордан патӗнчен пуҫланса Иерихон ҫумӗпе ҫурҫӗр енчен иртсе каять те анӑҫалла пӑрӑнать, ту ҫине хӑпарса Бефавен пушхирне пырса тухать; 13. унтан чикӗ Луз енне каять, Лузӑн — урӑхла каласан Вефиль теекен хулан — кӑнтӑр еннелле пырса Анатри Беф-Оронӑн кӑнтӑр енче ларакан Атароф-Адар тӑвӗ патнелле анать; 14. унтан чикӗ кӑнтӑралла пӑрӑнать те Беф-Оронран кӑнтӑр енчи сӑртран кӑнтӑр енне тинӗс патнелле сулӑнать, вара Кириаф-Ваал патне — урӑхла каласан Кириаф-Иарим патне, Иуда ывӑлӗсен хули патне — ҫитсе тухать.
Нав 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ирхине ирех тӑрса, Иисус халӑха пӑхса ҫаврӑннӑ та ӑна Израилӗн аслӑ ҫыннисемпе пӗрле Гай еннелле ертсе кайнӑ; 11. ҫапла унпа пӗрле пулнӑ вӑрҫа юрӑхлӑ мӗнпур халӑх Гай хули патне [тухӑҫ енчен] пырса ҫитнӗ, [пытанса тӑнӑ ҫарӗ хуларан анӑҫ еннерех пулнӑ,] 12. вӗсем Гайӑн ҫурҫӗр енче чарӑнса тӑнӑ, ҫарпа хула хушшинче айлӑм пулнӑ; Иисус пӗр пилӗк пин ҫынна Вефильпе Гай хушшине, хулан анӑҫ енне, пытарӑнса ларма хушнӑ.
Нав 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа Турру санӑн аллуна паракан ҫӗр ҫинче пӗр-пӗр хирте выртакан виле тупӑнсассӑн, ӑна кам вӗлерни паллӑ мар пулсассӑн, 2. санӑн аслӑ ҫыннусемпе тӳрӳсем тухчӑр та виле выртакан тӗлпе таврари хуласен хушшисене виҫсе тухчӑр; 3. вара вилерен чи ҫывӑхра ларакан хулан аслӑ ҫыннисем ӗҫе кӳлмен, сӳсмен [те] тӑхӑнтартса курман пӑру илччӗр те 4. ӑна сухаламан-акман айлӑма ҫавӑтса кайччӑр, пӑрӑва ҫавӑнта, айлӑмра, пусчӑр; 5. унтан священниксем, Левий ывӑлӗсем, пыччӑр, [мӗншӗн тесессӗн санӑн Ҫӳлхуҫа Турру вӗсене Хӑйне ӗҫлесе тӑма, Ҫӳлхуҫа ячӗпе пиллеме суйласа илнӗ, пур тавлӑ ыйтӑва та, сиен кӳнӗ пур ӗҫе те вӗсен сӑмахӗпе татса памалла,] 6. виле ҫывӑхӗнчи хулан пур аслӑ ҫынни те айлӑмра пуснӑ пӑру [пуҫӗ] тӗлӗнче аллине ҫутӑр, 7. вара ҫапла каласа пӗлтерччӗр: ҫак юна пирӗн аллӑмӑр тӑкман, куҫӑмӑр та курман; 8. эй Ҫӳлхуҫамӑр, [Египет ҫӗрӗнчен] ҫӑлса кӑларнӑ Хӑвӑн халӑхна, Израиле, тасатсам, Хӑвӑн халӑхна, Израиле, айӑпсӑр юншӑн айӑпа ан хӑварсам, теччӗр.
Аст 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Месопотамирен таврӑнсассӑн, Иаков, Ханаан ҫӗрӗнчи Сихем хулине чиперех ҫитсе, хулан мал енне пырса вырӑнаҫнӑ.
Пулт 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Вара [Иаков] ҫав вырӑна Вефиль тесе ят панӑ, ҫав хулан ӗлӗкхи ячӗ Луз пулнӑ.19. И нарек [Иаков] имя месту тому: Вефиль, а прежнее имя того города было: Луз.
Пулт 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Анчах хулапа хулан тӗлӗ пур.
Хула яла парăнтарасшăн // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№
Ҫавӑнпа та хулан ҫӗнӗ ертӳлӗхне ку тӗлӗшпе хастартарах ӗҫлеме, республика Правительствине вара Ҫӗнӗ Шупашкара картишсен территорийӗсене юсама хушма укҫа-тенкӗ уйӑрса памалли майсене пӑхса тухма сӗнетӗп.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945