Поиск
Шырав ĕçĕ:
Кайран Опанас пичче мана тупрӗ те илсе кайрӗ.
Арҫын ача каллех чӗрӗлчӗ // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.
Пичче ӗнтӗ пит нумай тупрӗ, хӑй ҫаплах: хурӑн кӑмпи, хурӑн кӑмпи, — тет.Дядя уже много нашёл и всё говорит: подберёзовик, подберёзовик.
Эпӗ кӑмпа шырани // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.
Часах тупрӗ те.

— Эпӗ пиллӗк илнӗ пулӑттӑм та, анчах учительница тетрадь ҫинче вараланчӑк тупрӗ.
Марусьӑн малтанхи отметки // Илле Тукташ. Шварц, Е.Л. Пӗрремӗш класра; И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 124 с.
Эпир Васька мӗн шухӑшласа кӑларнине ӑнланаймарӑмӑр; вӑл сӑмавара, ман ҫӗтӗк пушмака илчӗ, унта-кунта шыракаласа пуҫӗ катӑлнӑ бутылка тата кивӗ милӗк юлашкине тупрӗ.
6 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Уча лапчӑнса пӗтнӗ, кӑвакарса кайнӑ кивӗ сӑмавар тупрӗ те ӑна кантрапа кӑкарса сӗтӗрме пуҫларӗ, хӑй ҫав вӑхӑтрах: «Керенскине сӗтӗретӗп!» тесе кӑшкӑрчӗ.
6 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Кӑвайт умӗнче тӑрса, суккӑр ҫын хӑйӗн чӗтрекен аллисемпе бандурӑна хыпашласа тупрӗ те, кӑвайт урлӑ таҫта аяккалла, тӗттӗмелле пӑхса, хӗлӗхсене тӗртӗнсе илчӗ, хуллен калама пуҫларӗ:
3 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Таҫтан пӗр пӗчӗк ҫынна шыраса тупрӗ, вӑтам ҫулхи, хура та вараланчӑк питлӗскер, ҫӗтӗк чавсаллӑ тӗттӗм чакӑр сукнаран ҫӗлетнӗ сюртукпа ҫӳрекене.
VI сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.
Ун ӑшӗнчен темӗн чухлӗ ҫӑмарта тухса ӳкрӗ, вӗсене ӗҫкӗри ҫынсене валеҫсе пачӗ, кашни ҫын ҫав ҫӑмарта ӑшӗнче пӑрӑҫпа сарӑ соус ҫинче ӑшаланӑ бекас тупрӗ.
VII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Пӗтӗм Вӑтам Ази тӑрӑх ҫӳрерӗ те — тупрӗ!
Утрав ҫинче // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
Анчах пурпӗрех те тупрӗ.
Утрав ҫинче // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
Кӑнтӑрла тӗлӗнче вӑл пӗр пысӑк лакӑмра икӗ ырашпӗтри тупрӗ.
Пурнӑҫа юратни // Николай Степанов. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 5–34 с.
Пӗрре вӑл, темӗнле питӗ кӑвасак курӑка тупрӗ, ӑна та, ҫӗре часах хупласа илнӗ юр айӗнчен тупса кӑларакан ытти ӳсентӑрансене ҫинӗ пекех, ҫисе ячӗ.
Пурнӑҫа юратни // Николай Степанов. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 5–34 с.
Гусев чул муклашки хыпашласа тупрӗ те ӑна тӗттӗмелле пӑрахрӗ.
Магр майра патша лабиринчӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Хыпашласа вӑл Аэлита хул пуҫҫине тупрӗ, ҫав самантрах тути ҫинче унӑн сывлавне туйрӗ.Ощупью он нашёл плечо Аэлиты, и сейчас же почувствовал на губах её дыхание.
Авалхи юрӑ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Тупрӗ.
Аэлита ирӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Тускуб кӗчӗ, сӗтел умне ларчӗ, ал ҫырусене чавсипе тӗртсе хучӗ те Аэлитӑн куҫӗсене хӑйӗн куҫӗсемпе тупрӗ.Вошёл Тускуб, сел к столу, отодвинул локтем рукописи, и глазами нашёл глаза Аэлиты.
Аэлита ирӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Лось кӗсйинчен ҫыру кӗнекине кӑларчӗ, унта ӗнер Марс дискӗнчи йӗрсемпе пӑнчӑсен хӑпӑл-хапӑл ӳкернӗ чертежне шыраса тупрӗ.
Шӑллӑ-шӑллӑ тусен леш енче // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Кунта, ҫӳп-ҫаппа ҫӗтӗк-ҫатӑк хушшинче, Гусев йывӑр металран, ахӑртнех, ылтӑнран, ҫапса тунӑ темиҫе япала шыраса тупрӗ.
Пӑрахса хӑварнӑ пӳрт // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Ҫав хушӑра Гусев стенара курӑни-курӑнми алӑк шыраса тупрӗ, — вӑл шалти пусманалла уҫӑлать, пусма вара тусанлӑ ҫутӑпа тулса ларнӑ ҫавра тӳпеллӗ, сарлака коридора тухать.
Пӑрахса хӑварнӑ пӳрт // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.