Поиск
Шырав ĕçĕ:
Гарик хӑпарма хатӗрленсе тӑчӗ.
Ҫирӗм улттӑмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.
— Йӗмӗрсене хыврӑр-и? — ыйтрӗ Федя, банкине пеме хатӗрленсе.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.
Унтан ҫирӗппӗн татса калама хатӗрленсе, сака тӑкӑртаттарма чарӑнчӗ те пуҫӗпе сулса илчӗ:
Ют юн // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Ют юн. — Тӑван Атӑл, 1965, 3№, 82–91 с.
Акӑ ӗнтӗ рабочисем татти-сыписӗр хыттӑн юхакан нефте тепӗр цистерна ҫине яма хатӗрленсе тӑчӗҫ…И вот уже рабочие приготовились переключать черный поток в другую цистерну…
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Халӗ, Алексейӗн ҫул ҫине кайма хатӗрленмелли вӑхӑт ҫеҫ юлсан, вӑл сасартӑк хӑйне хатӗрленсе ҫитмен пек туйрӗ.Теперь, когда Алексею оставалось только собраться в дорогу, он вдруг почувствовал себя не готовым.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Вӑл ун чухнех малашне мӗн пулассине пӗлсе каларӗ: эпир чупма хатӗрленсе пыратпӑр, унтан чупса пыратпӑр та сиксе ӳкетпӗр!Он и тогда предсказывал: мы готовим разбег, потом разбежимся и — прыжок!
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
— Тӗплӗн хатӗрленсе ҫитсен тин Тайсин ҫине каяс пулать.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Ывӑлӗ, пукан ҫине чӗркуҫленсе, чӳрече ҫине чавсаланнӑскер, тӗтӗмпе хупланнӑ хӗп-хӗрлӗ пӗлӗт ҫине пӑхса ларать; тӗттӗмленме пуҫланӑ пӗчӗк пӳлӗме тусан тулнӑ пек туйӑнать; стена ҫинче, пысӑк читлӗхре, пилеш кайӑкӗ тӑрмашать: ҫывӑрма хатӗрленсе, вӑл хӑйӗн сарӑ сӑмсине тасатать.
II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Кансан вара, доклад ҫырма ларӑпӑр — унтан пӗтӗмпех хатӗрленсе ҫитсе Батманов патне кайӑпӑр.А отдохнувши, засядем за доклад — и к Батманову во всеоружии.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Вӑл ӳссе, ҫӗнӗ йывӑрлӑхсене тӳссе ирттерме хатӗрленсе пычӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Ҫакна палӑртса хӑварас тетӗп: тӳрех 5 ҫӗнӗ шкул тума тытӑнма хатӗрленсе пысӑк ӗҫ туса ирттернӗ.
Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ ҫыру (2021) // Олег Николаев. http://www.cap.ru/events/events/2021-god ... bliki-g/33
Волошинӑна эпӗ халех урӑх вӑрттӑн хваттере куҫма, «Николай» паллакан подпольщиксене систерме хушрӑм, вӗсем вӑрмана кайма хатӗрленсе тӑччӑр, терӗм.
Ҫирӗммӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.
«Боевой заставӑсене вӑйлатӑр, отрядсем ҫапӑҫӑва хатӗрленсе тӑччӑр» — хӑвӑрт сараҫҫӗ связнойсем командир приказне.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.
Декабрӗн ҫирӗм ҫиччӗмӗш тӗлне отрядра Пысӑк Ҫӗр ҫине кайма хатӗрленсе тӑракан суранланнӑ партизансем, чирлисем, ачаллӑ хӗрарӑмсем ҫӗр ҫынна яхӑн пуҫтарӑннӑ.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.
Вагонран тухнӑ чух пӗр румын салтакӗ чугун ҫул ҫинче ӗҫлекен ҫынсене: «Пире фронтран партизансене пӗтерме илсе килчӗҫ. Систерӗр партизансене, хатӗрленсе тӑччӑр», терӗ, тет.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.
Вова ҫитнӗ ҫӗре Борис кайма хатӗрленсе тӑнӑ.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.
Хатӗрленсе ҫеҫ ҫитнӗччӗ, япаласене чемодана чикнӗччӗ — вӑрҫӑ сиксе тухрӗ, вара пӗтӗм план саланса кайрӗ.Только собрался, чемодан упаковал — грянула война, и планы мои разлетелись.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Кашни кун мӗнле хатӗрленсе пыни ҫинчен отчет пама пултаратӑп.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Адун ларсанах ҫул йӗркелес, пурлӑха турттарас, ҫӗнӗ вырӑна вырнаҫас тесе, эпир тепӗр енне куҫса кайма пӗтӗмпех хатӗрленсе ҫитрӗмӗр.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Чи пысӑк пӗлӳ те пулӑшас ҫук, эсир распоряженисем пама пултараймастӑр-ха, хатӗрленсе ҫитеймен.Самое высшее образование не поможет, вы не способны еще распоряжаться — не готовы.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.